Мăнту вăрттăнлăхĕ
«Кăмрăк, кăмрăк», — çиçсе илет Ванюк пуçĕнче шухăш. Куç умĕнче тата тепĕр курăну. Историк кăкшăмри кăмрăка çерем çине сапать. «Акă вăл çухатни, — савăнса каять шухăшлакан. — Миме паçăр мĕн калас тенине тинех илтрĕм. Пĕтĕм тупсăмĕ çавăнта пулма кирлĕ. Çук, ахальтен лартман çав кăкшăма князь вилтăпри çине. Кунта йăла-йĕрке ыйтăвĕ çеç мар, кунта тем урăххи. Хаклă йышши япаласем çук теççĕ. Вилтăприне çаратнă теççĕ. Тем, пулнă-ши ун чухне чăвашсемпе венгрсен мул таврашĕ? Мĕн пурри вут-çулăм айне юлнă. Эпир ниме тăман япала тесе кăларса пăрахни — чи хакли».
Çил пек вĕçтерчĕ шкул ачи урам тăрăх. Ăна хирĕç хĕвел хăпарать. Ыйхăран вăранакан ял çинче уçăмлах мар шăв-шав. Палăк патĕнче вара шăп. Тавра — чавнă вырăнсем. Акă вĕсем — кăмрăк катăкĕсем. Çерем çине мĕнле сапнă çаплипех выртаççĕ. Савăнса кайнă ача пурне те хăвăрт пуçтарса илчĕ. Унтан чул палăкĕ умне ларчĕ те, пĕрерĕн-пĕрерĕн илсе, аллипе çавăркаласа пăхма тытăнчĕ. Пӳрне айĕнче пĕри вăйлăрах пуснипе, тен, кăшт тĕпренчĕ. Шалта тем пур пек. Ача кăмрăка хĕвел çине тытса пăхрĕ. Кĕтмен те, çип евĕр çутă, кăмрăк витĕр тухса, ун куçне шартарса ячĕ. «Кăмрăк варринче темле кантăк! Кевер? — хăвăрттăн сăтăркаласа тĕпретет хытă кăмрăка Ванюк. — Çапла, кашни катăкра хаклă йышши чул. Акă мĕнпе чысласа пытарнă князя».
Ача аллинче пĕр ывăç кевер чул. Хĕвел çутинче вĕсем пин тĕслĕ йăлтăртатаççĕ. Хăшпĕрин çумĕнче кăмрăк тĕпренчĕкĕсем. Тем пек сăтăрсан та каймарĕç хуранчăксем. Уйрăлми çыпăçса ларнă тейĕн.
Йăлтах ăнланать Ванюк. Мăнту хăйĕн чăн-чăн вăрттăнлăхне кăшт çеç уçса кăтартрĕ. Çавă паллă. Авалхи тимĕрçĕ кăмрăкран алмаз тума вĕренсе çитнĕ. Ительмес ятлă пулнă вăл. Халăх ун ятне халĕ те астăвать. Ун чухнехи ăстасем мĕнле меслетпе усă курнă-ши? Ылтăна тăхланран мар пулсан та, алмаза кăмрăкран туни куçкĕретех. Тĕслĕхĕсем пĕр ывăç. Енчен те майне-шывне шыраса тупсан? Анюка шăрçалăх кăна мар, пĕтĕм çĕр-шыв валли: çынсене те, хуçалăха та питех те кирлĕ материалсем — алмазсем — туса тултарĕ вăл...
Хĕвел питтинчи сăрт аякĕ. Чул палăк. Ун умĕнче шухăша путнă ача. Нимĕн те илтмест вăл... Хĕвел пĕçĕртет. Çил çырă çӳçне вĕлкĕштерет. Шкула кĕме чĕнекен шăнкăрав сасси те ахалех уншăн. Ĕмĕчĕпе вăл йăлтах урăх çĕрте. Авалта. Ăста тимĕрçĕпе. Ун лаççинче пек.
...Лаç алăкĕн хушăкĕсенчен хĕвел çути вăйсăррăн сăрхăнса керет. Çĕрĕпе куç хупман Ительмес чĕринче вăл хурлăхпа пĕрле шанчăка та хускатать. Кам вăл халь? Читлĕхри çын. Мĕн тăвăн? Тăшман вăйлăрах пулчĕ. Пăлхарпа Сăвăр, Чикетупа Мерчен хуласем вутра юлчĕç. Мĕн чухлĕ халăх пĕтрĕ. Мĕн чухлĕ асап тӳсрĕç тарса пытаннисем ку тăрăха çитиччен. Чăвашсемпе пĕрле мучарсем те пурччĕ. Ительмес пĕлет. Унăн тимĕр тăпри пур вырăн шыраса тупмалла. Тимĕрçĕ лаççи уçса, ĕç хатĕрĕсем тума тытăнмалла. Ял пуçласа ямалла.
Çухатнă пурлăха çĕнĕрен пуçтармалла. Мул пухмалăх меслет те пĕлет-ха вăл. Ахаль кăмрăкранах хаклă йышши чул тухать. Анчах ун çинчен систерме иртерех-ха. Вăрçă пырать. Пĕлсен, вăрă-хурахсем вĕçтерсе çитĕç.
Меслечĕ вара ансат. Аслати курăк кăна пултăр. Ун сĕткенне сăрхăнтарса илетĕн те пĕр савăта... пĕр ывăç хăрăм пуçтарса яратăн. Е вĕтетнĕ кăмрăк. Лайăх пăтраштар та, пĕр эрнелĕхе питĕрсе ларт. Вара курăн. Савăта ӳпĕнтерсен, шакăртах тухса ӳкеççĕ ывăçа кăмрăк катăкĕсем. Никам та шутламĕ мул тесе. Шалта вара... Аслати курăкĕ кăна пултăр...
Шухăша путнă ача ялт! хускалса илет. Кам пăшăлтатса каласа пачĕ ăна Ительмес тимĕрçĕ çинчен? Ун-кун пăхкалать Ванюк. Çил ачисем мар пулĕ те? Е Мăнту? Арçын ача арпашса кайнă çӳçне аллипе айккинелле шăлса илет те çĕр çине выртать. Сывлама чарăнсах Мăнтăва итлеме тытăнать... Чанк-чанк! илтĕнет пек. Те чĕре тапать, те сас? Калама хĕн. Ним тума аптранă ача палăк тавра темиçе хутчен хăвăрт утса çаврăнать. Нумайччен ял çине пăхса тăрать. Ун чунĕнче çĕкленӳ. Тупĕ вăл! Пурне те шыраса тупĕ! Аттесем çухатнă аслати курăкне те, асаттесем ăслăланă меслете те.
Çунат хушса чупса анать Ванюк сăртран. Умра çырма тĕпне пытаннă ял. Çӳлерех тăван шкул. Тата çӳлерех чул-палăк. Каллех шăнкăрав сасси.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...