Туслăхпа тăванлăх
Ир-ир ытарайми тавралăх
Сенкер тĕтре ăшне путать.
Хĕвел куллен шăпах çур талăк
Совет çĕршывĕпе утать.
Килтен урамалла тухатăп,
Яланхи май ĕçе кайма.
Урамăн ик енне пăхатăп —
Ĕлкĕрейместĕп пуç тайма.
Пĕрне-пĕри телей сунатпăр —
Юлташ та пĕлĕш, тантăш, тус.
Тен, çакăнтан вăл пуçланать-тăр
Пур халăх пĕрлĕхĕ — Союз?!
Çĕршывăм тăрăх эп каям-и,
Утам-и ĕмĕр тăршшĕпе, —
Таçта çитсен те тус-тăванăм
Кĕтсе илет чун ăшшипе.
Атте мана тахçан калатчĕ: —
Пин ылтăн мар, пин тус туян,
Вара эс çийĕн шур калачă,
Вара эс пулăн чи пуян. —
Туспа çула тухма хаваслă,
Туспа инçе çул кĕскелет.
Умна инкек килсе тухсассăн,
Тусу хăюллăн хӳтĕлет.
Тусна эс те чун пек упратăн, —
Хуйхи-суйхи йăлт çурмалла.
Туспа пĕрле сан, тем пулсан та,
Курассине йăлт курмалла.
Çапла утатпăр алла-аллăн —
Юлташ та пĕлĕш, тантăш, тус,
Çапла пуçланнă вăл тăванлăх,
Хăватлă пĕрлĕх — пĕр Союз.
Ал панă чух аван туятăн
Чăн тусăн алă ăшшине.
Ютти кĕреймĕ пĕр никам та
Таса тăванлăх хушшине.
Тăван çĕршыв!
Çĕр теслĕ халăх
Пĕр аслă йыш пек пурăнать.
Пире малтан мала утмалăх
Мал ĕмĕт уççăн курăнать.
Октябрьпе пĕрле çĕкленнĕ
Çак аслă çар, çак аслă йыш.
Пире валли çул уçнă Ленин,
Пилленĕ ырă кун Ильич.
Тăван çĕршыв, Совет Союзĕ,
Сана чыслать паян тĕнче!
Пур халăхсен чи çывăх тусĕ,
Этемлĕх куçĕ сан çинче.
Тăван çĕршыв!
Мĕнех эп калăп
Кунтан та ытларах тата?
...Хĕвел куллен шăпах çур талăк
Совет çĕршывĕпе утать.
Шухăшсем
Tired of low website traffic? This video...
Which keywords and locations matter most...
Watch this if you are struggling to get ...
Get increased leads for your chuvash...
Struggling to get targeted leads to your...
Discover the beauty waiting just for you...
Which keywords and locations matter most...
Which keywords and locations convert bes...
Which keywords and locations convert bes...
Which keywords and locations do you need...