Хаврук инке чирленĕ
Пĕр пайлă мыскара
Вылякансем:
Петĕр — Бригадир.
Хаврук инке.
Мĕтри — сухаллă милиционер.
Симун — исполнитель.
Милиционер.
Сестра.
Варвари.
Тирпейсĕр пӳрт. Пуçтарман вырăн. Xаврук вут хутса янă та кăмака умĕнче ханша юхтарса ларать. Кантăкĕсене карнă, урам енчен те чӳрече хупписене хупнă.
Кăшт тăрсан чӳречене шаккаççĕ.
Хаврук. Такам амакĕ ирех сĕтĕрĕнсе çӳрет ĕнтĕ.
Варвари сасси. Чирлемен пулĕ те. Халĕ те çывăрать-ши вара Хаврук инке?
Хаврук (хăй тĕллĕн). Çывăрать... эсĕ тăриччен эпĕ икĕ четвĕрт юхтарма ĕлкĕрнĕ.
Варвари (чӳрече патĕнче). Хаврук инке, килте-и эс?
Хаврук. Ăçта пулас ман?
Варвари. Уç-ха чӳречӳне?
Хаврук (чӳречине уçса). Варвари-çке ку? Мĕн хăратса çӳрен?
Варвари. Ах тур, Хаврук инке, Элюк тăраймасть вĕт, пуçне те çĕклеймест.
Хаврук. Мĕн пулнă вара хыпăнса ӳкмеллех?
Варвари. Мухмăрпа вилет, çав шуйттан Çимунĕпе тĕл пулнă та. Халĕ ĕнтĕ ĕçе каймалла — вырăн çинчен те тăраймасть.
Хаврук. Э-э, эп, мĕн, тем пулнă тесе...
Варвари. Сан пур-и унта юхтарни?
Хаврук. Ан шарла.
Варвари. Э-э, чухлатăп.
Хаврук. Саккунне пĕлместĕн-им халĕ?
Варвари. Пăлеп, пĕлеп... Пур-и, кала часрах.
Хаврук. Шăппăнрах, ярмăрккăра мар вĕт кунта. Кĕр.
Варвари. Ăçтан кĕрес?
Хаврук. Халех тухса уçатăп. Эсĕ укçине илсе килнĕ-и?
Варвари. Укçашăн ан хăра — çухалмасть. (Чӳрече умĕнчен пăрăнать.)
Хаврук. Кайран çӳре сирĕн хыççăн хăваласа. Малтан юхтарнине парас мар-ха. (Пĕр четвĕртне кăмака хыçне пытарать, тула тухса каять.)
Кăшт тăрсан Хаврук инке, Варвари кĕресçĕ.
Варвари. Часрах парса яр-ха эппин.
Хаврук. Ан васка. Укçи пур терĕн-и-ха?
Варвари. Укçи кунтах. (Хĕвĕнчен укçа кăларать.)
Хаврук. Хакне пĕлетĕн-и-ха?
Варвари. Халичченхи пекех пулĕ?
Хаврук. Халĕ магазинра та ӳстернĕ те. (Четвĕртрен эрех тултарса парать.) Тăватă тенкĕ çур литтăрĕ.
Варвари. Ай тур-тур!..
Хаврук. Эпĕ ирĕксĕр памастăп. Магазинран ил.
Варвари. Магазинĕ хупă-çке, ревизи тет. Халĕ магазинра çук! Парса яр ĕнтĕ. Упăшка вилет. Акă виç тĕнкĕ.
Хаврук. Вăл хакпа памастăп.
Варвари. Юрĕ-çке, акă тăватă тенкĕ. Эрĕхĕ аптрамасть-и? Эрехне ĕçсе те пăхмарăм.
Хаврук. Ара, ара, ĕçсе пăх. (Урăх кĕленчерен тултарса парать.) Çунтарсан симĕсĕн-кăвакăн çунать.
Варвари (ĕçет). Ай тур-тур, хăватлă! Çак наркăмăша ăша яратпăр-çке. Укçа парсах чĕрене çунтаратпăр. (Укçине тыттарса эрехне илет.)
Хаврук. Пытаркала, ан курччăр.
Варвари. Пĕчĕк ача мар, ăна-кăна пĕлетпĕр. (Эрехне саппун айне пытарса тухса каять.)
Хаврук. Варвари, тăхта, пахча витĕр кай... Асту, ан шарла! Никама та ни-ни! (Укçине тепĕр хут шутласа пăхать, сунтăха хурать.)
Варвари кĕрет.
Варвари Ай-уй, Хаврук инкĕ, эсĕ мана питĕ йăвашшине парса янă-çке. Каяшши пулĕ ку салăн?
Хаврук. Лайăххине патăм пуле терĕм-çке.
Варвари. Ара, ĕçсе пăх халь ху, ку вар-хырăма пăсаканни çех. Куна пирĕн Элюк ĕçес те çук. Улăштарса пар часрах. (Çур литрне сĕтел çине лартать.)
Хаврук. Тиркесе çӳреççĕ тата. (Çур литрне илсе кăмака хыçне кĕрсе каять, тепĕр çур литрне илсе тухса Варварие тыттарать.)
Варвари (ĕçсе пăхса). Ку хуть аптрамасть, леш вăл хырăма çех кӳптерет. (Тухса каять.)
Хаврук. Асту, пахча витĕр. Эрехне лайахрах пытар. Тиркесе çурет тата.
Бригадир сасси. Эй! Хаврук инке, тăнă-и? Чĕрĕ-и эсĕ?
Хаврук (эрех савăтне хуплать). Вилеймен-ха.
Бригадир. Мĕн эс кантăксене хĕллехи пекех хупса лартнă?
Хаврук. Ара... Шăнасем ан кĕччĕр тетĕп-çке.
Бригадир. Эс паян хăвăн участокна тухса вырса пĕтер вара.
Хаврук. Ара, пилĕк ыратнипе аптрарăм вĕт-ха. (Чӳрече патне пырса пилĕкне тытса тăрать.)
Бригадир. Сан каçалăку çеç тăсăлса юлчĕ. Намăс, Хаврук инке. Çанталăк çумăра кайсан...
Хаврук. Чирлĕ пулмасан мĕнччĕ-ха та... Ах, туру...
Бригадир. Сан пирки ят илтес пулать. Ĕçлеме тухмасть, пасарсем тăрăх çӳрет теççĕ. Спекуляци тăвать теççĕ.
Хаврук. Ах, туру! Кам курнă-ши эп ун пек хăтланнине?
Бригадир. Ĕç вăхăтĕнче эрех туса ларать теççĕ.
Хаврук. Ах, ку карма çăварсене, ма чĕлхисем çине йĕкĕр çăпан тухса лармасть-ши?
Бригадир. Мĕн ĕнĕк шăрши кăларнă эсĕ?
Хаврук. Э-э, санпа сăмахласа тăрса салма хуран тĕпне ларнă пулмалла.
Бригадир. Салма шăрши мар-ха ку, прака шăрши килет.
Хаврук. Ах, туру... Пилĕке сĕрмелĕх çеç тăвас тенĕччĕ.
Бригадир. Асту, тытсан сĕрсе яраççĕ пĕрре. Пĕлместĕн-им постановление?
Хаврук. Пĕлетĕп те-ха... Эпĕ çын валли мар, хам валли тăватăп.
Бригадир. Пурпĕрех асту, милицие хамах пĕлтеретĕп.
Хаврук. Эс ун пек çын мар-ха, ют çын та мар. Хамăр ратне ачи, мĕн ĕмĕртен аçу-аннӳсемпе ĕçкĕ-çикĕре пĕрле.
Бригадир. Халĕ те кахалсене хӳтĕлен теççĕ. Çуркунне вăрлăх тасатма тухмарăн, сивĕ терĕн, пахча-çимĕç лартма та тухаймарăн, йывăр çĕклеме юрамасть терĕн, çум çумлама санăн куç курмасть. Халĕ ак пилĕк сурать.
Хаврук. Ара...
Бригадир. Чирлĕ пулсан больницăна кай. Справка илсе кил.
Хаврук. Больницăра та пулнă та, усси çук, те йывăр çĕкленипе пулчĕ, те сивĕре шăнса простутицă турăм. Нервă пăсăлсан та пилĕке лекет теççĕ. Радикулит тет-и. Кăшт сĕрсен, ăша ярсан, самаях. (Пĕр стакан эрех тултарса.) Ĕçсе пар-ха... Ваттисене асăнса...
Бригадир. Халĕ ĕçкĕ вăхăчĕ мар вĕт, ĕç вăхăчĕ...
Хаврук. Ара, ĕç ĕнтĕ, ĕçлеме хавасрах пулать.
Бригадир. Ăна эс Симуна ĕçтер, вăл тиркесе тăмасть. (Кайрĕ.)
Хаврук. Ан кай-ха, ан кай... Кайрĕ, ых, куштан! Бригадир темерĕн. (Ăснă эрехне кăшт сыпса пăхать те каялла четвĕрт кĕленчине ярать.) Сан пеккисем çеç мар пулнă ман патра, Соснов председатель хăй пулчĕ, итту тиркемен. (Витлесе.) «Симуна ĕçтер!»
Мĕтри (чӳречерен пуçне кăтартса). Мĕн, ĕç тухмарĕ-им?
Хаврук. Ан йĕрешсе çӳре, йĕрше Симун пек.
Мĕтри. Паян та ĕçе тухмастăн-и?
Хаврук. Санран ыйтмастăп.
Мĕтри. Ыйттаратпăр.
Хаврук. Эсĕ те начальнике тухрăн-им, агитатор юлташ?
Мĕтри. «Начальнике»... Сан каçалăкна ман вырса пĕтермелле-им?
Хаврук. Ан вĕрентсе çӳре.
Мĕтри. Вĕрентĕпĕр-ха сана. (Çухалать.)
Хаврук. Вĕрентĕпĕр.
Симун кĕрет.
Симун. Тĕрĕс. Вĕрентĕпĕр-ха.
Хаврук. Ай-уй, эсĕ ăçтан лекнĕ кунта?
Симун. Çакăнтанах.
Хаврук. Ай туру, хапхана питĕртĕм терĕм-çке.
Симун. Çапла, хапха питĕрĕнчĕк, кантăкĕсем хупă. Ку вилнĕ-ши, ĕçе кайнă-ши тĕрĕм. Ак хурлăх, ялта эрех тупасси пĕтрĕ терĕм. Пуç ыратса вилет хамăн. Таçтан сасартăк эрех шăрши кӳ! çапрĕ. Анат касси еннелле пăхатăп. Якур арăмĕ хире ĕçе васкать. Унтан эрех шăрши килес çук-ха тетĕп. Урăх пĕр çын чунĕ те курăнмасть. Сирĕн мăрьерен тĕтĕм тухнине курах кайрăм хайхискер.
Хаврук. Ый, çăхан куçĕ.
Симун. Кантăкран шаккаса хăратас килмерĕ. Хапхана уçсан сас пулать терĕм. Вара пахчаранах çаврăнса кĕтĕм.
Хаврук. Ах, шуйттан карланки. Ĕç вăхăтĕнче ял тăрăх выçă йытă пек карăнса çӳретĕн çав.
Симун. Ялти исполнитель, имею правă. Сана та халь тесен халь ял советне илсе кайма пултаратăп. Ĕç вăхăтĕнче эрех туса ларма юрамасть.
Хаврук. Тумастăп эпĕ, тума пăрахнă. Ма килтĕн?
Симун. Мухмăр...
Хаврук. Çук ман эрех.
Симун. Ан суй. Шăршинчен сисетĕп.
Хаврук. Хамăн мар вăл.
Симун. Камăн?
Хаврук. Сана пурпĕрех мар-и?
Симун. Кăшт çеç.
Хаврук. Çынни килсен, ыйтсан мĕн калас?
Симун кăмака хыçне кĕме тăрать, Хаврук ун çулне пӳлет.
Симун. Вăл кăмака хыçĕнчи.
Хаврук. Ан пыр! Вăл хам валли çех. Çук ман, çук.
Симун. Укçа паратăп, ан хăра.
Хаврук. Паран эс.
Симун (укçине кăларса.) Кунта 3 тенкĕ, ме...
Хаврук. Илместĕп.
Симун. Ил ĕнтĕ.
Хаврук. Ун чухлĕпе памастăп.
Симун. Мĕн чул тата?
Хаврук. Тăватă тенкĕ.
Симун. У-уй, тин çеç виçĕ тенкĕччĕ-çке?
Хаврук. Халĕ магазинра те ӳстернĕ, вăл хакпа памастăп.
Симун. Ну, юрать, ыттине ыран парăп.
Хаврук. Çук, çук, магазинран кайса ил.
Симун. Магазин хупă-çке. Хăçан уçасси те паллă мар.
Хаврук. Кĕтеснертен кайса ил.
Симун. Унта Лукин курсан пĕтерет.
Хаврук. Çук. Пĕр пус та кĕтмелле памастăп.
Симун. Вăт шанман çын!
Хаврук. Кайран сирĕн хыççăн чупса çӳре-ха унта.
Симун. Памастăн эппин?
Хаврук. Памастăп.
Симун. Юрать, юрать... эс мана пĕлместĕн-ха.
Хаврук. А-юй, хăраса вилсех кайрăм!
Симун. Сана пĕрре хăратап-ха. (Тухса каять.)
Хаврук. Ах, турă, пурте хăратаççĕ. Мĕн терĕ çав? (Чӳрече умне пырса пăхать.) Ха, урнă йытă, хапхана уçса хăварнă. Сана ĕçтерни вăл тĕпсĕр каткана тăкнăпа пĕрех. (Тухса чупать, кăшт тăрсан хыпăнса кĕрет.) Ух, тĕнче, ирĕккĕн эрех тума та памаççĕ: те Петĕр кайса пĕлтерчĕ ĕнтĕ, те Савуш Симунĕ. Милици пекех туйăнса кайрĕ. (Кантăк умне пырса пăхать.) Кунталлах килеççĕ. (Пăрăхне тĕпсакайне ывăтать, эрехне витри çине ярать, пракине лаххана тăкать, ытти хатĕрĕсене тула илсе тухать, кĕрсе алăка питĕрсе вырăн çине выртать. Алăка шаккаççĕ)
Сасă. Уçăр!
Хаврук. Ах, ах!..
Сасă. Уçăр тетĕп!
Хаврук. Пуçа çĕклейместĕп, вилетĕп.
Сасă. Уçмасассăн ватса кĕретпĕр.
Хаврук. Мĕн кирлĕ? Чирлĕ эпĕ.
Сасă. Часрах!
Хаврук. Мĕн хăратса çӳретĕр, пĕччен хĕрарăма хăратма мĕнле саккун пур сирĕн? Эпĕ ял советне пĕлтеретĕп, милицие.
Сасă. Эпĕ хам милицирен.
Хаврук. Тăхăнам-ха эппин.
Сасă. Часрах!
Хаврук. Халех, халех. (Пырса алăка уçать.)
Сухаллă милиционерпа Симун кĕреççĕ.
Сухаллă Милиционер. Эсĕ, инке, ĕç вăхăтĕнче эрех туса ларать теççĕ.
Хаврук. Суяççĕ. Эп ĕç вăхăтĕнче нихçан та эрех туса ларман. (Симуна.) Тыттарма илсе килтĕн-им?
Сухалли. Апла ахаль чухне тунă?
Хаврук. Çук, çук, нихçан та туман.
Сухалли. Çынсем ĕçре, эсĕ пур...
Хаврук. Чирлерĕм-çке, ывăлăм. Сывлăш тухмасть, пилĕк сурать.
Симун (витререн шыв тесе эрех пырса ĕçет). Ах, ăш хыпнăччĕ-ха. Вăт, шыв тăк шыв.
Хаврук (Симуна). Тыттарма илсе килтĕн-им?
Симун (Хаврука) Мана хăй илсе килчĕ. Эпĕ исполнитель-çке-ха, пунеттей вырăнĕнче.
Сухалли. Апла эсĕ эрех тумастăп тетĕн?
Хаврук. Çапла, тумастăп, туман та, тăвас та çук.
Сухалли. Сĕрĕм кăларса тултарнă.
Хаврук. Вутти-шанки чĕрĕ те... ăвăс вутти.
Сухалли. Апла, эрех тумастăп тетĕн?
Хаврук. Тупата туршăн, тумастăп.
Сухалли. Турра ĕненетĕн-и вара эсĕ?
Хаврук. Аннепе кукамай та ĕненнĕ те...
Сухалли. Аншарли юхтармастăп тесе сăхсăх.
Хаврук. Уншăнах турра чăрмантарас мар.
Сухалли (унта-кунта пăхкалать). Так, лаххан, ун ăшĕнче прака... Ку ăçтан?
Хаврук. Куна, ара, леш касран сысна валли тесе илсе килнĕччĕ те...
Сухалли. Камран?
Хаврук. Ара, суям мар пулĕ, пракине Кĕтеснер савăтĕнченех илсе килнĕччĕ.
Сухалли. Обыскать!
Хаврук. Мĕн тет вăл?
Симун. Шырамалла тет, обыска тумалла тет, пур çĕре те пăхмалла ĕнтĕ. Шырама пуçличчен шыв ĕçес-ха. (Витререн пĕр курка ăсса ĕçет.) Аван! (Шырама тытăнаççĕ.)
Хаврук (Симуна). Кӳпсе каян.
Сухалли (сĕтел айне пăхса). Кунта çук.
Симун. Кăмака хыçĕнче те çук.
Сухалли. Ну-ка, кăмака çине пăхас. Эсĕ тĕпсакайне ан. (Кăмака хыçне кĕрсе каять, Симун сакайнелле пăхать.)
Хаврук (шăппăн). Нимĕн те çук унта.
Симун. Мана хушнă-çке-ха.
Хаврук. Çук те.
Симун. Мĕнле суйăн-ха?
Хаврук. Ахаль тумăп.
Симун. Шан-ха сана.
Хаврук. Пĕр четвĕрт лартатăп.
Симун. Милици хăй пăхсан? Пăрăхна тупсан?
Сухалли. Мĕн, тупрăн-им?
Симун. Кунта... (Хаврук икĕ пӳрне кăтартать.) Икĕ четвĕрт эппин? Юрать.
Сухалли. Пур-и?
Симун. Çукрах.
Сухалли. Лайăхрах шыра, хам пăхатăп.
Симун. Ай, каллех шыв ĕçес килсе кайрĕ.
Хаврук (шăл витĕр). Кӳпсе вилен!
Симун (ĕçсе). Аван!..
Сухалли. Мĕн эс пĕрмай шыв ĕçетĕн?
Симун. Шывĕ пит тутлă та. Ку шыва ĕçсен савăнсах кайрăм.
Сухалли. Ăçта-ха, мана та ĕçтер. (Витре патне пырса.) Хамăн та ĕçес килсе кайрĕ.
Хаврук. Шывĕ ĕнерхиех пулмалла, çĕннине, сиввине ăсса кĕретĕп.
Сухалли. Юрать мана çакă та. (Пырса ĕçет.) Тьфу, мĕн шуйттанĕ пулчĕ ку? Ĕçсе пăх-ха, исполнитель юлташ.
Симун (ĕçсе). Эп паçăрах аван терĕм-çке.
Сухалли. Ку шывшăн сана тĕрмене лартмалла, гражданка! Витрипех эрех!
Хаврук. Эрех мар вăл, унпа прака тытнă.
Сухалли. Эрех мар эппин?
Симун. Эп хам та малтан шыв тесе, халĕ ӳсĕрĕлсех кайрăм. Ĕçсен ӳсĕр кам пулмасть.
Сухалли (сĕтел хушшине ларса хут кăларса çырма пуçлать). Акт çырас.
Хаврук. Ак тата!..
Симун. Акт çырсан сана тĕттĕм çĕре хупма пултараççĕ. Тĕрме теççĕ ăна.
Хаврук. Ах, туру, эп чирлĕ, милици юлташ. Сутма туман эпĕ, хам валли пилĕке сĕрме тесе. Ан пĕтерех.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...