Тракторист вилĕмĕ
Ватăр иккĕмĕш çул.
Кĕрхи çăлтăрсăр каç.
Кĕрхи тарăн çĕртме —
Парти лартнă задача.
Чĕмсĕр йывăç —
Вăрман хĕрринчи катăркас.
Трактор шавĕ.
Унта тракторист — шиксĕр каччă.
Хурçă ут
Хăй мехеллĕн кĕрлет, тулхăрать,
Кăкринче ун —
Хаяр вут-кăвар, чăрсăр çулăм.
Уй-хир урлă утать вăл,
Сулмаклăн пырать,
Каç сĕмне пăлхатать
Çĕнтерӳллĕн, хăюллăн.
Йĕп чиксен курăнми
Кĕрхи çăлтăрсăр каç.
Мотор шавĕ ӳсет,
Чĕтренет çĕр талккишĕ.
Анчах...
Лăпкă вăрман хĕрринчи катăркас
Вăрттăн тем пытарать —
Мĕн амак, мĕн шалчи-ши?
Пысăк фара çути
Инçете ывтăнать,
Тракторист кунта ним те,
Пĕр ним те сисмерĕ.
Катăркас
Çатăртатрĕ хайхи хыттăнах,
Çиксе тухрĕ унтан
Виçĕ йĕксĕк тискеррĕн.
Тракторист сисеймерĕ...
Ун пуçĕ çине,
Выçă кашкăр асавĕ пек тăрăнчĕ пуртă.
Тракторист çĕре ӳкрĕ.
Вара пĕчченех
Трактор кайрĕ утса
Пусă урлă.
Анчах урнă
Тискер кайăксем хашкаса
Хуса çитрĕç
Хăй тĕллĕн утан трактора та.
Унăн кăнтăр хĕвелĕ пек
Çутă, таса
Ик куçне пуртăпа
Çапса ватрĕç, аркатрĕç.
Улăп трактор çаплах
Чарăнмарĕ утма.
Вăл пырать, суккăрскер,
Вăл кĕрлет — чĕрĕ хурçă.
Кулаксем ним тума та
Аптрарĕç унпа,
Пĕр усал çилли çеç
Хытăрах вĕсен урчĕ.
Кĕрхи каç тĕпĕнче
Хаяр вăрçă пырать,
Икĕ вăй пĕр-пĕрне
Хирĕç тăнă пĕр харăс.
Тапăçсан-тапăçсан,
Ак весем трактора
Вăрман чăтлăхĕнче
Пур енчен хупарларĕç.
Кĕрхи каç чĕмсĕрленчĕ,
Шăпланчĕ тĕнче.
Кĕçех трактор бакне
Касса хăйпăтрĕ пуртă.
Халтан ӳкнĕ
Вĕри урхамах чĕринчен
Тапса тухрĕ краççын
Сӳнчĕ чăрсăр сатурлăх.
Çав вĕри краççына
Тискерсем пĕтĕмпех
Тракторист çине сапрĕç —
Хыпăнчĕ çулăм.
Кулаксем васкаваррăн,
Хура тĕтĕм пек
Лăпчăнса-шăвăнса,
Сапаланчĕç ун-кунăн.
Кĕрхи каç тĕпĕнче
Çунса юлчĕ кăвайт.
Нумайччен явкаланчĕ
Сенкер симĕс çулăм...
Кĕрхи çăлтăрсăр каç
Пит вăраххăн шăвать,
Çумăр витĕр Çĕн Кун
Килет пите салхуллăн...
...Ак паян — çуркунне.
Уй-хирте — çураки.
Унта халĕ ĕçлет
Çĕнĕ çын, çĕнĕ трактор.
Асăмри хаклă тус,
Тупăкран тăрса кил,
Килсе кур —
Еплерех халь эпир пурăнатпăр!
Илсе тух купăсна,
Кунта, тантăшăм, сансăр
Урамсем тунсăхлаç,
Хурланаççĕ хĕрсем.
Илсе тух купăсна,
Сăвă-юрă шăрантăр,
Кӳршĕри ялсене
Вăрттăн кĕвĕçтерсе.
Анчах çук...
Акари трактор çеç чарăнусăр
Янратать
Çурхи çăлтăрлă, çутă каçа.
Унта халь
Манăн урăх юлташ, çамрăк тусăм.
Ыранхи куналла
Çак каç урлă каçать.
Малтанхи тракторист
Малтанхи утăм турĕ,
Çĕнĕ Куншăн ку пулчĕ
Хаяр çапăçу.
Ку вăл — пирĕн кунçул,
Пирĕн вилĕмсĕр юрă,
Малалла чĕнекен
Пирĕн шанчăклă çул.
Малтанхи
Пулассин вăрлăхне тухса акрĕ.
Акă халь
Тул та çуталчĕ.
Эп, юррăма
Çил çинче вĕçтерсе,
Ыранхи аслă Агро-
Хулана ак кĕретĕп,
Янратап урама.
Çитрĕ ир.
Иртнин çăлтăрсăр каçĕ
Хыçа юлчĕ.
Çĕнĕ Кун килчĕ çĕн ĕмĕтпе.
Пирĕн хӳхĕм хĕрсем
Фермăна, ав, васкаççĕ,
Хĕвеле хăналасшан
Вĕсем ăш сĕтпе.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...