Йăмра хуралçи


Ял хĕрринче пĕр 50-60 çулхи йăмра ларнă. Ăна ял çыннисем темшĕн ылтăн йăмра тенĕ. Ваттисем ун çинчен çапла каланă: «Кам ылтăн йăмрана тытать, çавă йăмра хуралçи пулать», — тенĕ. Çавăнпа та çак йывăç патне никам та çӳремен. Ватă çынсем ачасемпе çамрăксене йăмра патне каймалла маррине асăрхаттарсах тăнă. Йăмра хĕлĕн-çăвĕн пĕчченех кашласа ларнă.

Ял çыннисем шыв ăсма йăмра патĕнчи çăла çӳренĕ. Йăмра çине пăхкаласа илнĕ-ха шыв ăсакансем, анчах ун патне çывăха пыман.

Пĕр ирхине амăшĕ Терука шыв ăсма ячĕ. Амăшне пулăшма хăнăхнă арçын ача икĕ витре илчĕ те çăл еннелле утрĕ. Çăл патне çитсен витрисене тултарчĕ те каялла кайма хатĕрленчĕ. Çав вăхăтра йăмра ылтăн тĕспе çуталса кайрĕ те Терука хăй патне чĕннĕ пек туйăнчĕ. Арçын ачана темле вăй ылтăн йăмра патнелле уттарчĕ. Йывăç патне çитсен Терук хăй сисмесĕрех йăмра вуллине ярса та тытрĕ. Ун куçĕ умне самантрах пӳртсем вырăнне йывăçсем, çул-сукмаксем вырăнне чечексем тухса тăчĕç. Йăмра та ăна çын евĕрлĕ курăнса кайрĕ: куçĕсем те, çăварĕ те пур. Йăмра хулăн сасăпа калаçма пуçларĕ:

— Эсĕ мана тытрăн пулсан — ман хуралçă пулатăн. Санăн мана пулăшмалла. Ман ялтан кашни каç пĕр пĕчĕк йăмра таçта çухалать, — терĕ.

— Эпĕ мĕнле пулăшма пултарăп-ха сире, — ыйтрĕ арçын ача.

— Мана каçхи хуралçă кирлĕ, каçхине ман йывăçсем пурте çывăраççĕ. Эсĕ — çын, çывăрмасăр та чăтаятăн.

— Йăмра вăрлакансене вара манăн мĕнле хăваласа çитмелле?

— Пирĕн сарайĕнче шурă пĕлĕт таткисем пур. Вăрăсене курсассăн пĕр пĕлĕт таткине илсе ун çине хăпарса ларатăн та — хăваласа çитетĕн.

— Юрать.

Каçхине арçын ача йăмра çине хăпарса ларчĕ те сăнама тытăнчĕ. Куçĕсем хупăнма пуçларĕç, анчах çывăрма юрамасть. Терук куçне уçрĕ те темле хура пĕлĕт йăмрана йăтса ялтан тухса кайма хăтланнине курчĕ. Часрах сарайĕнчи шурă пĕлĕт çине ларчĕ те хура пĕлĕте хăваласа та çитрĕ. Хура пĕлĕт пĕчĕк йăмрана пăрахса хăварчĕ те куçран çухалчĕ. Терук йăмрана асăрханса илчĕ те пĕлĕт татки çине ларса каялла вĕçсе килчĕ.

Тепĕр кунне арçын ача йăмрана каçхине хăй мĕн курни-илтнине каласа кăтартрĕ.

Йăмра вара ăна çапла каларĕ:

— Кĕçĕр те эсĕ ан çывăр, сыхласа лар. Хура пĕлĕт ăçта пурăннине пĕлме тăрăш. Акă сана шăхлич паратăп. Хура пĕлĕт пурăнакан вырăна тупсан — шăхăрт, вара эпир пурте вăранатпăр.

Каçхине Терук каллех хурала тухрĕ. Куç хупмасăр сыхласа ларчĕ вăл хура пĕлĕт таткине. Вăл курăнса кайсанах ун хыççăн кайрĕ.

Питĕ тĕттĕм вырăнта пурăнать хайхи хура пĕлĕт. Йывăçĕсем те кунта хура тĕслĕ. Пĕр пысăк читлĕхре пĕчĕк симĕс йывăçсем выртаççĕ. Çак йывăçсем хура пĕлĕтсене пурăнма вăй-хал парса тăраççĕ иккен, çавăнпа вăрлаççĕ те вĕсем йăмрасене.

Терук шăхличпе шăхăртрĕ те, йăмра ялĕнчи йывăçсем вĕçсе те çитрĕç. Хура пĕлĕтсем хăранипе чăл-пар саланса пĕтрĕç. Читлĕхри пĕчĕк йăмрасене каялла яла илсе кайрĕç.

Ирхине Терук макăрма пуçларĕ. Ăна йăмра курчĕ те:

— Эсĕ мĕншĕн макăратăн? Пĕчĕк йăмрасене хăтартăмăр вĕт. Хура пĕлĕтсем урăх ман яла килмеççĕ ĕнтĕ.

— Манăн киле каяс килет. Эпĕ шыв ăсма çеç килнĕччĕ, унтанпа вăхăт самаях иртрĕ.

— Юрать апла. Эсĕ хăюллă та маттур ача. Мана эсĕ пĕчĕк йăмрасене тупма пулăшрăн. Малашне те ырă ĕçсем тума тăрăш. Çын пурнăçĕ вăл питĕ кĕске, ырă ĕç тумалăх çеç. Мана каллех тыт та — киле таврăн.

Терук йăмрана тытрĕ те çăл патне тухса та тăчĕ. Витрисене йăтрĕ те ним пулман пек килнелле уттарчĕ. Килне çитсен шыв витрисене лартрĕ те амăшне ыталаса илсе çапла каларĕ:

— Каçар, аннеçĕм, эпĕ ик-виç талăк килте пулаймарăм, — терĕ.

— Мĕнле ик-виç талăк? Эсĕ шыв ăсма çеç кайса килтĕн вĕт.

— Мĕнле апла?

— Çапла, ывăлăм, ырă ĕçсем тăвакан çыншăн вăхăт питĕ хăвăрт иртет.

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Яруткина С.В. (2013-11-06 16:40:56):

Катя, маттур! Калав çăмăллăн вуланать. Ăнăçу сунатăп!

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Аксар Чунтупай (2013-11-06 22:29:43):

Маттур, Катя! Мана та килĕшрĕ калаву.

 

Аксар Чунтупай (2013-11-06 22:30:10):

Маттур, Катя! Мана та килĕшрĕ калаву.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Г.Зотова (2013-11-06 22:43:02):

Красноармейски вĕренекенĕсем çулленех интереслĕ хайлавсемпе савăнтараççĕ.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: