Поэт чĕри
Ялти пĕр ватă тухтăр
Сăмах хушать манпа.
Ун пĕлменни те çук-тăр,
Ĕçлет пайтахранпа.
Калать вăл: «Эсĕ чирлĕ,
Арпашнă нервусем.
Сана халь канăç кирлĕ,
Ан çыр-ха сăвăсем.
Çырни сиенлĕ саншăн,
Кĕскетĕ кун-çулна.
Пур кирлĕ-кирлĕ маршăн
Ан çĕмĕр-ха чунна».
Эп ватсене вĕреннĕ
Хисеплеме ялан.
Тен, халь-ак çын кӳренĕ,
Çапах çакна калам:
— Ай, тухтăрăм, мăнтарăн,
Ансат вăл калама.
Епле чĕрене чарăн
Чĕр хальлĕн юратма?
Йĕри-тавра илемлĕ,
Ытарайми тĕнче.
Тĕнче тăватă енлĕ,
Чĕре — ун варринче.
Ача чупса çӳрет-и,
Тĕрлет-и амăш пир?
Çăкалăх ешерет-и,
Шыв пек юхать-и хир?
Хут купăспа тухать-и
Яш каччă каç пулсан?
Хĕр куçĕ шывланать-и
Вăл иртнине курсан? —
Йăлтах чĕремçĕм витĕр
Тухать-çке сăрхăнса.
Епле ман халăм çиттĕр
Юлмашкăн пăрăнса?
Вара хăçан кам калĕ
Халь эп калассине?
Е вăл çаплах çухалĕ
Тухмасăр çын çине?
Туятăп, эп те кирлĕ
Тăван халăхăма.
Чĕрем пушшех ман чирлĕ
Çырман чух сăввăма.
Ан тив, кĕскелтĕр пурнăç,
Ан тив, сывлам эп чух.
Эп пулаймастăп туймăш,
Ун пек ман тивĕç çук.
Шухăшсем
Prakticke triky do domacnosti — https:...
En losning uden besv?r — https://www.....
Descubra um novo truque para sua rotin...
Ideje za brže i bolje rezultate — http...
Attract high-quality visitors to your si...
Ever thought how chuvash...
Idei inteligente pentru via?a moderna ...
Poboljsaj svoju rutinu uz jednostavan ...
What if chuvash...
When it comes to reliable residential an...