Çăлтăр-ача
Ачи утнă хулана.
Хайхи чирлĕ çын каллех
Ларнă алăк патĕнче.
Ача килнине тĕлех
Пулнă çулăн варринче.
Вăл ăна тĕл пулсанах
Ыйтнă ылтăн укçине;
Вăл парассине шансах
Тăснă хăйĕн аллине.
Ача чирлĕ çын çине
Пăхнă тем пек хĕрхенсе,
Унтан вара укçине
Панă ăна пиллесе.
Килте мĕн пулассине
Аван пĕлсе тăнипе
Ача ури-аллипе
Чĕтренĕ хăранипе.
Мĕн пуласси пулатех,
Хăранипе иртес çук;
Киле çитсен хĕнетех,
Унтан ача хăтлас çук.
Çапла хăракаласа,
Хула алăкĕ патне
Çитнĕ ача сулланса
Хула хушшине кĕме,
Хуралçисем ачана
Утса пынине курсан
Пур те пуç çапнă ăна,
Вара каланă унтан:
— Пурсăмăрăн та патши
Епле вăл илемлĕ-ши?
Кĕрех, аслă патшамăр,
Хамăрăн шанчăкăмăр. —
Çăлтăр-ача хыçенчен
Пур аслă çынсем пынă;
Вĕсем те ача çинчен
Акă çапла каланă:
— Чăн-чăнах çук тĕнчере
Пирĕн патшаран хитри;
Тем чул шырасан пĕрре
Тупас çук унран ырри. —
Çак сăмахсене илтсен,
Ача янă макăрса;
Чĕринче тулса çитсен,
Хăй ăшĕнче каланă:
«Ним тума анранипе
Манран тата кулаççĕ,
Эпĕ хурлăх курнипе
Вĕсем халĕ савнаççĕ».
Патша килнине илтсен,
Вăл хăш тĕлтине пĕлсен
Пĕтĕм хула шавласа
Пухăннă ăна курма.
Ача халăх хушшине
Кĕрсе юлнине сисмен;
Халĕ ăçта кайнине
Ниепле те пĕлеймен.
Çапла вăл юлашкинчен
Çитнĕ пĕр уçă çĕре;
Унта халăх хушшинчен
Курнă патшан мăн çуртне.
Тата çавă вăхăтрах
Уçăлнă ун алăксем,
Вĕсене йĕри-тавра
Хуралланă салтаксем.
Вара çав пысăк çуртран,
Пысăк тимĕр алăкран
Тухнă аслă улпутсем,
Патша умĕнчи çынсем.
Пурте, тухсассăн, тӳрех
Пынă çав ача патне.
Çитсессĕн, çĕре ӳксех
Пуç çапнă ача умне.
Унтан каланă, тарсан:
— Сана кĕтсе пурнатпăр,
Эс пирĕн патша пулсан,
Сана анчах шанатпăр.
Пирĕн патшан ывăлне
Турă çавăрса килчĕ,
Хăйĕн мĕскĕн халăхне
Паянхи кун хĕрхенчĕ. —
Çăлтăр-ача вĕсене
Каланă шалт тĕлĕнсе:
— Эпĕ çак сăмахсене
Илеймерĕм ăнланса...
Эпĕ патшан ывли мар —
Сире тĕрĕс калатăп,
Пуянăн ачи те мар,
Çук çын ачи пулатăп.
Эсир ман сăна татах
Хитре тесе калатăр.
Мĕншĕн-ши манран татах
Çапла эсир кулатăр?
Хамăн тискер сăнăма
Аван пĕлсе тăратăп.
Уншăн пайтах чунăма
Малашне те çунтарăп... —
Пĕр салтакĕ ачана
Хăйĕн сăнне кăтартнă;
Ача хăйне курсанах
Тем пек тĕлĕнсе кайнă.
Унăн сăнĕ-сăпачĕ
Каллех илемлĕленнĕ.
Ӗлĕкхин пекех ӳчĕ
Çутăлса хитреленнĕ.
Аслă çынсем ачана
Татах ӳксе пуççапнă,
Çавăнпах вĕсем ăна
Акă çапла каланă:
— Пире ĕнтĕ тахçанах
Патша кам пулассине,
Вăл хăçан килессине
Шалт пĕлтернĕ малтанах.
Çавăнпа та халь сана
Çак çĕлĕкпе туяна
Акă килсе паратпăр,
Хамăр патша тăватпăр.
Çак сăмахсене илтсен
Ача хуйхăрса янă;
Пăртак ăшĕ сивĕнсен,
Вăл вĕсене каланă:
Манăн сирĕн патăрта
Патша пулса тăма мар,
Халĕ сирĕн хушшăрта
Тăмашкăн та тивĕç мар.
Эпĕ аннем умĕнче
Пит хытă çылăх турăм:
Вăл «ывлăм» тесе чĕнчĕ
Эп ăна уншăн вăрçрăм.
Эпĕ ăна тупиччен
Шырама чарăнас çук;
Çылăха каçариччен
Манăн чун лăпланас çук.
Мана патша тусан та
Эпĕ кунта юлмастăп.
Хам аннене шыраса
Тупмасăр лăпланмастăп
Çак сăмахсем хыçĕнчен
Ача вĕсем патенчен
Кайнă хăвăрт пăрăнса,
Хăй амăшне шыраса.
Çăлтăр-ачан ĕмĕчĕ
Хăйĕнчен инçех пулман,
Ăна хăйĕн телейĕ
Ӗмĕрлĕхех хăварман.
Ача халăх хушшинче
Курах кайнă амăшне,
Тата унăн çумĕнче
Леш чирлĕ çын тăнине.
Вăл вĕсене курсанах
Савăннипе кăшкăрнă;
Вĕсем умне пырсанах
Чĕркуççи çине ларнă.
Унтан, пĕр чарăнмасăр,
Вăл амăшин урине
Чуптунă ним сăмахсăр,
Юхтарса хăй куççульне.
Вара чун хавалĕпе,
Куççулĕпе чыхăнса
Каланă хăй амăшне
Ак çапла тархасласа:
— Эх, аннем, эпĕ сана
Мăн кăмăллă вăхăтра,
Ырă курнă хушăра
Хуса ятăм вăрмана.
Ун чухне, кураймасăр,
Сиввĕн сан çине пăхрăм,
Нимĕн шухăшламасăр
Сана тем те каларăм.
Халĕ ĕнтĕ çылăха
Сан умăнта каларăм.
Мана, анне, каçар-ха —
Халь те нумай хуйхăртăм.
Амăш хăйĕн çиллине
Ниепле пусарайман,
Çавăнпа та ачине
Хирĕç ним те каламан.
Амăшĕ чĕнменнипе
Çăлтăр-ача, анраса,
Чирлĕ çыннăн урине
Тытнă вăл ыталаса.
Вара ача çав çынна
Каланă тархасласа:
— Эпĕ виçĕ хут сана
Хăвартăм ылтăн парса.
Халĕ манăн аннене
Тархасла-ха çавăншăн;
Ăна хуть пĕр сăмахне
Калаттарччĕ-ха маншăн. —
Чирлĕ çын та ачана
Хирĕç пĕр сăмах чĕнмен.
Ачи вара анраса
Нимĕн тума та пĕлмен.
Ăшĕ тулса çитнипе
Каллех макăрса янă.
Вара ури-аллипе
Упаленсе каланă:
— Аннем, манăн асапăм
Вăйăмран та ытларах!
Мĕншĕн манăн кăмăлăм
Хуçăлчĕ-ши çамрăклах?
Мана, анне, каласам
Хуть пĕр сăмах та пулсан;
Çылăха та каçарсам,
Мана хĕрхенен пулсан —
Вара амăшĕ ăна,
Пĕтĕм чунтан хĕрхенсе,
Тин каланă ачине:
— Тăрах, ывăлăм, — тесе.
Чирлĕ çын та çавăнтах
Каланă хай ачине:
— Çитĕ, ывăлăм, тăрах
Хăвăн урусем çине.
Ачи вара çавăнтах
Сиксе тăнă савăнса;
Вĕсем çине тăрсанах
Пăхнă вăл хавасланса.
Çăлтăр-ачан куçĕнчен
Чухăн çынсем çухалнă;
Халĕ вĕсен вырăнче
Патша арăмпе тăнă.
Ачи хăранипеле
Хăй ăçтине те сисмен;
Сасартăк курнипеле
Нимĕн калама пĕлмен.
Такам та тĕлĕнмелле
Ача вырăнче пулсан;
Тепри кайсах ӳкмелле
Çавăн пек ĕçе курсан.
Патша арăмĕ вара
Каланă çав ачана:
Асап курнă вăхăтра
Эсĕ хĕрхентĕн çакна.
Акă татах калам-ха:
Вăл санăн аçу пулать,
Эс кăтартнă ырлăха
Темĕн вырăнне хурать. —
Унтан патши каланă:
— Сана çакă çуратнă —
Вăл санăн аннӳ пулать,
Саншăн халĕ савăнать.
Ӗлĕк эс аскăнланса
Çӳренĕшĕн ылханчĕ,
Халĕ ху тархасласа
Ыйтнипеле каçарчĕ. —
Вара вĕсем ачана
Иккĕш те ыталанă;
Ун хыççăн тата ăна
Тăраниччен чуп тунă.
Унтан ăна çавăнтах
Илсе кĕнĕ мăн çурта;
Пĕтĕм халăх пуç çапса
Ăсатнă çав ачана.
Ăна шала кĕрсенех
Тумлантарнă патшалла.
Пурте вара тем пекех
Хĕпĕртерĕç пулмалла!
Ӗнтĕ вăл çавă кунтан
Хăй патша пулса тăнă;
Хăйĕн халăхне ялан
Ырă тума тăрăшнă.
Леш усал тухатмăша
Хăйĕн куçĕ уменчен,
Хăйен патшалăхĕнчен
Хуса янă çак патша.
Хăйне пăхса ӳстернĕ
Чухăн çынпа арăмне
Пĕтĕм чунтан хĕрхенсе
Тем чул укçа леçтернĕ.
Вĕсен ачисене те
Нумай ырăлăх тунă:
Мĕн кирлине пурне те
Вĕсене парса тăнă.
Куллен хăйĕн халăхне
Вăл вĕрентсе пурăннă;
Йывăр чухне пĕр-пĕрне
Пулăшса тăма хушнă.
Пур вĕçен кайăксене,
Килти выльăх-чĕрлĕхе
Е тискер кайăксене
Тивме хушман пĕрре те.
Вăл ырă патша пулнă.
Çуккисене çăкăр та,
Тăхăнма та, укçа та
Шав салатса пурăннă.
Çавăнпа ун çĕрĕнче
Пĕтĕм халăх ыр курса
Пурăннă вăл пурринче,
Хăй патшине мухтаса.
Анчах вăл пит нумаях
Ырă курса пурнайман;
Çынсемшĕн асаплансах
Вилсе выртнă виç çултан.
Ун хыççăн патша пулни
Кун пекех аван пулман,
Çавăнпа хăйĕн çынни
Ăна питех юратман.
Лешне халăх халĕ те
Çамрăкки те, ватти те
Ырă енчен асăнать,
Асăнать те макăрать.
Оскар Уайльд
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...