Пĕр-пĕччен улмуççи
Хаяр те шеллевсĕр вăрçă тăваттăмĕш çул çине кайрĕ. Матюк ĕнтĕ «хурçă утпа» (трактористсен курсне те пĕтерчĕ вăл) çӳрет. Пĕр кунхине ял почтальонки Улюк Матюка конверт тыттарчĕ те хăвăрт çеç утса кайрĕ. Ют почерка курсан хĕр самантрах сăнран улшăнчĕ, вăй пĕтсе килнине туйрĕ. Конверта аран-аран уçрĕ. «Сержант Михеев Егор Павлович погиб в боях за взятие...» Малалла вулаймарĕ хĕр, тĕпрен каснă йывăç пек урайне кĕрĕслетрĕ. Тăна кĕрсе куçне уçсан Таçукпа пĕчĕк хĕрĕ ура вĕçĕнче ларнине курчĕ. Матюк куçне уçнине курсан Таçук куççульне çăвăнма пуçларĕ, вăл вара яланхи пекех хăйне хытарчĕ. Ухмаха тухнă пек тĕлсĕр-йĕрсер маччана тинкерчĕ. Мĕншĕн çаплах шеллевсĕр шăпа? Иккĕшĕн те çавнă çыннисем çук, хаяр вăрçă татрĕ вĕсен пуласлăхне. Мĕн чухлĕ ларчĕç-ши тантăшсем çак каçхине? Калама хĕн. Пĕчĕк Санюк амăшĕн чĕрçи çинчех çывăрса кайрĕ, аслисен чун ыратăвне ăнланмасть-ха айăпсăр чун.
Юратнă Якур çинчен илнĕ «хура хут» Матюкăн куçĕсенчи хаваслăха ĕмĕрлĕхех сӳнтерчĕ. Кăнтăрла ĕçре, каçпа вара... Çын умĕнче нихăçан куççуль кăтартман çирĕп чунлă хĕр каçсерен минтере куççульпе йĕпетрĕ. Ытла та тăварлă иккен куççуль савнă çынсăр. Пĕртен-пĕр шанчăк — ашшĕ тăван киле таврăнасси. Çак ĕмĕт-тĕллевпе Матюк кил ăшшине упрарĕ, паллах, мĕнпур ял çыннисемпе пĕрле Çĕнтерĕве кĕтрĕ.
Çав тери тертлĕ те асаплă пулчĕç-çке хаяр вăрçă çулĕсем. Çĕнтерӳ залпĕ янăраса кайсан тинех пĕрремĕш хут Матюк йăл кулăпа çуталчĕ. Чĕрери ырату вара, суран çине тăвар сапнăн, пĕрре те нăйкăшма чарăнмарĕ. «Манăн Якур нихăçан та, нихăçан та таврăнас çук. Курас çук эпĕ унăн хаваслă сăнне», — çак йывăр шухăшсем хĕре пăраламаллипех пăраларĕç. Ĕмĕрлĕхех пĕччен вăл, пĕччен...
Яла çĕнтерӳçĕ-салтаксем таврăна пуçларĕç. Пĕр-пĕр кун ашшĕ тăван кил алăкне уçасса çав тери ĕмĕтленчĕ Матюк. Чăрăшкасри Хĕветут тете пĕр кунхине ятарласа Матюксен килне пычĕ.
— Часах таврăнать аçу. Берлин урамĕнче тĕл пултăмăр вĕт унпа. Тĕлĕнсе каймалла тĕлпулу пулса иртрĕ. «Çак кунсенче яраççех», — терĕ. Ялта тĕл пулатпăр тесе алă тытсах уйрăлтăмăр, — терĕ ĕнерхи салтак.
Матюк, чăн та, кунсерен кĕтрĕ, сăра та турĕ, çĕнетсех тăчĕ ăна. Анчах та паян-ыран килмелле текен ашшĕ йĕп пек çухалчĕ. Рейхстаг çине Çĕнтерӳ ялавĕ çакнă хыççăн та совет салтакĕсем нимĕçсен тĕп хулинче тăшман пульлине пула пуçĕсене хунине пĕлесшĕн те пулмарĕ. Кĕтрĕ, кĕтрĕ вăл тăван ашшĕне, анчах та лешне шăпа çырман иккен чун тĕпренчĕкне ыталама.
Никамсăр тăрса юлчĕ çак çĕр çинче Матюк. Вăрçă пуçланнă çул вунтăххăр çеç тултарнă хĕр çак тапхăрта питĕ улшăнчĕ. Çырла пек сăн-пит шуралчĕ. Йывăр ĕç яштака кĕлеткине аврĕ. Унтан та ытла чи çывăх çыннисене çухатни çамрăк хĕре пачах та улăштарчĕ. Тăварлă куççуль пите касать пулин те чĕрĕ чунăн пурăнмаллах вĕт. Пĕр-пĕччен шурă хурăн пек тăрса юлнăскерен чун суранĕсене Таçукпа, унăн пĕчĕк хĕрĕпе сиплеме тивет. Икĕ тантăшăн пĕртен-пĕр чун йăланăçĕ те пукане пек Санюк çеç. Хăй хĕрачи пекех юратать ăна Матюк.
Çулсем пĕр сисĕнмесĕрех сиккипе чупаççĕ. Вăрçă суранĕ майĕпен сипленсе пырать. Анчах та Матюк чĕринче çав-çавах иртейми суран. Качча илес текен çынни те пулнă унăн, куршĕ ялти Микула вăрçă пĕтнĕ çулхинех икĕ-виçĕ хутчен те килсе кайрĕ. Анчах та савнă Якурĕн сăнарне чĕререн кăларса пăрахма пултараймарĕ, ун умĕнче çылăхлă пулас темерĕ. Таçук тантăшĕ патне те вăрçăран хăрах алăпа таврăннă Пирус (вĕсенчен пĕр çул çеç аслăччĕ каччă) кĕркелесе çӳреме пуçларĕ, анчах та лешĕ яхăнне те ямарĕ. Икĕ тантăш пĕр-пĕринпе калаçса, вăрçăчченхи ырă вăхăтсене аса илсе чуна йăпатаççĕ. Паллах, колхоз ĕçĕнче çын хушшинче пулни чуна кăштах çăмăллăх кӳнĕ. Ятран чĕнекен Матюкпа Таçука кĕçĕннисем аппа теме пуçланă. Пит çинчи пĕркеленчĕксем, çӳçри кĕмĕл пĕрчĕсем вара вăхăт çинчен аса илтерсех тăраççĕ. Таçукăн хĕр пĕрчийĕ те ӳссе хĕр шутне кĕрет. Атте сăмаха чĕнме пӳрмен хĕрачашăн мĕн кăна тума хатĕр пулман-ши икĕ телейсĕр хĕрарăм?
Санюк медучилищĕрен, унтан медицина институтĕнчен ăнăçлă вĕренсе тухса аякри хулара ĕçлеме тытăнчĕ. Вăл каникула килмессерен Матюк унран хăйĕн хĕрĕ пекех уйрăлма та пĕлмест. Тантăшĕн хĕрне курсан кашнинчех чĕре пăчăртанса илет: вăрçă ахрăмĕ çамрăклăха, пĕтĕм пурнăçа аркатса тăкман пулсан... Унăн та çакăн пекех илĕртӳллĕ хĕр е паттăр ывăл пулма пултарнă вĕт-ха. Анчах та шăпа... Турă пӳрмен ăна ачана утьăкка сиктерме...
Юратнă çынсăр ирттерме шăпа çырнă Матюкпа Таçука. Кун-çул çурти, кĕç-вĕç çунса пĕтессĕн, тĕлтлетсе çунать. Пĕртен-пĕр çывăх тантăшĕ, ĕмĕр тăрăшшĕпе савăнăçа, хуйха-суйха пĕрле пайланă Таçук та çут тенчепе сывпуллашрĕ.
Матюк аппа чунĕ кӳтсе çитнипе сасăпах йĕрсе ячĕ. «Таçука яланах калаттăм, манăн санран малтан çĕре кĕресчĕ тесе. Çук вĕт, шăпа каллех эпĕ шутланă пек килсе тухмарĕ», — терĕ вăл ĕсĕклесе. Ытла та тăварлă иккен пурнăçа тăр пĕччен ĕмĕрлене хĕрарăм куççулĕ. Кăштах лăплансан Матюк аппа каллех çамрăклăхри телейлĕ самантсен ырă асамлă çăмхине сӳтрĕ. Эпĕ вара пӳрт умĕнчи пахчара лапсăркка улмуççи çине (пĕр-пĕчченех тăрса юлнă вăл, ыггисем темиçе çул каяллах сивĕпе хăрса пĕтнĕ) тата юнашар ларакан Матюк аппа çине ишкерсе шухăша кайрăм. Çак улмуççи пекех пĕр-пĕччен вăл çак çут тĕнчере, çак улмуççи пекех темиçе çултан (тен, темиçе уйăхран? Ăна тĕнче хуçи çеç пĕлет) унăн пурнăçĕ те хăрать. Хальлĕхе вара улмуççи çулçисем лăпкă çилпе шĕпĕлтетеççĕ, Матюк аппа вара Таçук тантăшĕпе чĕрĕ чухнехи пек калаçать.
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...