Сарпипе Аксар юратăвĕ
Пурăннă тет пĕр ялта пĕр хĕр упраç. Вăл кунĕн-çĕрĕн ĕçленĕ: кил-çурта тасатнă, пахчара çĕр ĕçĕпе тимленĕ, картишĕнчи выльăх-чĕрлĕхе пăхнă. Ăна ларса канма та вăхăт çитмен. Çавăнпа та унăн тус-юлташĕсем те пулман. Вăл вун саккăр çеç тултарнă-ха. Çап-çутă сăнлăскерĕн икĕ пит çăмарти çинче йĕкĕр путăк палăрнă. Икĕ çăлтăр евĕр куçĕ сенкер-сенкер тĕспе йăлтăртатнă. Çӳçĕ вара мулине çиппи пек сап-сарă пулнă. Çавăнпа та-и, тен, Сарпи тесе ят панă ăна ашшĕ-амăшĕ.
Хĕрĕ çемьеллĕ пулма пиçсе çитнĕ тесе ашшĕ-амăшĕ ăна качча пама шут тытнă. Кашни кун тенĕ пек вĕсем патне евчĕсем пыраççĕ. Анчах та Сарпи никама та килĕштермен. Пĕри сăмах ваклама пĕлмест, тепри хăйне тытма пĕлмест. Виççĕмĕшĕн чунĕ ытла та чурăс тенĕ вăл. Ашшĕ-амăшĕ çакăншăн питĕ кăмăлсăрланнă.
Пĕррехинче, пахчара ĕçленĕ чух, карта хĕрринчи çулпа пĕр каччă иртсе пынă. Вăл Аксар ятлă пулнă. Аксар Сарпи маттур ĕçленине асăрханă, ăна килĕштернĕ.
Хайхи каччă кашни кунах çак пахча хĕррипе иртсе çӳреме пуçланă. Унăн тем пекех çак хĕр упраçăн ятне те пулин пĕлес килнĕ.
Пĕр хĕвеллĕ те савăк кун хăюлăх çитерсе Аксар хĕр патне пырса чарăнчĕ. Сарпи такам хăй çине пăхнине асăрхарĕ те унăн пичĕ çырла пек хĕрелсе кайрĕ. «Эс мĕн тимлесех пăхатăн вара ман çине?» — терĕ вăл. Каччă вара пĕр сăмах чĕнмесĕр тăчĕ — чĕлхине çăтса янă тейĕн. Унтан тем шухăшласа илчĕ те кĕсйинчен хут кăларса ун çине темиçе сăмах шăрçаларĕ.
Хĕр Аксартан вăл мĕншĕн калаçма пултарайманни пирки ыйтма пикенчĕ. «Çуралнă чухне эпĕ макăрман та, аттепе анне мана вилĕ тесе шутланă. Чĕлхесĕр кун çути курнă эпĕ. Эпĕ çырма та кайран тин ялти ачасенчен вĕреннĕ», — терĕ вăл хут çине çыра-çыра. Хĕр упраç çакна вуласан хĕрелсе кайрĕ. Çак каччăна вăл питĕ шеллерĕ.
Пĕр вăхăт тăрсан Аксар çырать: «Эс , пикеçĕм, мĕн ятлă?». «Эпĕ Сарпи ятлă», — тет хĕр. Аксар каллех çырать: «Мĕнле илемлĕ те сайра тĕл пулакан ят санăн, Сарпи», — тет вăл. Вара Аксар ăна каçсерен урам тăрăх уçăлса çӳреме сĕнчĕ. Сарпи килĕшрĕ. Çапла вĕсем кашни каç тӳпери уйăх çутипе шăкăл-шăкăл калаçса уçăлса çӳреме пуçларĕç.
Акă ĕнтĕ, икĕ юратуллă çамрăка часах асăрхарĕç. Пĕрисем вĕсемшĕн савăнчĕç — епле хитре мăшăр пулать терĕç. Теприсем кĕвĕçсе усал куçпа пăхма та именмерĕç. Пĕррехинче, укăлча çумĕнчи кӳлĕ хĕрринче пĕр-пĕрне савăк куçпа пăхса тăнă чухне, вĕсем патне çамрăк каччăсен ушкăнĕ пырса тухать. Вĕсен йышĕнче хальччен евчĕ янă каччăсем те пулнă. Вĕсем Аксара сăлтавсăрах усал сăмахсемпе кӳрентерме пуçларĕç. Сарпие вара хăйсемпе пĕрле илсе каймашкăн турткалама тытăнчĕç. Çакна чăтаймасăр Аксар Сарпие хӳтĕлеме тăрать. Урса кайнă яшсем Аксара тискеррĕн хĕнеме пуçлаççĕ. Сарпи вăйлă эшкере хирĕç нимĕн те тăваймасть. Вара йывăр суранланнă Аксар Сарпи аллинчех вилсе каять. «Каçар, Сарпи, сана хӳтĕлейменшĕн… Эп каятăп… Сывă пул… Мана ан ман…» — тет вăл юлашкинчен.
Аксара пытарсанах Сарпи ашшĕ-амăшĕ каллех ун валли каччă шырама пуçлать. «Инкек-синкекрен Турă сыхлатăр, хăвăртрах качча памалла ăна», — теççĕ вĕсем. Кашни кун тенĕ пек каллех евчĕсем килеççĕ вĕсем патне. Анчах Сарпи Аксара манаймасть, ăна унсăр пуçне никам та кирлĕ мар. Куляннипе Сарпи начарланса хытсах каять. Кĕçех юнашар ялти каччăна çураçса хураççĕ ăна. Хĕрĕ килĕшменнине пăхмасăрах хăвăртрах туй тума шутлаççĕ.
Туй ыран тенĕ чух, ашшĕ-амăшĕ çывăрма выртсан, Сарпи укăлча çумĕнчи кӳлĕ хĕррине анать. Хăйĕн савнине аса илсе нумайччен макăрать вăл, анчах Аксара нихçан та каялла тавăрас çуккине аса илет те кӳлле сиксе вилме шутлать. «Эпĕ сан пата пыратăп, Аксар!» — тет вăл юлашкинчен.
Ирхине, тӳпене сар хĕвел сарăлса тухсан, ашшĕпе амăшĕ хĕр упраçа шырама тухаççĕ. Вĕсем Сарпи ăçта пулма пултарнине тавçăрса илсе кӳлĕ хĕррине анаççĕ. Виçĕ кун та виçĕ каç шыраççĕ, анчах тупаймаççĕ. Тăваттăмĕш кунне пăхаççĕ те — çыран хĕрринче яштака йăмра ӳссе ларнă. Унăн çулçисенчен шăпăр-шăпăр тумла юхать. Тинех ăнланса илеççĕ Сарпи тăванĕсем: ку шыва путса вилнĕ хĕр ĕмĕлки, унран Сарпи куççулĕ тăкăнать.
Çак йăмра паян кун та çак кӳлĕ çыранĕнчех ларать. Ăна никам та касма хăяймасть. Шăрăх çанталăкра ун çинчен шăпăр-шăпăр куляну куççулĕ тăкăнать. Вăл Сарпипе Аксарăн вилĕмсĕр юратăвне аса илтерсех тăрать. Ваттисем çак халапа çамрăксене кала-кала параççĕ. Лешсем вара пĕр-пĕрне хисеплеме, юратăва упрама сăмах татаççĕ. Çĕнĕ мăшăрсем вара кӳлле чечек кăшăлĕ килсе яраççĕ.
Юрату — пурнăç! Юрату — телей! Юрату вилĕмсĕр! Таса юратăва таптама никам та ан хăйтăр!
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...