Тĕлĕнмелле тĕлпулу
Лиза 17 çулта. Вăл шăрçа пек кăвак куçлă, сарă çӳçлĕ хитре хĕр.
Яланхи пекех вăл паян каçхине хĕр-тантăшĕсем патĕнчен килне кайма тухрĕ. Вăхăт самаях каçалла сулăннă. Хĕвел те анса ларнă. Юлташĕсемпе паян ытти чухнехинчен ытларах ларчĕ пулмалла. Ара, пĕрре юмах яра пуçласан чарăнма та çук вĕт. Туссенчен уйрăлса та каяс килмест. Килте анне кĕтет тесе çеç васкасах утрĕ хĕр. Çулĕ вăрман хĕррипе иртет. Хĕрĕн чунĕ паян темшĕн вăркать. Темĕнле инкеке е теме систерет тейĕн. Лиза васкарах утма тытăнчĕ. Акă сасартăк йывăç тураттисем чăштăртатнă сасă илтĕнчĕ. Çил вĕрсе иртрĕ пулĕ-ха тесе хĕр хăйне хăй лăплантарчĕ. Анчах сасă татах илтĕнчĕ, халĕ вăл çывăхрах. Лиза хăраса кайрĕ те чупма тытăнчĕ. Ун хыççăн такам йĕрлесе пынă пекех туйăнчĕ. Чупсан-чупсан Лиза ывăнчĕ. Халĕ нимĕнле сасă та илтĕнмерĕ, анчах хĕр хăй ăçта çитсе тухнине ниепле те ăнланаймарĕ-ха. Вăл тинĕс хĕрринче тăрать иккен.
— Ăçта-ши эпĕ? Мĕнле майпа эпĕ кунта çитсе тăтăм? Пирĕн таврара нимĕнле тинĕс те çук вĕт-ха. Ку тата мĕн?
Тинĕс çийĕн темĕнле çутăсем выляма пуçăнчĕç. Вĕсем тĕрлĕ тĕслĕн ялкăшаççĕ. Хĕрĕн куçĕ шарсах кайрĕ. Çыран хĕрринчен инçех те мар пĕр пăрахут тăрать. Ун патне кайма çул та пур иккен. Лизăна темĕнле вăй çак пăрахут еннелле туртрĕ. Хай сисмесĕрех Лиза пăрахут ăшне кĕчĕ. Кунта темĕнле юмаха лекнĕн туйăнчĕ. Йĕри-тавра чаплă кавирсем. Кунтах сĕтел тулли апат-çимĕç. Лиза сĕтел хушшине ларса кăшт апат çикелерĕ те канма ларчĕ. Çул çинче ывăннăран пулĕ часах çывăрса кайрĕ.
Ирхине Лиза тинĕс шавĕпе вăранчĕ. Акă вăл палуба çине тухрĕ те таврана тинкерчĕ. Вĕçсĕр-хĕрсĕр сарăлса выртать тинĕс. Хумсем пĕр-пĕрне хаваламалла выляççĕ тейĕн. Шывĕ тăрă та таса. Пулăсем ушкăнăн-ушкăнăн ишсе иртни те курăнать.
Çапла хĕр темиçе кун пăрахутпа ишсе çӳрерĕ. Темĕнле ĕмĕтленсен те ăна çыран хĕрне çитессĕн туйăнмарĕ. Пĕр ирхине пăрахут пĕчĕк утрав патне çитсе чарăнчĕ. Лиза васкасах пăрахут çинчен анчĕ. Йĕри-тавра нихăçан курман йывăçсем ӳсеççĕ. Илемлĕ чечексем çийĕн пыл хурчĕсем сĕрлесе вĕçеççĕ. Кайăксем илемлĕ юрă шăрантараççĕ.
— Чечекĕсем тата епле илемлĕ! Кун пеккисене эпĕ нихăçан та курман, — сасăпах каларĕ хĕр. Утнăçемĕн чечексенчен пуç кăшăлĕ турĕ.
Тинĕс хĕррипе чылай çӳрерĕ. Аяккалла пăрăнма хăрарĕ-ха. Каç та пула пуçларĕ. Лизăн чунĕ хурланчĕ. Унăн часрах тăван киле таврăнас килчĕ. Ним тăвайман енне ларчĕ те йĕме пуçларĕ.
— Мĕнле-ха капла? Килти çывăх çынсем, тус-юлташсем çухатса ячĕç пулĕ мана? Ăçта-ши эпĕ? Киле таврăнма çул епле тупас? Кам пулăшĕ-ши мана?
Çапла чылай ларчĕ Лиза çыран хĕрринче. Тĕлĕрсе те кайнă. Тинĕс хумĕн сассипе вăранчĕ хĕр. Хырăмĕ пит выçнăран вăрмана кĕрсе пăхма шухăшларĕ. «Тен, çырла та пулин тупса çийĕп», — вĕçсе иртрĕ шухăш пуçĕнче.
Лиза вăрмана кĕчĕ. Ют çынна сиснĕ пекех вăрманти йывăçсем кашлама пуçларĕç. Кайăксем çуйхашса вĕçсе иртрĕç, çамрăк хĕрĕн чунне çӳçентерчĕç. Утсан-утсан пĕр уçланка çитсе тухрĕ. Кунта калама çук илемлĕ. Мĕн тĕрлĕ чечек çук-ши кунта. Çырли тата! Лиза васкасах çырла тата пуçларĕ. Татать те çăвара хыпать. Татать те хыпать. Çырли ирĕлсех каять. Тинех кăшт чун кĕнĕ пек пулчĕ.
Пĕр ушкăн чĕр чун тухса тăрать хĕр умне.
— Хисеплĕ чĕрчунсем. Калăр-ха мана. Ăçта эпĕ? Кам кунта хуçа? Мĕнле киле таврăнас манăн? Пулăшăр, тархасшăн, мана, — пăшăлтатрĕ те Лиза каллех макăрса ячĕ…
Ушкăнран пĕр чĕр чун тухрĕ. Вăл хĕре куçĕнчен тинкерсе пăхрĕ те пăрăнса утрĕ. Лизăна та хăй хыççăн утма чĕннĕ пек паллă пачĕ. Нимĕн те шутласа тăмасăрах Лиза асамлă чĕр чун хыççăн утрĕ. Акă вĕсем пĕр кермен патне çитсе тăчĕç. Керменĕ пысăк та илемлĕ. Кун пек çуртсене юмахсенче кăна курма пулать.
— Эпĕ юмах тĕнчине лекрĕм-ши вара? Тĕлĕнмелле.
Керменĕн алăкĕсем хăйсемех уçăлчĕç. Лиза хăра-хăра шалалла кĕчĕ. Ун умне пĕр каччă тухса тăчĕ.
— Сывлăх сунатăп, — терĕ хĕр.
— Салам, ырă кăмăллă пикем. Ăçтан эсĕ? Мĕн ятлă?
— Мана Лиза тесе чĕнеççĕ. Эпĕ Чăваш çĕрĕнчен. Илтнĕ-и эсĕ ун пек çĕршыв çинчен?
Лиза хай кунта мĕнле майпа лекнине тĕпĕ-йĕрĕпех каласа пачĕ. Каччă ăна тимлĕ итлерĕ. Пĕччен пурăнса тунсăхланăран унăн хĕр калаçнине итлес те итлес килчĕ. Унăн çепĕç чĕлхи ăна тыткăнларĕ.
— Эсĕ çын илтмен-курман çĕршывра. Кунта мансăр пуçне никам та çук. Пĕчченех эпĕ. Питĕ тунсăх та кичем мана. Никампа калаçса та чуна уçма çук. Çичĕ çул каялла лекрĕм эпĕ çак утрав çине. Кунти пурнăçа хăнăхма çăмăл пулмарĕ мана. Тус-тантăшсем та ман çинчен манса кайрĕç пулĕ. Халĕ акă сана пула пĕтĕм пурнăç улшăнчĕ.
— Манăн кунтан каялла каяс килет. Пурăнаймастăп эпĕ кунта, — терĕ Лиза, хăй çавах чунĕпе çак качча хĕрхенчĕ, ăна епле те пулин пулăшас терĕ.
— Кунтан каялла таврăнма питĕ йывăр, анчах эпĕ сана пулăшăп. Манпа сыв пуллашиччен хăна пулсам.
Каччă хĕре сĕтел хушшине лартрĕ, хăналарĕ те тинĕс хĕррине илсе тухрĕ. Тинĕс халĕ лăпкă. Хумсем те вылямаççĕ. Часах çыран хĕррине пăрахут çитсе чарăнчĕ.
— Çак пăрахута эпĕ ятарласа тинĕсе кăларса ятăм. Хама валли пĕр-пĕр тус тупма хушрăм. Вăл сана лартса килчĕ. Халĕ акă эпĕ санпа сыв пуллашатăп. Юрĕ, чипер çитмелле пултăр. Ман çинчен манса ан кай. Эпĕ те сана манмăп, — терĕ каччă. Лизăн та чунĕ хурланчĕ.
Пăрахут çула тухрĕ.
— Мĕн пулса тухать-ха капла? Пĕчченех пурăнатăп тет. Пĕччен пурăнма питĕ кичем вĕт-ха. Çук, капла юрамасть. Манăн ăна тем тесен те пулăшмаллах. Асамлă пăрахут, таврăн каялла, хăвăн хуçу патне.
Çапла каласанах пăрахут утрав еннелле çаврăнчĕ. Каччă тинĕс хĕрринчех ларать-ха.
— Эпĕ те санпа пĕрле кунтах юлас терĕм. Санран уйрăлса кайсанах ăш вăркама пуçларĕ. Шеллерĕм сана. Аттепе аннене çеç эпĕ ăçтине пĕлтермелле, — терĕ хĕр.
Çамрăксем пĕрле çыру çырчĕç те Лиза пурăнакан çĕршыва кайăксене вĕçтерсе ячĕç. Вĕсем çак кайăксем çырăва çитерессе шанчĕç, аллисемпе сулса ăсатса ячĕç.
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...