Выçлăх аллинче


Молепĕн майĕпе çăмăра кĕтни

Ахалех пулать — пур шанчăк сирлет!

Çухатнă ĕмĕтпе аптрара ӳксе

Ялсенчи этемсем пĕтессех кĕтеççĕ,

Кăвак пуç ватăсем тарăхса çитсе

Кĕл чăрмавсене хăйсене илеççĕ.

Пирĕн хай Лариван пурнакан ялта та

Ватă мучейсен сасси çĕкленет,

Пуху-мĕн пулсан та е кирек ăçта та

Ваттисем кăшкăрни çĕнтерсех çитет.

Пур халăх ватăсен хыçĕнчен кайса

Чӳк турри ятне асăнма шав пуçлать,

Вĕсем мĕн тума хушнине туса

Туррăн çиллĕне çемçетме шанать.

Ял-ялсем хушшинче усал халапсем

Чуна çӳçентсе вĕçме пуçлаççĕ,

Унта та, кунта та тĕшмĕш арăмсем

Темскер курнисем çинчен калаççĕ.

Темĕнле хăямат, хĕр евĕрлĕскер,

Автансен хӳрине татса çӳрет тет,

Хăш çынна тенепле курăнса çакскер

Мăн чӳксем тумалли çинчен калать тет.

 

Çав ялта, çав касра, çав ятлă этем

Тĕлĕк курнă тет, усал курнă тет...

Çав пичче, çав мучей, çав ятлă çынсем

Пурте сыв мар тет, выç вилеççĕ тет.

Чăнах ак хайхи ял мăн чӳке пуçлать:

Тăхăр кун пек турра парнесем кӳрет,

Куллен пĕр выльăх пуç пусса кĕл тăвать, —

Тарăн вар тĕпне чĕр юнпа хĕретет.

Лариван пичче те çак пысăк ĕçре

Пур вăйпе кӳлĕнсе тимлесе тăрать,

Парне выльăхсемшĕн хакне тӳлеме

Халăхран пухмалли укçана пухать...

Анчах ку мăн чӳк кĕллине туни те

Чалланнă ват пуçсен чунне уçмарĕ,

Мăн ĕçе вырăнлă пулма хупларĕ.

 

VII

Çуллахи уйăхсен вăрăм кунĕсем

Тăхтаса пекех-мĕн иртеççĕ аран;

Выçăпа хавшанă ырхан этемсем

Кун çути çине те пăхаççĕ сĕнксе...

 

Çуркунне тивлечпе чĕрĕлнĕ илем

Çĕр пичĕ çийĕнчен сирĕлчĕ ирех,

Вăрмансем, хир-уйсем салху та кичем.

Çутă çанталăк та чунсăрпа пĕрех...

Чăлт уяр шенкеркке тĕнче тӳпипе

Кăтрашка шур пĕлĕт ярăнса ишмест,

Çăмăршăн антăхан хир-уйсем çийпе

Аслати-çиçĕм алхасса иртмест.

Васанри çеремре çаран ешермест,

Улăхсем тăрăх чечек вылянмасть,

Çарансем тĕпĕнче шывĕ чӳхенмест,

Пур чĕрĕ чун та ним те савăнмасть.

Тырă-пул хумханас уйсене тăрăх

Тусан вĕçтерсе вĕрет типĕ çил,

Кулленех пĕр евĕр — уяр та шăрăх,

Хĕвелĕ ĕнтет... ним мар ӳк те вил!..

 

Лариван кунран-кун çăмăра кĕтсе

«Çумастех!..» терĕ, кĕтме те чарнать,

Тăтăшах ăш-чикĕ пăчăхса çитсе

Кирек ăçта вăл усăнса ларать:

— Молепĕн те турĕç, мăн чӳк те турĕç, —

Ик эрне иртрĕ, пĕрчĕ çăмăр çук!..

Халь ĕнтĕ çусан та тыр-пулсем пулмĕç, —

Вăхăчĕ иртрĕ... кĕтмелли те çук!..

Чăн туррăн кăмăлĕ ырлăхлă пулсан

Мĕншĕн çак тери мана илтмест-ши?

Халь кунĕн-çĕрĕн тек хуть ăçта пырсса

Шухăш ун çинчех... ма хĕрхенмест-ши?!

Шеллĕ-çке ытла та çак ачапчасем,

Ма ырă турă çавсемшĕн илтмест.

Ак ĕнтĕ кунĕпе вĕсен куççульсем!..

Çук çав, турри те вилĕпе пĕрех, — тет.

 

VIII

Ак Питрав праçникĕ хуллен çывхарать.

Çĕртме сухисен вăхăчĕ çитрĕ...

Хай уяр çанталăк та аран улшăнать.

Юр кайнăранпа тин нӳрĕк ӳкрĕ!

Ак тинех аслати çиçĕм çиçтерсе

Тачка пĕлĕтсем ишни курăнать;

Вăрмансем, пуш уйсем тинех чĕрĕлсе

Уççăн сывлани, савăнни курнать.

Çĕр-шывĕ чĕрĕлсе симĕс тĕс илни

Хресчен чунне йăпату парать,

Анчах пур тыр-пулшăн ыр вăхăт иртни

Мăн хуйха сирмест, савăнма чарать:

— Ак ĕнтĕ çĕр-шыв та чĕрĕлсе çитет, —

Кайăкшăн, выльăхшăн пулать çимелли...

Эй, мĕскĕн этемми, ун вăйĕ пĕтет!

Тĕнче юлсан та ун пĕтмеллех-ши?!

 

Лариван пиччемĕр выçă йышĕпе

Аптраса çитсе хĕнлĕхе чăтать;

Выçăпа хуйхăран хăрса çитнипе

Макăрма чарнать, ун чĕри хытать.

Çиме çук пирки вăл çуркуннеренпе

Виç сурăх пурччĕ — вĕсене пусрĕ,

Пилĕк пăт ырашла (нимĕн çуккипе)

Пĕртен-пĕр вăйлă ĕнине сутрĕ.

Халь мĕн пур выльăх ун пĕр лаши анчах,

Ăна та кĕç-вĕç сутасшăн тăрать,

Анчах пĕр пуян та çак выçлă хушрах

Унăн лашишĕн виç пăт та памасть.

 

Лариван çăкăрне темĕн те хушать:

Хывăхпа улăм, йĕлме хуйăри,

Епеç çĕр тăмне, тĕрлĕрен курăк, —

Анчах пĕрин те çук-тăр çав ырри!

Çӳп-çаплă çăкăра чăмласа кавлен,

Лĕкленсе çитсе аран çеç çăтан!

Мĕнпе те пулсан çав хырăм тултăр тен, —

Çисен те хырăмлăх выç пекех туян!..

Пуртарах ял-йышсен ачисем çавах

Урам хушшине тухса выляççĕ,

Лариван ачисем яра кун каçах

Нăйкăшса йĕрсе килте лараççĕ.

 

IX

Юлашки виççĕмĕш Сăпассем тĕлеш...

Çанталăк тăтăш сулхăмлă тăрать.

Сат пахчи хĕрринчи чĕртенкĕ пилеш

Вĕт çулçисене чăпар тĕс парать.

Парлаксем выртакан çĕртме пуссинче

Сайраран ыраш акакан курнать;

■ Страницăсем: 1 2 3 4

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


vajpi (2017-11-14 19:25:23):

Присуждена третья премия по конкурсу на литературные произведения о голоде в Чувашобласти в 1921—1922 гг. с условием представления окончания. Члены: А. Михайлов, Н. Васильев». çак конкурса хутшăннă ытти ĕçсене ăçта та пулин тупса вулама пулать-ши?

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: