Пысăк ĕмĕт
Вĕçĕ-хĕррисĕр сарăлса выртать тăп-тăрă океан… Шывĕ куç кĕски пек. Тӳпери пĕлĕтсем хăйсем çине пăхса киленме пултарĕç тейĕн. Хĕвел те хăйĕн пайăркисемпе вылять шыв хумĕпе… Çак океанра дельфинсемпе вутăшсем туслă пурăнаççĕ: пĕр-пĕрне пулăшаççĕ, пĕрле выляççĕ, хумсем тăрăх ярăнаççĕ. Çамрăк дельфинсемпе вутăшсем вĕренеççĕ. Вĕсене Конапос мучи (вутăшсенчен чи асли, океан хуралçи) вĕрентет. Пурнăçра темĕн те курма тивнĕ ăна, çавăнпа та çамрăксене ăс пани уншăн пĕлтерĕшлĕ. Акă паян та çамрăксем вĕренме васкаççĕ. Вĕсене Конапос мучи ирех кĕтет ĕнтĕ. Иклена аппа вĕренекенсем пуçтарăннине курса часрах ывăлĕ патне васкарĕ.
— Петрико, тăр часрах. Сирĕн вĕренӳ пуçланать. Васкамалла.
Ывăлĕ ыйхăран вăранчĕ те Конапос мучи патне çул тытрĕ.
Петрико — вутăш. Вăл 17 çул кăна тултарчĕ-ха. Конапос мучи патне иккĕмĕш çул кăна çӳрет пулин те ытти вĕренекенсенчен чылай нумайрах пĕлет, анчах та кăмăлĕпе чурăс…
Петрико килĕнчен Конапос мучи патне çитме нумай вăхăт кирлĕ мар, çавăнпа та вăл васкамарĕ. Акă вутăш вĕренӳ пӳлĕмне кĕчĕ. Вĕренекенсем пурте пуçтарăнса çитмен-ха. Петрико хăйĕн юлташĕпе юнашар кайса тăчĕ. Миркас юлташне сывлăх сунчĕ. Пурте пуçтарăнса çитсен Конапос мучи урок пуçларĕ. Вĕренкенсем ăна тимлĕ итлерĕç. Петрико кăна Конапос мучие итлесшĕнех пулмарĕ. Вăл амăшĕ каласа панă халапа аса илчĕ. Амăшĕ каланă тăрăх çак океанăн пĕр пысăк утрав пур. Унта тĕлĕнмелле çут çанталăк. Кайăксем юрă шăрантараççĕ, çĕр çийĕ симĕс курăкпа витĕннĕ, унта вара тĕрлĕ-тĕрлĕ чечек ешерет. Чечекĕсем çинче мĕн тĕрлĕ лĕпĕш вĕçмест-ши? Пыл хурчĕсем вара техемлĕ пыл пухаççĕ…
— Кайса курасчĕ манăн çав илемлĕ вырăна, — шухăшларĕ Петрико…
Вĕренӳ вăхăчĕ те иртсе кайрĕ. Петрико вара çаплах çав илемлĕ утрав çинчен шухăшларĕ.
Чунĕ туртрĕ унăн çавăнта…
…Каç та пулчĕ. Çăлтăрсем тӳпере куç хĕсмелле выляççĕ. Вĕсем çине пăхса уйăх та ерипен ярăнса çӳрет. Океанра пурăнакансем çывăрма хатĕрленнĕ. Петрикăн вара çывăрасси килмерĕ, ăна çав илемлĕ утрав илĕртрĕ.
— Тем тесен те кайса курăп, — калаçĕ хăйпе хăй вутăш. — Каятăпах.
Ирхине Иклена аппа Петрико пӳлĕмне кĕчĕ. Вăл ывăлне чĕнчĕ, анчах лешĕ курăнмасть.
— Мĕнле манăн ывăл лайăхланса кайнă, паян эпĕ вăратичченех тăрса вĕренме тухса кайнă. Малашне йĕркене кĕрĕ-ха, çитĕнет пулĕ, — тесе Иклена аппа ывăлĕн пӳлĕмĕнчен тухрĕ те хăйĕн ĕçĕсем патне таврăнчĕ…
Петрико вара шывра ишет. Çав илемлĕ утрава курма каять вăл. Чĕринче вара шикленӳ туйăмĕ те, савăнăç та пур. Пĕрре амăшне пĕлтермесĕр тухса кайнăшăн кулянать, тепре ĕмĕтленнĕ çĕре кайса курнишĕн савăнать. Ишет Петрико. Пĕр чарăнмасăр ишет. Хăй ĕмĕчĕ патне.
Пĕр кун чарăнмасăр ишрĕ Петрико. Хăй мĕн чухлĕ ишнине те пĕлмест вăл… Аякран çыран курăнма пуçласан вутăш хăвăртлăхне пĕчĕклетрĕ, майĕпенрех ишме пуçларĕ. Утрав патнелле çывхарнăçемĕн çывхарчĕ. Акă нумаях та юлмарĕ, анчах та мĕн ку? Малалла кайма май çук. Шывĕ таса мар, çыран хĕрриче мĕн кăна йăванмасть пулĕ. Петрико хăраса кайрĕ:
— Анне каланă утравах-ши ку? Çавах пулсан мĕншĕн кунта таса мар. Камсем çакăн пек ирсĕр ĕç тума пултарнă? Мĕншĕн шыва хуратнă? Пĕлмеççĕ-и вĕсем шывра та чĕрĕ чунсем пурăннине? — ыйту çине ыйту пачĕ Петрико хăйне.
Хыçалта такам кĕххĕмлетни илтĕнчĕ. Петрико çаврăнчĕ.
— Ырă кун пултăр, — терĕ пĕчĕкçĕ пулă.
— Ырă кун, — тĕлĕннĕ пек пулчĕ Петрико.
— Мана Ревос тесе чĕнеççĕ. Сана мĕнле ыйтусем канăç паманнине туятăп.
— Эпĕ Петрико. Чăнах та, эпĕ анне каланă утрав çинех лекрĕм-ши?
— Малтан кунта та тăп-тăрă шывччĕ. Çут çанталăк та питĕ илемлĕччĕ. Анчах та çак çĕр çине çынсем килме пуçларĕç.
— Çынсем? Мĕнле чĕр чунсем вара вĕсем?
— Çынсем сан евĕрлĕ чĕр чунсемех. Вĕсен кĕлеткисем санăнни пекех, анчах та хӳре вырăнне вĕсен икĕ ура. Тата вĕсем шыва пăтратма пуçларĕç. Тем те пĕр килсе пăрахаççĕ. Шыв таса марлансах кайрĕ. Çитменнине тата, пулă тытаççĕ, шыва варалаççĕ. Вĕсем пирĕн тĕнчене пĕтереççĕ.
Чылайччен калаçрĕç вутăшпа пулă. Тĕрлĕ ыйтусем сӳтсе яврĕç.
— Тен, хамăр тасататпăр çыран хĕррине? — ыйтрĕ Петрико Ревосран.
— Мĕнле тасатасшăн эсĕ ăна?
— Океанра питĕ нумай чĕрĕ чун. Пурте пĕрле пухăнсан, тен, ĕç те ăнĕ?
— Тĕрĕс шутлатăн, Петрико. Океанра пурăнакансене ытлах йывăрах та мар вĕт.
— Çапла. Эсĕ хăвăн енче пурăнакансене пуçтар, эпĕ хамăн енчисене пухăп.
— Юрать. Ыран çакăнтах тĕл пулăпăр.
— Килĕшетĕп.
Петрико хăйĕн юлташĕсене, дельфинсене, аслăрах вутăшсене чĕнчĕ. Пурне те пуçтарчĕ. Ревос та ĕçсĕр лармарĕ, хăй енчи пур чĕрĕ чуна та чĕнчĕ. Океанра пурăнакансем тепĕр кунне палăртнă вăхăта пурте пуçтарăнчĕç. Никам та аякра тăрса юлмарĕ, пурте ĕçе тытăнчĕç. Ĕç вĕресе тăрать кăна. Пурте туслă ĕçлерĕç, çыран хĕррине тап-таса турĕç. Халĕ ĕнтĕ илемлĕ симĕс курăкпа, чечексемпе, кайăк юррисемпе киленме пултараççĕ шывра пурăнакансем. Вĕсен тăван килне, океана, çын урăх сиен кӳмессине питĕ шанас килет вĕсен…
Любовь Шашкина (2011-10-25 22:34:59):
Питĕ кирлĕ темăна çĕкленĕ. Маттур, Виктория!
Людмила Андреева (2011-10-26 21:25:00):
Маттур,Виктория! Эсир паянхи проблемăна çĕклеме пултарнă. Çырас ăсталăху пысăк. Сирĕн калава вуласан çын хăйĕн çитменлĕхĕсене туйса илĕ, тасалăхпа тирпейлĕхе малти вырăна хумаллине ăнланĕ. Çĕр çинче пурăнакансене асăрхаттарса калани паянхи кун питĕ вырăнлă. Çавăн пек ĕç çырма пултарнăшăн сана мухтамалла кăна. Малашне те çавăн пек ăса вĕрентсе çырнă калавсем çырма ăнăçупа телей, творчествăлла ĕçлеме çăл куç пек тапса тăракан вăй-хал сунатăп сана, Виктория.