Улмуççипе йăмра тата чухăнпа пуян
Пурăннă тет ĕлĕк-авал пĕр чухăн хресчен. Çамрăкскер. Ашшĕ-амăшĕнчен уйрăм хуçалăха уйрăлса тухнăскер. Вăл юрăхсăра тухма пуçланă кивĕ те лутра çуртра çеç пурăннă. Хушăран çимелĕх çăкăрĕ те çитсе пыман унăн. Çăкăрне туянма укçи те пулман. Выçă вилесрен ăна пĕр пĕчĕк пахчи çăлнă. Телее, ку хресчен ĕçрен хăраман. «Эпĕ ĕçрен хăрамастăп, вăл хăй манран хăратăр», — тенĕ вăл.
Пĕррехинче, çуркунне çитсен, хресчен пахчана улмуççи лартма шут тытнă. Темиçе улмуççи лартатăп та — вĕсем ӳссе çитсен манăн сутлăх пан улми нумай пулĕ тесе шутланă вăл. Вара çĕнĕ çурт та лартма май килĕ, — вĕлтлетнĕ ун пуçĕнче ялан канăç паман шухăш. Çапла хăйĕн хуçалăхне тĕреклетме шутланă хресчен.
Кашни кун тенĕ пекех шăварнă хресчен улмуççие. Ытти ĕçрен пушă чух — кăпкалатнă. Улмуççи çитĕннĕ, кашни çулах шап-шурă çеçкене ларнă, анчах та çимĕçне паман вăл. Хресчен йывăçа касса пăрахма шутлать. Çак ĕçе хĕл каçсан тăвăп-ха тесе тăхтама килĕшет.
Сивĕ хĕл хыççăн каллех хаваслă та илемлĕ çуркунне çитнĕ. Улмуççи каллех капăр тумпа витĕннĕ: вăл шап-шур çеçкене ларнă. Качча каякан хĕр евĕр чатăрпа витĕннĕ тейĕн ăна. Ун çийĕн вĕлле хурчĕсем нăрласа вĕçнĕ. Хресчен кăçал та пулин çимĕç пулĕ-ха тесе улмуççие касса пăрахма шелленĕ. Кашни кун тенĕ пекех ун патне пырса пăхнă. Вăл кĕтни калăхах пулнă: йывăç çимĕç паман. Хресчен пуртă илнĕ те йывăçа пуртăпа пĕррех сулса янă. Анчах та тĕлĕнмелле япала пулса иртнĕ пахчара — алăри пуртă хуçăлса кайнă. Хресчен аллине сулнă та ӳстĕрех эппин тесе лăпланмашкăн хăй пӳртне кĕрсе кайнă.
Хресченшĕн йывăр кунсем çитнĕ. Ялти пуяна кивçене те кĕрсе пĕтнĕ. Аран-аран хĕл каçнă вăл. Çуркуннене куç пек кĕтнĕ. Акă юлашки юр та ирĕлсе пĕтнĕ, кайăксем те кăнтăртан вĕçсе килнĕ. Кĕçех унта-кунта сип-симĕс курăк шăтса тухнă. Пахча каллех илемленсе кайнă: улмуççи парне пама хатĕрленĕ шап-шур чечек çыххи пек пĕр чăмăра пуçтарăнса ларнă. Унра пĕр çылăх та çук тейĕн. Акă, кăçал пан улми çисе куратăпах ĕнтĕ тесе шутланă хресчен.
Ĕç хыççăн ĕç пуçланнă... Çу та иртсе кайнă. Кĕркунне çитнĕ. Пĕр ырă кун, хресчен улмуççи патне пынă та — тĕлĕннипе кăшт çеç кутăн кайса ларман. Ара, пан улми вырăнне туратсем çинче çичĕ ылтăн укçа йăлтăртатса çакăнса тăнă. Хăйсем варкăш çил вĕркеленипе черченнĕн кăна чăнкăртатнă. Хăйсем патне йыхăраççĕ тейĕн. Хресчен пĕр тăхтаса тăмасăр укçана пуçтарса илнĕ.
Тепĕр кунне кĕтмен çĕртен килнĕ телейпе кăмăл тулнă хресчен пасара çул тытнă. Вăл унта виçĕ ылтăн укçапа лаша туяннă, çĕр улми тата тырă сутăн илнĕ.
Ытти укçипе мĕн тумалла-ха тесе шутланă хресчен. «Çĕр туянас та кăçалах кĕрхи тырă акса хăварас», — тенĕ вăл. Çак шухăшпа вăл хайхи çĕрме пуян патне çул тытнă.
Пуян ăна тĕлĕнсе кĕтсе илнĕ: «Мĕн кирлĕ-ха ку чухăн хресчене манран? Каллех кивçен мĕн те пулин илесшĕн-и? Кĕркуннех кивçене пырать те — парăмне нихăçан та парса татаймĕ ак. Памастăп эп ăна урăх нимĕн те».
— Ырă çыннăм, эпĕ санран çĕр сутăн илесшĕн, параймăн-ши?» — тенĕ хресчен.
— Сан ăна илме укçу çук вĕт-ха.
— Пĕр ана илмелĕх çитет, — тенĕ хресчен. Вара виçĕ ылтăн укçа кăларса кăтартнă. Пуянăн кун чухлĕ укçа курнипе куçĕ-пуçĕ алчăраса кайнă, хăвăртрах килĕшнĕ. Çапла хресчен çĕрлĕ пулса тăнă.
Хресчене ăсатса яма пуян хăйĕн аслă хĕрне хушнă. Пукане пек хитре пулнă вăл: сап-сарă çӳçлĕ, тăпăлкка кĕлеткеллĕ, сăн-питне хĕрлĕ тĕс çапнă, пит çăмартине икĕ путăк илемлетнĕ. Калаçас та калаçас килнĕ унпа кăмăллăн.
— Эсĕ, сар пикем, мĕн ятлă вара? — ыйтнă çамрăк хресчен.
— Савтепи ятлă эпĕ, — хуравланă вăл.
— Яту та хăв пекех хитре-çке санăн. Тавтапуç ăсатса янăшăн. Мана Саватер теççĕ, — пупленĕ çамрăк малалла.
— Чипер кайăр! Татах килсе çӳрĕр пирĕн пата, — тенĕ хĕр упраç чăн чăваш йăли-йĕркипе.
Каччă чĕринче юрату хĕлхемĕ ялкăшма пуçланă. Тепĕр чух çĕр те çывăрман вăл. Савтепипе курнăçмашкăн сăлтав тупса час-часах çак пуян килне çитсе килме тăрăшнă.
Хресчен хайхи тырăпа сутăн илнĕ анана хуратса хăварнă. Çапла майпа майĕпен ура çине тăма пуçланă. Лаша ĕрчетме тытăннă. Çуллен пуçтарса илнĕ тырра Атăл тăрăх инçетри çĕр-шывсене ăсатма пуçланă. Юлнă пĕр ылтăн укçапа часах çĕнĕ çурт çĕклесе лартнă. Çурчĕ кермен пек пысăк та капăр пулнă. Тăррине тата чӳрече хашакĕсене эрешпе тĕрленĕ. Хапха тăррине автан ĕлкисемпе илемлетнĕ. Вĕсене пĕтĕмпех ылтăн тĕспе сăрланă. Ырă çынсене кĕме тата хаклă хăнасене йышăнма пусмаллă алăк (крыльца) ăсталанă. Кашни чӳречи умне кĕл чечек акса ӳстернĕ.
Хресченĕн халĕ пурте çителĕклĕ ĕнтĕ. Çемье çавăрма та вăхăт çитрĕ пуль тесе шутланă вăл. Савтепие çураçмашкăн евчĕ янă.
— Çак килте хаклă йышши пушмак пăру пур теççĕ. Туянма юрать-ши ăна пире? — тенĕ евчĕ чăваш йăли-йĕркипе килĕшӳллĕн.
— Пурри пур та — çитĕ-ши сирĕн укçăр ăна илме? — тенĕ пуян.
— Мĕн пуррине парăпăр, мĕн çуккине çитерĕр ĕнтĕ, — тенĕ кусем.
— Мана укçа кирлĕ мар, вăл тупра ман хамăн та çителĕклех. Эп илтнĕ тăрăх Саватерĕн пахчинче ылтăн укçаллă йывăç пуррине пĕлетĕп. Çавна парăр мана.
Нимĕн те тăваймăн. Юрату укçаран та хаклăрах. Килĕшет Саватер кунпа. Хулăм укçи вырăнне пултăрах тенĕ вăл.
Туй питĕ чаплă та шавлă иртнĕ. Хăнасем те нумай пулнă. (Сăмах май, ман йăхташ тăвансем те пулнă тет унта). Çак уяв пĕр куна мар, пĕр уйăха та мар, çулталăка пынă.
Куçарса лартнă улмуççи аванах вăй илнĕ, анчах та пуян ăна шăварман та, кăпкалатман та. Пĕр ирхине, çывăрса тăрсан, пуян йывăç патне пырса пăхнă — улмуççи йăмра пулса тăнă иккен. Çак вăхăтран пуянăн ĕçĕсем ăнса пыма пăрахнă, хресченĕн вара тата лайăхланса пынă.
Нумайччен савăнса, ача-пăча ӳстерсе çитĕнтеричченех тата вĕсене килтен уйăрса кăларичченех телейлĕ те килĕшӳллĕ пурнăçпа пурăннă тет Савтепипе Саватер. Савтепи ашшĕпе амăшне те пăрахман тет вĕсем — хăйсем патне пурăнма илнĕ, вĕсене виличченех пăхса усранă, тивĕçлипе çут тĕнчерен ăсатнă.
Кун иртет те ĕмĕр иртет теççĕ. Çын ĕмĕрĕнче нумай та пĕтет, сахал та çитет тесе ахальтен каламан çав ваттисем.
ÐкÑÐ°Ñ Ð§ÑнÑÑпай (2013-11-19 19:55:23):
Илемлĕ юмах. Манăн камăла кайрĕ.
Сăпайлă чăвашăн ĕçченлĕхĕпе ырă кăмăлне аван уçса парать. Тавçăрулăхĕ те çителĕклех унăн.
Татах та çырма тăрăш, Володя, çакăн йышши хайлав.