Халăх хаярлăхĕ
Тăхлан пуçлă та йытă сăн-питлĕ
Тăшман ывтăнчĕ пирĕн çине.
Чĕрĕ юн шăршипе урнă Гитлер
Чĕрĕллех пире хатĕр çиме.
Анчах ирсĕрĕн сарă асавĕ
Пырса тăрăнчĕ хурçă çине.
Çынçиен, нумаях эс асаймăн,
Эс çăтаймăн Хĕвел Тĕнчине!
Сан кĕçех шăпу тулĕ яланлăх, —
Ме, эс бомба çăт, пилсĕр шакал!
Санăн çăткăн пырна тăрантмалăх
Пирĕн çитĕ шăраннă металл.
Хĕвеле тĕтĕмпе хупăрлаймăн,
Çук, чараймăн çĕре çаврăнма.
Пĕтĕм чăнлăх тăрать пирĕн майлă,
Çут хĕвел çаврăнать пире май.
Хĕвеле пӳрнепе те ан тĕллĕр
Тенĕ ĕлĕк-авал ваттисем.
Хĕвеле хирĕç талпăнчĕ Гитлер,
Пĕтес умĕн урса, йӳтесе.
Хĕвеле хирĕç сикнĕ шакалшăн
Пĕр шăпа пулĕ — вилĕм кăна!
Тăшман пуçĕ çине тоннăшарăн
Хурçă-тимĕр, тăхлан вăркăнатъ.
Пĕт, çухал, йытă-рыцарь мур-йышĕ,
Çĕр питне урăх ан варала!
Эпир хамăрăн Аслă çĕршывшăн
Карах тăтăмăр халăхпала.
Кун пек чух пирĕн халăх хаяр вăл, —
Хуçма çук ун вăйне-хăватне!
Тăшмана хальхинче те вăл ярĕ
Хăех алтнă çăва шăтăкне.
Июнĕн 22-мĕшĕ, 1941 çул
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...