Халиччен
Дилетант эп пулнă халиччен:
Умрине сăнанă эп çӳлтен.
Ту çинчен пăхса тăма аван.
Таврари йăлтах курнать кунтан:
Хир, вăрман, кĕтӳ, йăмраллă ял.
Чи çӳлли эс, ыттисем — аял.
Пурпĕр нимĕн те куçа шартмасть.
Уйрăмăн нимех те палăрмасть
Таврана сăнанă чух çӳлтен.
Дилетант эп пулнă халиччен...
Эп пĕрре шыранăн такама,
Çитрĕм акă симĕс лапама.
Сарăлмасть ытлах кунтан инçет.
Çывăхри, умри тĕлĕнтерет:
Хумханать пуç уснă шур чечек,
Савăнса ирттернĕ яшлăх пек.
Сарăлса ӳсет кăшкарути.
Хăй кăна курасшăн кун çути.
Акă шăнкăрав чечекĕсем,
Кама йыхăраççĕ-ши вĕсем?..
Ĕшĕнсессĕн вырт эс тăсăлса.
Тутлă шăршă кайнă пылланса.
Кур, сăна: тапать çăра сĕткен.
Вăл çĕр юнĕ, сĕчĕ çĕр-аннен.
Вăл чупать чечекĕн тунинче,
Пурнăç çук сĕткенсĕр çĕр çинче.
Кĕнекине тимлĕн вулама
Çĕр чĕнет мана тек лапама.
Тусăмсем, мана эсир ĕненĕр.
Çӳллĕше çухатнă çын, ан тейĕр.
Шухăшсем
Get visitors who fit your business, not ...
Most website owners struggle with traffi...
Most website owners struggle with traffi...
What if your website traffic actually ma...
I've been trying online casinos recently...
НУРНАТПАР-ХА ТЕСЕ ПЁРИ КАЛАНА вара ...
Мĕнле пулнă, çаплипех тăрать, заблокиров...
Тархасшăн çак ухмахсен шухăшĕсене тасатă...
Сергей Юшков - Етĕрне районĕнчи Атликаси...
Лайăх сăвă ачасемшĕн...