Çулсем иртсен те лăпланмасть чĕре
Çак çулсем хушшинче Ирина отпускра çеç мар, пысăк уявсенче те тăван яла васканă. Пĕчченех пурăнакан амăшĕпе чуна уçса калаçас, кил хушшинче пулăшас тĕллевпе çул тытнă вăл çуралнă кĕтесе. Кашнинчех пĕр касра выляса-кулса ӳснĕ, пĕрле çăлтăрсене шутланă Владимира тĕл пулса калаçас ĕмĕтпе çунатланнă. Çак тĕлпулăва куç умне пĕрре мар кăларса тăратнă Ирина.
– Ай-ай, кама куратăп эпĕ? – терĕ Ирина салоналла утнă май.
– Салам, салам! Миçе çул курман сана, Ирина! – терĕ Владимир та тĕлпулупа хавасланнăскер.
– Калаçса татăлсан та пĕр-пĕрне çакăн пек тĕл пулма çук. Ку шăпа пулĕ? – терĕç иккĕшĕ те.
– Санпа тĕл пулассине миçе хутчен куç умне кăларса тăратман-ши? Телефон номерне те тупнăччĕ. Шăнкăравлас тесе çĕр хут çеç мар пулĕ алла телефон ярса тытнă. Пĕр-икĕ хутчен шăнкăравланăччĕ те. Уçă та кăмăллă сассуна илтсенех трубкăна хутăм. Санăн çемье-çке... – терĕ Владимир Ирина çумне куçса ларнă май.
Вĕсем тĕлпулушăн питĕ хавас, пит-куçĕсем илемлĕн çуталнă, чĕрисем вун çиччĕри пекех тапаççĕ. Владимир пăлханнине сисет Ирина. Çамрăк чухнехинчен пĕртте улшăнман иккен. Куçран та именсе пăхать, чĕлхи те такăнать. Арçыннăн юрату туйăмĕсем вăйлăрах пулнине çирĕмре чухнех туятчĕ Ирина. Халĕ те çаплах иккен. Ниепле те пытараймасть арçын ăна. Нимĕн те улшăнман тейĕн пурнăçра çирĕм ултă çул хушшинче. Пит-куçсенче пĕркеленчĕксем пурри, ӳт-пӳ çамрăк чухнехи пек яштака марри нимĕн те мар: чĕресем яш чухнехи пекех пĕр-пĕрин патне туртăнаççĕ...
...Вуннăмĕш класра вĕреннĕ чухне пĕрремĕш хут улмуççи пахчине уçăлса çӳреме чĕнчĕ Владимир. Тăватă мăшăр уçăлса çӳрерĕ çав çурхи илемлĕ каç колхоз пахчинче. Улмуççисем шап-шурă çеçкере, унăн пылак та тутлă шăрши лăпкă çил вĕрнипе каçхине пушшех сăмсана кăтăклать. Часах юлашки шăнкăрав, экзамен, шкулпа сывпуллашасси...
Пĕр класра вĕренекен хĕрпе каччă кашни каç тенĕ пекех пĕрле уçăлса çӳрерĕç, тус-юлташсемпе урамри сак çинче ларса юрăсем шăрантарчĕç. Шкул парти хушшинчех çуралать мар-и юрату хăвачĕ! Шкулта вĕреннĕ вăхăтра юрату çулăмĕпе çунман хĕрпе каччă çуках пулĕ ĕнтĕ вăл?!
Вăтам шкул та хыçа юлнă. Сывпуллашу каçĕнче пĕрремĕш хут чуп турĕ хĕре Владимир. Вăтанса, хăюсăррăн. Пытармасть Ирина: унтанпа шыв-шур чылай юхса иртнĕ пулсан та ун пек ăшшăн, çепĕççĕн, ачашшăн халиччен никам та чуп туса курман ăна. Паян та çав пĕрремĕш чуптăву тута çинчен кайман хĕрĕх çултан иртнĕ Иринăн.
– Хĕрĕм, Владимир сан çине епле юратуллă куçсемпе пăхать. Лайăх ача вăл, ан тирке ăна. Тиркекене тирĕк тĕпĕ тесе ытахальтен каламан, – тетчĕ амăшĕ. Сиснĕ ĕнтĕ вăл: хĕрĕ чăн-чăн пурнăç çыннине суйласа илеймест. Ӳт-пӳ вылянă чухне хĕрсене ытларах йăрă та хăюллă, яка чĕлхеллĕ йĕкĕтсем килĕшеççĕ. Пурнан пурнăç вара урăхла ӳкерчĕк кăларса тăратать: йăрă курăнаканнисемпе ĕмĕр ĕмĕрлеме ай! пĕрре те çăмăл мар.
Ирина университета, Владимир малтанлăха техника училищине вĕренме кĕчĕç. Хулара та, яла килсен те, вĕсем тĕл пулчĕç-ха. Часах Владимирăн салтака кайма ят тухрĕ. Хăçан илсе каяссине пĕлмест-ха хĕр. Иккĕмĕш курс студенчĕсене кӳршĕ района çĕр улми кăларма янă та çумăр çунине пула ĕçе тухаймарĕç вĕсем. Тӳрех яла вĕçтерчĕ хĕр. Хăй те пĕлмерĕ мĕншĕнне – чунĕ яла туртрĕ. Ялти хĕрсем Владимир ыран салтака каяссине пĕлтерчĕç.
Клубра кинофильм куракан Иринăна Владимирăн чи çывăх юлташĕ Петя пырса тĕкрĕ.
– Ăсату каçне сансăр килме хушмарĕ салтак ачи. Епле çунчĕ вăл ниепле те пĕлтерейменшĕн. Турă пурах пулĕ çав, эсĕ яла килнине илтсен çеç сăн кĕчĕ вĕт, – яланхиллех шӳтлерĕ вăл.
Нихăçан манăçми ăсату каçĕ. Тăван-пĕлĕшĕсем, каччăсемпе хĕрсем йышлăн пухăннă. Пурте пӳлĕм варринче вальс ташлакан салтак ачипе хĕре сăнаççĕ. Хăлхине хăшĕ-пĕрин сăмахĕсем кĕреççĕ.
– Хитре мăшăр. Шкулта вĕреннĕ чухне çуралнă пĕрремĕш туйăм нихăçан та асран тухмасть, – теççĕ.
Çĕр çывăрмарĕç вĕсем çак каç, урамра уçăлса çӳресе тем çинчен те калаçрĕç, чĕресем хыттăн тапнине сăмах чĕнмесĕр тăнларĕç. Ирхине пĕрлех Канаша çитрĕç. Çар комиссариачĕн тимĕр хапхинчен кĕрсе кайиччен пăхса, алă сулса тăчĕ Ирина.
Çулсем сисĕнмесĕрех иртрĕç. Студент пурнăçĕ хаваслăн малалла шурĕ. Владимира ăшă çырусем çырсах тăчĕ пулин те урăх каччăсемпе те çӳрерĕ Ирина. Юлташ хĕрĕсем каччăсемпе анлă Атăл хĕрринче уçăлса çӳренĕ чухне пӳлĕмре пĕччен мĕнех туса ларĕ?
Салтак тумне хывнă хыççăн хĕрпе каччă ялта тĕл пулчĕç.
– Ирина, санпа питĕ пысăк ĕç пирки калаçмалли пур манăн. Эпĕ сансăр пурăнаймастăп... – терĕ Владимир пĕринче.
– Мĕн çинчен калаçасшăн эсĕ? Манăн ним çинчен калаçмалли те çук, – терĕ те хĕр хапхаран кĕрсе кайрĕ. Тем амакĕ пулчĕ ăна çавăн чухне, халĕ те ăнланмасть Ирина. Юлашки тĕлпулу пулчĕ çакă. Каярахпа Ирина качча тухрĕ. Никама та маххă паман патвар та çӳллĕ качча. Виçĕ ача çуратрĕ. Çирĕм çул хушшинче патакне те сахал мар «çирĕ». Яш чухнехи пек илемлĕ сăмахсем илтменни те тахçанах хĕрарăмăн. Эрех пички ăшне кĕрсе ӳкнĕ арçын ăшшине курманни те темиçе çул. Пурнăç илемĕ таçта кайса çухалчĕ виçĕ ача амăшĕн. Тĕпренчĕкĕсемшĕн, вĕсене ура çине тăратассишĕн çутă кун илемне шанса малалла талпăнать вăл. Виçĕ ачине пурнăç çулĕ çине кăларсан хăйшĕн пурăнма ĕмĕтленет. Анчах хăçан çитĕ-ши çав канăçлăх?
– Çав тери телейсĕр эпĕ. Нăйкăшса каламастăп. Чуна уçас килнипе çеç. Хĕрĕх çул иртсен пурнăçа йĕркелесе ярас шухăшпа çунатланса пурăнатăп. Эсĕ качча кайнине илтсен хам çине алă хурас терĕм. Аннепе аттене шеллерĕм. Унтан пĕринче яла килсен эсĕ кипкери ачупа урама уçăлма тухнине куртăм. Пит-куçунта шевле вылятчĕ, инçетренех эсĕ телейлĕ пулни курăнчĕ. Санăн телейӳшĕн савăнса пурăнма сăмах патăм. Хĕрсемпе çӳрерĕм, çапах чун ăшшине тупаймарăм. Сана курсан ăшăм çуннăран инçете тухса кайрăм. Пĕр ачаллă хĕрарăмпа çывăхлантăм, темшĕн сан сăнна аса илтерчĕ вăл, манран ача çуратнине пĕлсен ăна саккунлă арăм турăм. Унтан тепĕр ача çут тĕнчене килчĕ. Хамран тăван икĕ тĕпренчĕк, юратнă ĕçĕм пур, пурăнмалла та пурăнмалла пек. Çапах чунра пушă, çутă тĕнче те тĕксĕм. Арăма пĕрремĕш юрату çинчен каласа патăм. Ăнланчĕ пулĕ, пĕринче: «Эпĕ сана вăйпа тытса тăмастăп. Шыраса туп ăна», – терĕ те тăван тăрăха килтĕм. Епле лайăх сана тĕл пулни, – чунне уçрĕ Владимир.
Нумайччен ларчĕç арçынпа хĕрарăм кафере куçа-куçăн пăхса. Владимир чунсăр мар, Иринăн пĕрремĕш юратăвĕ çухалманнине чĕрипе туйрĕ. Çирĕм çулти çынсем пекех алăран тытса ларчĕç вĕсем, чĕресем вара улталама памаççех.
Пĕрремĕш юратăвăн туйăмĕсем черчен пулсан та темрен хаклă, ĕмĕр сӳнми кăвар. Упрама пĕлесчĕ ăна хăй вăхăтĕнче. Юратсан халиччен курман асам та куç умне тухать иккен...
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...