Кушакпа йăмра


Ялта кашни килтех кушак пур. Тимруксен çемйи те кушака питĕ юратать. Вĕсен пурĕ виçĕ кушак. Вĕсем виççĕшĕ те пĕчĕкренех пĕрле выляса ӳсеççĕ. Вĕсем пĕринчен тепри хитререх. Çавăнпа та çурасене кайса пăрахма шел тесе виççĕшне те усраççĕ.

Пĕррехинче кӳршĕ хĕр ачи Лисук Тимруксем патне выляма пырать. Ачасен вăййине кушаксем те хутшăнаççĕ. Хĕрсе вылянă вăхăтра хура тĕслĕ кушакки Лисука чĕрмелесе пĕтерет. Лисук чăтайманнипе сасăпах макăрса ярать. Çакăншăн Тимрук кушака ятласа та илет, пӳрнепе юнаса: «Ачасене тивмелле мар, хитре вылямалла, вĕсем сире юратаççĕ вĕт. Акă эсĕ халь Лисука кӳрентертĕн, вăл сан пата урăх выляма килмест», — тет.

Хăй ашкăнса вылянишĕн кулянса кушак пӳртрен тухать те ансăр сукмакпа вăрманалла утать. Пырсан-пырсан вăрман хĕринчи пĕр йывăç патне çитсе чарăнать. Пуçне çĕклесе пăхать те — хăй умĕнче йăмра тăнине курать. Савăнса кайнипе унпа калаçма пуçлать:

— Ырă кун пултăр, йăмра!

— Саншăн та кунĕ ырă пултăр, кушак!

— Сана кунта кунĕн-çĕрĕн пĕччен ларма кичем мар-и?

— Мана пĕччен ларма килĕшет. Эпĕ хăнăхрăм ĕнтĕ.

— Мана та вĕрент-ха пĕччен пурăнма.

— Юрать. Вĕрентетĕп. Хальлĕхе вара ман турат çине хăпарса вырт та çывăр. Эсĕ ывăннă, санăн канмалла.

Ирхине кушак хĕвел çутипе вăранса каять. Турат çинчен анать те йăмра çинелле сăнаса пăхма пуçлать: унăн пĕччен пурăнма вĕренмелле-çке.

Часах йăмра йывăççи çине пĕр кĕтӳ кайăк вĕçсе килсе ларать, тĕрлĕ сасăпа илемлĕ юрă шăрантарма пуçлать. Ытла та хитре-çке кайăк юрри!

Кушак кайăк-кĕшĕк юррипе нумаях киленеймерĕ — йăмра вĕсене хăваласа та ячĕ. Кушак тĕлĕнсе çапла ыйтать:

— Йăмра, эсĕ илемлĕ юрлакан вĕçен кайăксене мĕншĕн хăваласа ятăн?

— Манăн сана пĕччен пурăнма хăнăхтармалла, вĕсем вара кансĕрлесе çӳреççĕ, — хуравлать йăмра.

Кун иртет. Каç пулать. Кушак çĕр каçма тесе йăмран лăпăска туратти çине хăпарса выртать. Часах çумăр чашлаттарса çума пуçлать, аслати авăтса ярать. Кушак йĕпенсе-шăнса кайнипе чĕтрене ерет. Шеллет йăмра кушака, хăйĕн чи пысăк туратти çинчи шăтăка кĕртсе вырттарать.

Кунта чăнах та ăшă иккен. Кушак шухăша каять: «Пĕччен пурăнма питĕ йывăр иккен. Йăмра пулман пулсан эпĕ хальччен темле пурăнкалаттăмччĕ ĕнтĕ. Манран пĕччен пурăнасси пулмасть пулмалла. Йăмра вара ĕмĕрĕпех пĕччен кашласа ларать. Вăл пурăнать вĕт-ха. Йăмра вăйлă, çӳллĕ, çирĕп. Вăл ыттисене те хӳтлĕх пама пултарать, эпĕ вара…»

Тепĕр темиçе кунран юр çума пуçлать. Кушак ирхине вăранса каять те хăйĕн шăтăкĕнчен тухса çĕр çине анать. Кăпăшка юр çинче выртса йăваланать, çăвăнса тасалать. Çӳлтен ӳкекен юр пĕрчисене çăварне хыпасшăн сиккелет. Йăмра йывăççи тавра темиçе хут чупса çаврăнать те каллех хăй шăтăкне кĕрсе выртать.

Хĕл хыççăн çуркунне çитет. Çанталăк ăшăтать. Кушак та шăтăкран тухать. Хĕвел питтинче хĕртĕнсе выртать, йăмра çулçисемпе вылять, çĕр çинче чупкаласа çӳрет, çырла тупкаласа çиет.

Çулла çитсен кушак йăмрана çапла калать:

— Йăмра, эпĕ сан патра нумай пурăнтăм. Тавах сана ырă кăмăлушăн! Эпĕ пĕччен пурăнма вĕрентĕм ĕнтĕ. Сана урăх чăрмантарас мар тетĕп.

— Малтан эпĕ пĕччен пурăнма хăнăхнăччĕ, халĕ санпа пурăнма хăнăхрăм. Мана пăрахса ан хăварсам, кушак. Пĕччен пурнăç — пурнăç мар, — тет йăмра йăваш сасăпа.

— Эсĕ те маншăн чи çывăх тус пулса тăтăн. Эпĕ те санпа пурăнма хăнăхрăм. Эсĕ чăн-чăн йăмра, чăн-чăн йывăç. Санран хакли, санран çывăххи маншăн урăх никам та, нимĕн те çук. Эпĕ хаваспах юлатăп, — тет кушак савăнса.

Тĕрĕс турĕ-ши кушак? Эсир мĕнле шутлатăр? Эпĕ кушак та, йăмра та тĕрĕс турĕç тесе шутлатăп.

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Аксар Чунтупай (2013-11-16 14:00:47):

Ăса вĕрентекен хайлав.Маттур !

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: