«Каллех паян та ним те çыраймарăм...»
Каллех паян та ним те çыраймарăм,
Асамлă кайăксем килмерĕç ман пата.
Хам юрату çинчен те калаймарăм,
Юррăмсене çухатрăм эп таçта.
Ман юррăмсем асамлă кайăксемччĕ,
Час-час вĕçе-вĕçе килетчĕç ман пата.
Ах, шыраса ман вĕсене тупасчĕ,
Ăçта шырамалла сире, ăçта?
Шыранипе те чĕннипе килмеççĕ,
Ытла хăй евĕрлĕ асамлă кайăксем.
Вĕсен хăйсен тĕнчи, вĕсем пĕлеççĕ
Кама раскал кӳмеллйне вĕçсе çитсе.
Эппин, паян та эп пĕччен юлатăп,
Эппин, паян та юррăм юрланмасть.
Çапах та шанчăк эп хамра упратăп,
Ăна ман çухатмашкăн юрамасть.
Вара пуласлăх та пулать, пĕлетĕп,
Пурнать ман юрату чун-чĕрере.
Асамлă кайăксем, сире чĕнетĕп,
Чун-савнине тупмашкăн пулăшăр пире.
11.09.2007.
Шухăшсем
Get visitors who fit your business, not ...
Most website owners struggle with traffi...
Most website owners struggle with traffi...
What if your website traffic actually ma...
I've been trying online casinos recently...
НУРНАТПАР-ХА ТЕСЕ ПЁРИ КАЛАНА вара ...
Мĕнле пулнă, çаплипех тăрать, заблокиров...
Тархасшăн çак ухмахсен шухăшĕсене тасатă...
Сергей Юшков - Етĕрне районĕнчи Атликаси...
Лайăх сăвă ачасемшĕн...