Йăмра
Чăвашсен йăлине пăхăннă тăрăх, ачана çуралсанах каланă, «хĕр çуралсан — çынна кăмăллă пултăр тенĕ, ывăл çуралсан — салтака юрăхлă пултăр», — тенĕ.
Çавăн пекех, пĕр ялта, икĕ çемье пурăннă. Пĕрисем — çав тери пуян пулнă, теприсем — чухăн пулнă. Анчах та, пуяннисен пĕр хĕр çеç пулнă. Ăна вĕсем чун-кăмăлтан юратнă, мĕн ачаранах ирĕк панă, пĕтĕм çĕрте юрама тăрăшнă. Чухăннисен вара, ывăлĕ те хĕрĕ те пулнă. Вĕсем мĕн пĕчĕкрен çĕр ĕçне хăнăхнăскерсем пулнă. Яланах ашшĕ-амăшне пулăшма васканă, ашшĕ-амăшне упраса, хӳтĕлесе, пулăшса пурăннă.
Çаплах вăхăт иртсе кайнă. Ачасем те ӳссе çитĕннĕ, хăйсен пурнăçĕпе пурăнмалăх вăхăт та çитнĕ. Чухăнсен кĕçĕн ывăлĕ — Ваçлейĕ, питĕ маттурскер пулнă. Ăна ĕç хушсассăн вăл çав самантрах пурнăçласа хунă. Кирек епле ĕçе алла тытсассăн та тĕпĕ-йĕрĕпе вĕçне çити туса пĕтермесĕр чарăнман. Тата Ваçлей питĕ уçланкăсем, уй-хир тăрăх çӳреме, юхан шыв хĕрринче пулă тытма, çырма-çатрара çӳреме юратнă.
Пĕррехинче Ваçлей уçланкă таврашĕнче уçăлса çӳренĕ вăхăтра шурă кĕпе тăхăннă хитре хĕре асăрхать. Çак хĕр кӳршĕре пурăнакан пуян çынсен хĕрĕ пулнă. Ваçлей ун çине пăхса тăнă-тăнă та çумнерех пырса калаçма шутланă. Малтан Ваçлей уçланкăра ӳсекен чечексене татса çыхă тăвать, унтан Наçтаç патнелле уттарать.
— Питĕ хитре ташлатăн-çке, Наçтаç, — тесе аллинчи çыхха Наçтаçа тыттарать.
— Тавах, Ваçлей. Анчах та пит хитрех мар аякран куç илмесĕр сăнаса тăма, — çавăнтах хуравлать Наçтаç.
— Эпĕ сан çумна пыма шиклентĕм, — терĕ Ваçлей.
— Манран вăтанма кирлĕ мар. Манăн халь киле каймалла. Паян эпир çемьепе хăнана каятпăр. Анчах та манăн хăна тăрăх çӳрес кăмăл çук. Манăн уçă сывлăшра нумайрах уçăлса çӳрес килет. Акă, пăх-ха, хĕвел пайăркисем çак хитре чечек çулçисем çинче епле выляççĕ? — терĕ Наçтаç рĕр сенкер тĕслĕ чечек çинее кăтартса.
— Чăнах та, питĕ илемлĕ, — терĕ Ваçлей Наçтаç аллине çепĕççĕн çеç сĕртĕнсе.
Наçтаç çав вăхăтрах аллине хăй еннелле туртса илчĕ nе малалла утса кайрĕ.
— Кайрăм эпĕ, Ваçлей, — тесе сывпуллашрĕ Наçтаç.
Çĕрĕпе Ваçлей çак тĕлпулу çинчен шухăшларĕ. Унăн пуçĕнчен Наçтаç сăнарĕ тухмарĕ. Тепĕр кунхине çав уçланкăна кайса Наçтаçа курасса шанчĕ Ваçлей.
Тепĕр кун ир-ирех Ваçлей, килти ĕçсене пĕтерсенех, уçланкă патнелле чуптарчĕ. Анчах та унта вăл никама та курмарĕ. Уçланкăра шăп, кайăк сасси çеç илтĕнсе тăрать. Кăмăлĕ пăсăлнă Ваçлей йăмра кутне кайса ларчĕ, кĕсйинчен тăм шăхличĕ кăларса кĕвĕ ĕнĕрлеме пуçларĕ.
— Шăхăрсассăн килте укçа пулмасть, теççĕ ваттисем, — таçтан илтĕнчĕ çепĕç сасă.
— Эп, эп юратнипе шăхăратăп, урăхла каласан, юрлатăп, — аран-аран каларĕ Ваçлей.
Çав самантрах икĕ çамрăк чĕрере темле асамлă вăй выляса илчĕ. Ваçлеă Наçтаç патнелле, Наçтаç Ваçлей патнелле туртăннине туйса илчĕç.
Йăмра асамлăхĕ çамрăксене юрату парнелерĕ.
çапла икĕ юратакан чĕре кашни кун асамлă йăмра патĕнче тĕл пулма пуçларĕ.
— Ваçлей. манăн сана валли пĕр ыйту пур, — терĕ пĕррехинче Наçтаç. Анчах та эсĕ тĕрĕсне кала, ан суеçтер.
— Ыйтсамăрах, Наçтаç.
— Эпĕ сана килĕшетĕп-и? — ыйтрĕ Наçтаç Ваçлейрен.
— Килĕшетĕн, паллах, килĕшетĕн, — хуравларĕ Ваçлей.
— Эсĕ манпа пуласшăн-и?
— Пуласшăн, — терĕ Ваçлей.
— Юрать. Анчах та мана аттепе анне санпа пĕрле пултарасшĕн мар. Вĕсем мана кӳршĕ ялта пурăнакан Мишкăна качча парасшăн. Анчах та мана эсĕ, пĕр эсĕ кăна килĕшетĕн, Ваçлей.
— Хăçан туй тăвасшăн вара санăн аçупа аннӳ? — ыйтрĕ Ваçлей.
— Тепĕр уйăхран, — тунсăхлăн хуравларĕ Наçтаç.
— Юрат, Наçтаç. Эпĕ халĕ каятăп. Манăн ĕçсем. Эпĕ халĕ ку йăмра çумне килмĕп. Анчах та асра тыт, эпĕ санпа пĕрле пулатăп.
Çак сăмахсемпе Ваçлей Наçтаçа хыттăн ыталаса илчĕ те аяккалла уттарчĕ.
Тепĕр ирхине Ваçлей Асамçă карчăк патне тухса кайрĕ.
Нумай-и, сахал-и утрĕ вăл çав çулпала. Хирсем урлă, вăрмансем урлă утрĕ вăл. Икĕ каç та икĕ çĕр иртрĕ унтанпа. Ваçлей пĕр канми утрĕ. Пĕр юман патне çитрĕ те, канма ларчĕ хайхискер. Куçне çеç хупма пуçларĕ, çав вăхăтрах ун умне пĕр карчăк сиксе тухрĕ.
— Ăçтала утатăр? — тесе ыйтрĕ вăл карчăкран.
Карчăк Ваçлей çине пăхкаларĕ те, унăн тунсăхлă куçĕсене курсан, ним чĕнми пулса ун çумне пырса ларчĕ те:
— Мĕнле инкек сиксе тухрĕ? — тесе ыйтрĕ.
Ваçлей карчăка хăйĕн юратăвĕ пирки каласа пачĕ.
— Акă сана манран парне, — терĕ карчăк, Ваçлей еннелле пĕр хăма татăкĕ тăсса. Мĕскер калатăн, çавна рурнăçласа парĕ сана, — терĕ те карчăк, таçта çухалчĕ.
Ваçлей тимлĕн сăнаса ларчĕ ку татăка.
— Çиес килет, — терĕ Ваçлей. Çав вăхăтрах ун умне пĕр сĕтел апат-çимĕç тухрĕ.
Çапла вăл лашасемпе килнелле таврăнчĕ те, Наçтаçсем патнелле çул тытрĕ. Хăйĕн çинче улпут кĕрĕкĕ, шурă çĕлĕк, пуянлатса , хитрелетсе тунă ылтăнсем выляççĕ хăйĕн çинче.
— Наçтаç, эпĕ таврăнтăм. Айта аçупа аннӳ патне, ман вĕсем валли пĕр тĕлĕнмелле япала пур.
Наçтаçпа Ваçлей килнелле уттарчĕç.
— Акă сире валли хăма татăкĕ Анчах та вăл ахаль хăма мар, вăл асамлă хăма, — терĕ Ваçлей Наçтаçăн ашшĕпе-амăшне.
Çак кунран пуçласа Наçтаçăн ашшĕпе-амăшĕ Ваçлее килĕштерчĕç, хăйсен хĕрне те Ваçлее качча пама килĕшрĕç.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...