Ĕлĕш
Марьен, упăшкаллă тата икĕ ачаллă вăтăртан иртнĕ хитре хĕрарăмăн пĕр çитменлĕхĕ пур çав: çынсем çинчен пакăлтатма, сӳпĕлтетме юратать. Çавна пулах тĕрлĕ инкек-синкексене те час-час леккелет вăл. Пирĕн таврара кун пеккине, «ĕлĕш» е «ĕлĕш туянни», теççĕ. Хальхинче те çапла пулчĕ, акă.
Кӳршĕре пурăнакан Наçтук тантăшĕнчен кăçал упăшки, пĕчĕк ывăлĕ пуррине пăхмасăрах, пăрахса кайрĕ. Ял-йышсем, Наçтук ăна хăех нумай эрех ĕçнĕшĕн килĕнчен хăваласа янă, тесе те калаçрĕç. Çур çул пурăнчĕ те Наçтук упăшкасăр, хăйĕн çамрăклăхĕнчи савнине — Кирука киле кĕртрĕ. Кирукĕ вара, кӳршĕ ялта шофер пулса ĕçленĕскер, килĕнчи арăмĕпе çитĕннĕ хĕрне пăрахсах, Наçтукпа пурăнма пуçларĕ. Юрату пулчĕ-ши ку вĕсен е тата темскер, анчах пирĕн ĕç мар ку: хăйсенне хăйсемех пĕлсе пурăнччăр. Марьене çеç çакă çитех юлчĕ пулас: пакăлтать те ипĕр-сипĕр сăмах сарать вăл Наçтукпа Кирук çинчен. Лешсем çакна хăлхисене те чикмеççĕ пулас: пурăнаççĕ. Çулла, акă, çĕнĕ мунча лартрĕç. Савăнмалли çеç юлчĕ вĕсемшĕн.
Марьене вара çакă килĕшмерĕ курăнать. Вĕсен мунчи кивĕ вăхăтра кӳршисен мунчи вĕр-çĕнĕ пулни самаях кăмăлне пăсрĕ унăнне. Çавăнпа пушшех те тарăхса, вĕчĕхсе кайрĕ.
— Наçтук ют упăшкапа çĕнĕ мунча лартрĕ. Кирукне кунĕн-çĕрĕн ĕçлеттерет, канма та памасть, намăссăр кĕççе пит! — тесе чашкăрса çӳрет вăл çын хушшинче. — Кирукĕ вара хăйĕн çемйи çинчен мансах кайнă! Наçтукне ытараймасть-тĕр ĕнтĕ, мĕскĕн!
Кирукăн çемьи, тесен, хĕрĕ ашшĕне килĕнчен тухса кайнăшăн çиленмерĕ пулсан, арăмĕ вара — Верук çакна каçарма пултараймарĕ. Пĕрле пурăннă вăхăтра упăшкине вăхăтлă апат пĕçерсе çитерменнине, кĕпе-йĕмне çуманнине те манчĕ вăл. Кӳренӳ туйăмĕ хуçаланчĕ унăн чунĕнче. Çавăнпа та, Кирук Наçтука çĕнĕ мунча лартса пани çинчен илтсен, вăл пушшех те тулхăрса кайрĕ.
— Каятăп та çав амашка Наçтукăн килне, Кирука илсе таврăнатăп! — шухăшларĕ Верук, аллине чукмартан çинçе мар патак илнĕ май. — Наçтукăн алăкне-чӳречине çĕмĕрсе хăваратăп! Пĕлтĕр вăл çыннăн упăшкине туртса илме юраманнине!
Каланă — тунă! Акă хĕрарăм çула май машина çине ларчĕ те кĕçех Наçтуксен ялне çитсе ӳкрĕ, кирлĕ урама шыраса тупрĕ.
— Çакăнта пурăнать пулас Наçтук, — çывхарчĕ вăл симĕс сăрпа сăрланă тимĕр хапха патне. Кĕç вăл унăн калиткине чукмарĕпе çапса уçрĕ те, йытă урса кайса вĕрнине пăхмасăрах, çуртăн чӳречисене çапса ватма пикенчĕ. Чăлтăр! та чăлтăр! турĕç ваннă кĕленче татăкĕсем. Сехри хăпнипе чупса тухнă арăма урнă Верук чукмарĕпе çурăмĕнчен иккĕ-виççĕ тӳпелесе илчĕ:
— Акă сана, намăссăр, ют арçынпа пурăнма! Акă сана! Ăçта Кирук?
— Эпĕ Наçтук мар санăн Кируку ăçта иккенне пĕлме! — çурăмĕ ыратнипне тӳсеймесĕр макăрса ячĕ тухнă хĕрарăм. -Авă ăçта пурăнаççĕ Наçтукпа Кирук!
Вăл кӳршĕ çурт енне пӳрнипе кăтартрĕ.
— Эсĕ вара кам? — тĕлĕннипе куçне-пуçне чарса пăрахрĕ Верук, аллинчи чукмарĕпе çапах хĕрарăма хăмсарса. — Эсĕ.....Наçтук мар-им!
— Эпĕ — Марье! — чĕтресе тухрĕ кил хуçи арăмĕн сасси. — Ах, çурăм ыратать! Капăрка шăммине хуçрăн пуль!
Верук аптраса тăмарĕ, пĕр сăмахсăрах çаврăнчĕ те кăтартнă çурт еннелле тухса вирхĕнчĕ. Анчах ăна хирĕç тухнă Кирук уйрăлнă арăмĕн чукмарне туртса илчĕ те айккинелле ывăтса яч:
— Кай кунтан! Эсĕ каймасан, эпĕ каятăп. Пурпĕрех санпа пымастăп!
Арçын кил умĕнче тăракан «Жигули» ăшне кĕрсе ларчĕ те айккинелле кустарчĕ. Верук, аптранипе, унталла-кунталла пăхкаларĕ те аслă çул еннелле лăпăстатрĕ.
— Çын çинчен начар сăмах сарнăшăн кӳпкелентĕм пуль эпĕ паян? Ĕлĕш туянтăм, — питне шăлкаларĕ Марье, Верука куçĕпе пăхса ăсатнă май. — Çак кирлĕ мана! Çын çинчен начар сăмах урăх нихăçан та сармăп!
Çак кунран Марьепе Наçтук туслăн пурăнма пуçларĕç.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...