Улăпсен çĕршывĕпе туслашрĕç


Пурăннă тет пĕр çемье: ашшĕ, амăшĕ тата вĕсен Улăп ятлă ывăлĕ. Пĕррехинче вĕсем пурăнакан пӳрчĕ çине метеорит ӳкнĕ. Пӳрчĕ çунма пуçланă, чӳречисем чăнкăррр! кăна ванса кайнă. Ывăлĕ часрах урама чупса тухнă. Вăл ашшĕ-амăшне чĕнме пуçланă. Хирĕç никам та сас паман.

Пӳрчĕ хытă çунма пуçличчен вăл часрах киле кĕнĕ те ашшĕпе амăшĕ вилсе выртнине асăрхарĕ. Улăп хăранипе макăрса вăрмана чупрĕ. Чупнă вăхăтра вăл ачалăхри пурнăç саманчĕсене аса илчĕ. Мĕнле савăнаçлă, телейлĕ пулнă ун пурнăçĕ. Халĕ вара вăл пĕр-пĕччен юлчĕ, ăна никам та ачашламĕ, никам та йăпатмĕ, никам та пулăшмĕ. Пĕтĕмпех хăйĕн тума тивĕ.

Çапла шутласа вăл вăрман варринех çитрĕ. Чарăнчĕ. Çĕр çине выртрĕ те тата хытăрах макăрса ячĕ. Хăçанччен макăрнă-ши, астумасть — вăл çывăрса кайнă. Тепĕр кунне ир-ирех вăл хăйне валли йывăç тураттисенчен ӳпле хатĕрлеме тытăнчĕ. Туса пĕтерсен хырăм выçнине туйрĕ: çырла çиме кайрĕ. Çырла хырăма тутă тытмасть иккен. Вара вăрман кăкласа тырă-пулă акма шутларĕ. Какснă вăрманĕнчен пысăк çурт çĕклерĕ. Çавăн пек аталанса, ĕçе хăнăхса пычĕ Улăп.

Кĕркунне çитрĕ. Юр çума пуçларĕ. Сукмаксем юрпа витĕнчĕç. Улăпа сĕм вăрманта пĕччен пурăнма кичем пула пуçларĕ, тунсăх пуса пуçларĕ.

Пĕррехинче пĕр ватă çын вăрмана хăрăк-турат пуçтарма тухать. Авантей ятлă пулнă çак çын. Улăп ăна курчĕ те ун патне чупса пычĕ. Улăп — ырă çын. Пурне те пулăшать, никама та кӳрентермест. Çак ватă çынна та пулăшасшăн пулчĕ. Çынни патне çитсессĕн Улăп пулăшам-и тесе ыйтрĕ. Вара вăл Авантее 12 çул пурăнмалăх вутă хатĕрлесе парать. Вуттине хăех йăтса çитерме сăмах парать.

Хайхи çын Улăпа хăй патне пурăнма чĕнчĕ, «Эсĕ питĕ ырă çын пулни курăнать. Эпĕ те пĕччен пурăнатăп, мана та пулăшакан кирлĕ». Улăп савăнсах килĕшнĕ.

Улăп кунсерен мар, сехетсерен ӳснĕ. Питĕ çӳллĕ те маттур арçын пулса тăнă Улăп, пушар каланчи çӳллĕш пулнă вăл. Ун пек çӳлли те патварри таврара никам та пулман. Анчах та куншăн Улăп пĕрре те савăнман . Вăл хăйне çав тери телейсĕр туйнă. Çынсем пурте унран кулнă пек туйăннă ăна. Кун пек пурнăç ăна йăлăхтарса çитернĕ. Улăп нумай шутласа тăмасть, шыва сиксе вилес тесе шутлать. Акă Улăп çӳллĕ çыран патне пырса тăчĕ, куçне хупрĕ те аялалла сикрĕ, анчах та вăл шыва мар, темĕнле тĕпсĕр шăтăка сикрĕ иккен. Çав тери тарăн шăтăк пулчĕ ку. Пĕр талăк хушши вĕçрĕ Улăп аялалла. Анса çитсен пăхрĕ те Улăп — тĕлĕнсе кайрĕ. Йĕри-тавра çав тери пысăк çуртсем, йывăçсем тата çав тери çӳллĕ çырла тĕммисем. Унтан вăл çак çĕр çинче пурăнакан çынсене курчĕ те, савăнсах кайрĕ. Вăл вĕсенчен пĕрре те уйрăлса тăмасть иккен, пурте ун пекех çӳллĕ те патвар.

Улăп часах ку çынсемпе паллашрĕ, хăйĕн малтанхи пурнăçĕ çинчен каласа пачĕ. Улăп çĕр-шывĕнче пурăнакансем ăна хĕрхенчĕç, хăйсемпе пĕрле пурăнма хăварчĕç. Анчах та вăл хăйĕн ашшĕпе амăшĕшĕн питĕ тунсăхланă. Вĕсен вил тăприне çитсе асăнас килнĕ унăн. Çакăн çинчен вăл пĕррехинче хайĕн юлташĕсене каласа парать. Вĕсем нумай шутласа тăмаççĕ, парăслă карапĕ çине лараççĕ те Пысăк Çĕр еннелле каяççĕ. Çĕр çинчи çынсем малтанах вĕсем патне çав тери пысăк карап кĕрлеттерсе килсен хăраса ӳкеççĕ. Анчах та Улăпа курсан, вĕсем савăнса каяççĕ. Авантей те ăна курсан питĕ хĕпĕртерĕ, ял çыннисем те унпа мухтанчĕç .

Улăппа юлташĕсем ял çыннисене хăйсен çĕршывне илсе кайса кăтартма шутларĕç. Часах хăйсен капмар çунатлă карапĕ çине 77 çынна лартса Улăпсен çĕр-шывне кайрĕç.

Улăпсен çĕр-шывĕнче пĕтĕмпех капашсăр пысăк. Çурчĕсем тӳпене çити çĕкленеççĕ. Урамĕсем 12 çухрăм сарлакăш. Çыннисем пуян пурăнаççĕ: кашни Улăпăн хăйĕн карап, пысăк кермен. Керменĕсенче пĕтĕмпе ылтăн-кĕмĕлтен. Çичĕ кун хушши курса çӳрерĕç вĕсем. Анчах та килшĕн, тăван еншĕн тунсăхлама пуçларĕç Пысăк Çер çыннисем. Паллах, Улăпсем татах пăхма хатĕрччĕ хăнасене. Килте лайăхрах терĕç те Улăпсене ăсатса яма ыйтрĕç. Киле чиперех çитрĕç вĕсем.

Çапла вара Çĕр çинче пурăнакан çынсемпе Улăпсем туслашса кайрĕç.

 

Ку калава çырма çавăн пекех Денис Михайлов (7кл, 2013, чӳк) хутшăннă.

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: