Çăмарта кӳлли


Ача чухне çырлана, кăмпана, мăйăра яланах ял çумĕнчи вăрмана мар, ялтан пилĕк çухрăмра вырнаçнă пысăк вăрмана çӳреттĕмĕр. Темшĕн пире çак вăрман питĕ килĕшетчĕ. Унта тем тĕрлĕ çырла та ӳсетчĕ: çĕр çырли, хурăн çырли, хăмла сырли, пĕрлĕхен… Хурăн кăмпи, кăрăç кăмпи те витри-витрипе пуçтараттăмăр унта. Мăйăрĕ тата… Татнă-татман курланкинчен хăех шĕкĕлтенетчĕ. Хутаç тĕпĕнче вара ывçи-ывçипе сар мăйăр выртатчĕ. Вăрмана çитме инçе пулнă пулсан та — вăл пире çывăх пек туйăнатчĕ. Çул çинче калаçса-кулса, шӳтлесе-юптарса пынипе çул та кĕскелетчĕ, ывăнни те сисĕнместчĕ.

Ялтан вăрманалла тӳп-тӳрĕ çул пурччĕ. Çулăн икĕ айккипе те тырпул çитĕнетчĕ. Пăрçа акни вара пирĕншĕн пысăк савăнăçчĕ. Çул çинче кăшт канса илмелле тесе симĕс пăрçа çăвар тулли çиеттĕмĕр.

Ялтан пĕр-ик çухрăмра, çулăн сылтăм енче, кӳлĕ çуталса выртатчĕ. Ăна Çăмарта кӳлли тетчĕç. Çăмарта кӳлли… Ытла та кăсăкла ят панă. Мĕншĕн ун пек каланине питĕ пĕлес килетчĕ.

Пиртен пĕр килĕ урлă, тăкăрлăк хĕрринче, Лисук хĕрĕпе Хветура кинемей пурăнатчĕ. Вăл тем те пĕлетчĕ. Ват çын — тăватă çын тесе ун çинчен каланă пекех туйăнатчĕ. Кинемей пирĕн пата час-часах пырса ларатчĕ.

Пĕррехинче çапла асаннепе иккĕшĕ шăкăл-шăкăл калаçса ларнă чухне Çăмарта кӳлли çинчен хăйса ыйтрăм-ыйтрăмах. Пĕлменнине пĕлес килет-çке манăн. Калаçма юратаканскер, хăй мĕн илтни-пĕлнине пĕр чарăнмасăр каласа кăтартрĕ Хветура кинемей.

Ĕлĕк-авал пирĕн ялта пĕр пуян çын пурăннă. Ăна Мăрсалим тесе чĕннĕ. Унăн кил-çурчĕ чаплă, хуçалăхĕ тĕреклĕ пулнă. Çемйи те унăн пысăк пулнă: виçĕ хĕр те икĕ ывăл. Пурте — ĕçчен çынсем, кунне-çĕрне пĕлмесĕр ĕçлесе пус çумне пус, тенкĕ çумне тенкĕ хушса пынă вĕсем, ытти çынсенчен пуянрах пурăнма тытăннă. Пуян çыннăн ĕмĕт-шухăшĕ те пысăк: халиччен пухнă мула чакарса пымалла мар, хушсах тăмалла. Çак тĕллевпе Мăрсалим çăмартапа суту-илӳ тума пуçланă.

Пирĕн ял ĕлĕкех пысăк пулнă, питĕ илемлĕ вырăнта ларнă: çурçĕр енче — вăрман, кăнтăр енче — юхан шыв, хĕвел тухăçĕпе хĕвел анăçĕнче — кӳршĕ ялсем. Мăрсалим ял халăхĕнчен çăмарта пуçтарса лавĕ-лавĕпе хулана ăсатнă. Çăмарта леçме хăй çӳремен вăл, ывăлĕсене янă. Тарçă тытман пуян çын, ĕç алли хăй килĕнчех çителĕклĕ пулнă. Çăмарта чылай пайта кӳнĕ ăна.

Пĕррехинче çапла Мăрсалим лаша кӳлнĕ урапа çине кĕлетрен пилĕк ешчĕк çăмарта илсе тухса лартнă, çиелтен хура шăналăкпа витнĕ. Хатĕрлесе çитерсен Янтукан ятлă аслă ывăлĕ, хулана пĕрре мар çăмарта леçме кайнăскер, ним шиксĕр çула тухнă. Ашшĕ ăна ял хапхинченех ăсатса кăларса янă. Амăшĕ, Эрнеслу, пӳртри ĕçсемпе аппаланса ывăлĕ тухса кайнине те сисмен. Вăл ăна кашнинчех çул çине тесе çур çăкăр парса янă. «Инçе çула каякан çыннăн кил-çуртран нихăçан та çăкăрсăр тухса кайма юрамасть. Çăкăр вăл çыннăн чунне усракан чи таса та сăваплă апат. Çумра çăкăр пулсан инкек-синкек те сахал пулать, усал-тĕсел те çыпăçаймасть», — тенĕ вăл. Эрнеслу ваттисен йăли-йĕркине çирĕп тытса пынă, халăх вĕрентĕвне яланах асра тытнă.

Ывăлне çăкăр парса ярайманшăн амăшĕ хытă куляннă. Лав хыççăн хăвалама та çамрăк çын мар ĕнтĕ вăл. Урама чупса тухнăскер, пăшăрханса-кулянса каялла пӳрте кĕрсе кайнă.

Мăрсалим ывăлне ăсатса килнĕ те кил хушшинче ĕçпе тăрмашма тытăннă.

Янтукан ялтан тухнă та лашине чиперех юрттарса лав çинче юрлакаласа-шăхăркаласа пынă. Çулĕ тикĕс, çанталăкĕ уяр. Анчах та, уяр çанталăкра та аçа çапать тенĕ пек, кӳлĕ патне çитеспе унăн çӳрен лаши чăхăмлама пуçланă. Янтукан тилхепене ун пек те, кун пек те турткаланă — усси пулман. Шыв патне çитсен лаши кӳлĕ йĕри-тавра хĕвеле хирĕç виçĕ хутчен ĕрĕхтерсе çаврăннă. Лаша курăк çийĕн вĕçнĕ пек пынă. Янтукан нимĕн те ăнланман. Вăл çăмарта ешчĕкĕсене ӳкерсе хăварас марччĕ тесе аллисемпе çатăрласа тытнă, лав çинче аран-аран тытăнкаласа пынă. Виççĕмĕш хут çаврăнсан лаши урапи-мĕнĕпех кӳлĕ варрине сикнĕ. Лаша та, урапа та, Янтукан та курăнми пулнă, шыв хăмписем çеç выляса тăнă çиелте.

Лаша, урисемпе кӳлĕ тĕпне перĕнсенех, карт! туртăннă та пĕррех çӳлелле сикнĕ. Урапинчен тăварăнса шыв çине ишсе тухнă. Пурăнас килнипе-ши, çутталла туртăннипе-ши — хăй сисмесĕрех шыв çийĕн вĕçсе пырса çыран хĕррине тухнă, çуначĕсене сарса çӳлелле, çăтмахалла, вĕçсе хăпарса кайнă.

Янтукан шыв тĕпне лексен çухалса кайман. Çăмартасене кĕпе арки çине хурса кӳлĕ хĕрринелле йăтса тухса çерем çине хура-хура хăварнă. Шыв тĕпне анмассерен урапа çине пулăсем пуçтарăннине асăрханă. Çак уланкăсем Янтуканăн кĕпи арки çине хăйсен çунаттисемпе ешчĕкри çăмартасене асăрханса хурса тăнă. Кӳлĕ хуçисем инкеке лекнĕ çамрăк çынна пулăшас тенĕ пуль ĕнтĕ. Çапла майпа, çунатлă та хӳреллĕ туссем пулăшнипе, Янтукан кӳлĕ тĕпĕнчи çăмартасене ним юлмиччен йăтса пĕтернĕ. Кӳлĕ йĕри-тавра шап-шурă çăмартасем выртнă.

Ешчĕксене пушатса пĕтерсе юлашки хут шыв тĕпне ансан халтан кайнă Янтукан урапа çине тăсăлса выртнă. Пĕр пулă ун хăлхинчен темĕн пăшăлтатнă хыççăн каччă сиксе тăнă та турта хушшине кĕрсе тăрса урапана сĕтĕрме тытăннă. Пур вăйне пухса туртнă вăл, ашшĕн пурлăхне кӳлĕ тĕпне хăварас мар тенĕ ĕнтĕ пуян çын ывăлĕ. Пулăсем пулăшнипе урапана кӳлĕ хĕррине сĕтĕрсе тухса лартнă. Вăй-халĕ пĕтсе çитнипе курăк çине тăсăлса выртнă. Тӳпенелле тинкернĕ те — çӳлте-çӳлте унăн лаши вĕçсе çӳрет: «Янтукан, эпĕ — çылăхсăр чун, çăтмаха лекрĕм», — тет.

Кăшт канса илнĕ хыççăн Янтукана пулăсем кам аллинчен, кам уринчен ярса илсе шывалла сĕтĕрнĕ. Янтукан хăй тамăка лекнине туйса илнĕ. Каялла тухасшăн тапкаланнă-тапкаланнă — тухайман. Кăшкăрасшăн çăварне уçнă — кăшкăрайман. Тĕттĕм те хăрушă шыв тĕпĕнче чунĕ те, учĕ те сивĕнсе пынă. Мĕнле çылăха кĕнĕ-ши ĕнтĕ Янтукан? «Çылăха кĕме çăмăл, каçарттарма йывăр», — тесе ахаль каламан çав ваттисем.

Ывăлне кĕтсе ывăннипе Мăрсалимпа Эрнеслу ăна хирĕç кайма шутлаççĕ. Пĕр-пĕрне сăмах чĕнмесĕр утаççĕ вĕсем çулпа. Кӳлĕ тĕлне çитсен çăварĕсене карсах пăрахаççĕ. Кӳлĕ йĕри-тавра шап-шурă ункă — çăмартасем. Хĕвел анăç енче Мăрсалимăн урапи тăрать. Лаши те, ывăлĕ те çук!

Мăрсалимпа Эрнеслу ырă мара сиссе курăк çине чĕркуçленсе лараççĕ те ĕсĕклесе макăрса яраççĕ.

— Ырă хуçам, каçар мана! Эпĕ айăплă мар! — илтĕнет сасартăк пĕлĕт хушшинчен.

— Атте, каçар мана! Эпĕ санăн пурлăхна пĕтме памарăм, — чуна çурса ярать ывăлĕн сасси кӳлĕ тĕпĕнчен.

Пуян Мăрсалим, кун пек килсе тухасса нихăçан та шутламанскер, çухалсах каять, нимĕн тума аптăранипе кăшкăра-кăшкара ывăлне чĕнет.

«Ырă хыпар çуран çӳрет, усал хыпар утпа çӳрет», — тенĕ ваттисем. Часах ял халăхĕ кӳлĕ хĕррине пуçтарăнать. Мăрсалим кӳлĕ йĕри-тавра выртакан çăмартасене çынсене салатса парать. «Манăн ывăлăма асăнса çийĕр», — тет.

Мăрсалим çак пысăк çухату хыççăн ял халăхĕнчен йӳнĕ хакпа урăх пĕр çăмарта та пуçтарман. Кӳлле вара ял халăхĕ Çăмарта кӳлли тесе ят панă.

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Любовь Шашкина (2011-11-01 18:50:16):

Питĕ интереслĕ калав. Авторне пысăк çитĕнӳсем сунатăп!

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Аксар Чунтупай (2011-11-11 20:38:01):

Эпĕ те кăсăклансах вуларăм. Кунта асаттесен пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ, шухăш-кăмăлĕпе ĕмĕт-туртăмĕ курăнать.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: