Асанне патĕнче хăнара
Эп паян ирех вăрантăм.
Хăнана ман каймалла.
Тум-тире хăвăрт пуçтартăм.
Эй, аппаçăм, тăмалла.
Вĕçтерер тăван яла,
Асанне кĕтет унта.
Хураçка та манăн тусăм.
Юлташсем нумай унта.
Такăр, якăр çулпала
Çитрĕмĕр яла.
Ах, епле илемлĕ вырăн,
Сывлăш уçă таврара.
Хăйĕн килĕ умĕнче
Асанне ларать.
Хураçка та хӳрипе
Йăлт та ялт вылять.
Пире хирĕç савăнса
Чупрĕ Хураçка.
— Манман иккен юлташна,
Шăмă ак сана!
— Асаннеçĕм, асанне,
Кĕтсе ил пире.
Сан валли пирĕн парне.
— Кĕрер-ха пӳрте.
Сире валли ăшă кукăль
Пĕçертĕм ирех.
Мĕскер эсир мăкăл-мăкăл?
Кĕрĕр, иртĕрех.
— Кăшт тăхта-ха, асанне,
Пăх-ха мĕн унта?
— Юратнă чăх сан валли
Тунă çăмарта.
Астăватна Кăт-Кăтна?
Ун чĕпсем халь пур.
Пыр, çитер вир юлташна,
Тырă та ак пур.
— Ах, маттур та эс, Кăт-Кăт,
Ан хăра, ку эп.
Сар муклашкасем, кăт-кăт,
Пăтă çитереп.
Савăнса пăхса тăратăп
Сар чăхсем çине.
Тавтапуç сире калатăп.
Кулă пит çинче.
Сысна çӳрисем чупаççĕ
Ак автан иртет.
Çăмламас пĕчĕк кушакĕ
Çумра сĕртĕнет.
Пит мăнаçлăн васкамасăр
Хур аçи утать.
Ун патне пыма хăймасăр
Тухрăм пахчана.
Пахчара епле илемлĕ
Эп килентĕм таврапа.
Камăн-ха пурăнас килмĕ
Асаннеçĕм санпалла.
Асаннеçĕм, манăн чунăм,
Мухтанап санпа.
Чĕнтĕр ялан тăван килĕм
Ăшă-çке унта.
Шухăшсем
Attract high-intent, keyword and locatio...
Attract keyword-driven visitors to your ...
Grow your website traffic with our AI-po...
Attract engaged, keyword-driven traffic ...
Grow your site with our AI-driven traffi...
Discover how our AI can skyrocket your c...
I've noticed that your chuvash...
В случае если нужен быстрый сервис VPN, ...
Save on marketing costs with our AI-powe...
Our AI-powered solution drives location-...