Йăмра лартни


Çуркунне юр кайса пĕтме пуçласан, Ваçук ашшĕ çырма хĕррипе йывăçсем лартма пуçларĕ. Пĕчĕк Ваçук та ашшĕнчен юлмарĕ, унпа пĕрле йывăç лартма тухрĕ. «Атте, пĕр йывăçне ларттар-ха, — тет ача. Ашшĕ ăна йăмра хулли тыттарчĕ, кĕреçепе шăтăк чакаларĕ. Ваçук патака шăтăка ячĕ, çĕрпе хупларĕ.

— Ку йывăç сан пултăр. Йăмра вăл, хăйĕн тымарĕсемпе çырмана шыв çуркаласа пĕтересрен хӳтĕлет. Эсĕ ăна шăвар, вара вăл хăвăрт симĕсленсе чĕрĕлсе кайĕ, — тет ашшĕ.

— Атте, ку патакăн тымарĕ те çук-çке. Унтан йывăç епле ӳссе çитĕнтĕр-ха? — тĕлĕнет Ваçук.

— Мĕнле пысăк та лапсака йывăç пулĕ ак эсĕ шкултан вĕренсе тухнă тĕлелле, — тет ашшĕ кулкаласа.

«Туяран та йывăç ӳсет иккен. Апла пулсан атте ма кукăр-макăр туратсем лартать-ха? Тӳрĕ те илемлĕ патакран йывăçĕ те хитререх пулмалла пек-çке», — тесе шухăшлать ача. Пиччĕшĕ ăна ĕнер çеç, вăрмантан килсен, шĕшкĕ туратĕнчен тунă патак панăччĕ. «Ку сана лашалла чупса выляма лайăх пулĕ», — терĕ вăл. «Çав патакран питĕ хитре шĕшкĕ тĕмми ӳссе лармĕ-ши?»

Ваçук, кил хушшине кĕрсе, кĕтессе тайăнтарса хунă патака илчĕ. Унтан ăна хăй лартнă йăмрапа юнашар çĕре чиксе хучĕ.

Ваçук ĕнтĕ кунне темиçе хутчен хăй лартнă йывăçсем патне пыра-пыра пăхать, вĕсем чĕрĕлессе кĕтет. Йăмра тураттисем часах папкасем кăларчĕç, унтан вĕсенчен симĕс çулçăсем пулса кайрĕç. Туя вара мĕнле лартнă çаплах ларать. «Шĕшкĕ çулçисене каярахпа кăларать пулĕ», — тесе лăплантарать пĕчĕк Ваçук хăйне хăй. Çулла та туя пĕр çулçăсăр ларчĕ. Ун хуппи типсе çуркаланса пĕтрĕ. Йăмра вара хитреленсе пычĕ, тураттисем çулçăсемпе тулчĕç.

Пĕррехинче Ваçук ашшĕне туя çинчен каларĕ.

— Мĕншĕн туя чĕрĕлмерĕ? — тесе ыйтрĕ. Ашшĕ ăна йывăçа лартнă чух вĕсен тымарĕсем пулмалли çинчен каларĕ тата йăмра çинчен Мишшана акă мĕн каласа кăтартрĕ:

«Йăмра — чăвашăн авалхи чи юратнă йывăçĕ. Ăна çынсем çырма хĕррине е урам варрине лартнă. Çырма хĕрринчисем хăйсен тымарĕсемпе çырмана шыв çурса ярасран хӳтĕленĕ. Урам варринчи йăмрасем урама илем кӳнĕ, çăра симĕс тураттисем çуллахи пăчă çанталăкра çынсене сулхăн панă. Пушартан та сыхланă вĕсем.

Чăваш çынни çуркуннепе çуллахи вăхăтсенче уйрăмах çак йывăçа килĕштернĕ. Урамри йăмра айĕнчи сулхăна ларса алă ĕçĕсем тунă, таса сывлăшпа сывланă, пĕчĕк ачасем вăйăсем вылянă. Йывăр ĕç хыççăн канса ларма та, пĕр-пĕринпе шăкăлтатса калаçма та лайăх пулнă кунта. Лаштра йăмра çумăра та, вăйлă çиле те хăй патне яман.

Пĕррехинче ял вĕçĕнчи уничере ӳсекен ватă йăмра, хăйĕн çулçисемпе çынна витсе, çамрăк çын пурнăçне те çулнă. Ун чухне колхозсем те пулман-ха. Чухăн хресченсен пурнăçĕ йывăр пулнă. Çĕрĕ сахаллипе темĕн чухлĕ ĕçлесен те, çемьене çиме çăкăрĕ çитмен. Пуянăн вара тырри-пулли ытлашшипех пулнă, мĕншĕн тесен унăн çĕрĕ нумай пулнă. Хресченсем хушшинче çак танмарлăха пĕтересси çинчен калаçу пуçланать Вĕсем пуян çынсен çĕрĕсене тытса илес тесе кĕрешĕве çĕкленме хатĕрленеççĕ. Хресченсене çак ĕçре пулăшса пыраканĕсем те пулнă. Пирĕн ялта Мишша ятлă çамрăк Хусанти аслă шкулта тухтăр пулма вĕреннĕ. Çулла вăл яла ашшĕ-амăшне тĕрлĕ ĕçре пулăшма килнĕ. Вăл та пурнăçри танмарлăх çинчен хресченсене каласа ăнлантарнă. Çакăн çинчен пуянсем пĕлнĕ те кантура кайса каланă. Каçалапа хĕçпăшаллă стражниксем яла Мишшана тытма килнĕ, анчах вăл килте пулман.

Униче енчен çамрăксем юрăсем юрлани илтĕннĕ . Хĕрсемпе каччăсем пĕр-пĕрне алăран тытăнса йăмра йĕри-тавра карталанса вăйă юррисем юрланă. Стражниксем Мишшана вăйăра тытма шутлаççĕ, вăйă картине хупăрласа илеççĕ. Вăйă саланса каять. Мишша тарма ĕлкĕреймест. Вăл стражниксем сисиччен йăмра çине хăпарса каять, хăйне йвăçăн çăра çулçăллă тураттисемпе хупласа хурать. Стражниксем тĕттĕмре йăмра çинчи Мишшана асăрхаймаççĕ. Тепĕр кунне студент хулана тухса каять. Çапла вара йăмра Мишшана çăлать. Кайран çак йывăçа çамрăксем Мишша йăмри теме тытăнаççĕ. Ун тавралăхне таса тытма тăрăшаççĕ, çилпе ӳкекен туратсене тасатсах тăраççĕ. Юр кайса пĕтнĕ-пĕтмен йывăç айне пуçтарăнса тĕрлĕ вăйăсем вылянă».

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: