Пулас вĕçевçĕсем
Ман юлташсем, ир-ир тăрсассăн,
Хаваслă юрă юрлама
Пĕр харăс пухăнса тухаççĕ
Ем-ешĕл аэродрома.
Вăрман çинче ун чух тĕтре çеç
Хăймаланать те кĕвелет...
Штурвал тытса кĕтсе илеççĕ
Туссем куллен çут хĕвеле.
Çерем тип-тикĕс. Кĕç ун тăрăх,
Чĕркĕмĕл сывлăм сирпĕтсе,
Чупса каяççĕ пĕр моторлă
Вĕренмелли самолетсем.
Халь вĕсене çĕкленнĕçемĕн
Вылянчăк çил те пулăшать.
Вĕсем, асамлă чĕкеçсем пек,
Касаççĕ çутă сывлăша.
Çак самантра эп уçрăм кантăк —
Эх, кунĕ мĕн тери чипер!
Ирхи шавпа, ан тив, вăрантăр
Шур сăпкари ман печĕк хĕр.
Тӳпе кĕрлет. Вăранчĕ хĕрĕм,
Пуçларĕ кĕç сиккелеме.
Эп тытрăм та çӳле çеклерем
Ир тăнă пĕчĕк хĕрĕме.
Ак вăл пăхкалама пикенчĕ
Йĕри-тавра. Ун куçĕнче
Çуталчĕ таврари ӳкерчĕк
Сăнланчĕ пĕтĕм çут тĕнче.
Хăй кулса ячĕ пит хавассăн,
Пуканелле вылянă пек,
Çӳлти самолета курсассăн,
Вăл кăчăк туртрĕ аллипе.
Унтан вăл тытăнчĕ хăюллăн
Хăлаçланма та кĕрлеме.
Çак самантра хам хĕрĕме
Каларăм эп: «Вĕçевçĕ пулăн!
Чун чăмăрккиçĕм, çил-çунатăм,
Хăпарăн эс çӳле-çӳле!
...Анчах эс ватă аçуна та
Хăвпа пĕрлех илсе çӳре».
Шухăшсем
Tired of low website traffic? This video...
Which keywords and locations matter most...
Watch this if you are struggling to get ...
Get increased leads for your chuvash...
Struggling to get targeted leads to your...
Discover the beauty waiting just for you...
Which keywords and locations matter most...
Which keywords and locations convert bes...
Which keywords and locations convert bes...
Which keywords and locations do you need...