Чăваш çĕршывĕ
Аваллăх сĕмĕн тĕпĕнче
Чĕнми выртать чăваш çĕршывĕ,
Мĕскер курать тĕлĕкĕнче?
Çутта тухма хăçан çул хывĕ?
Хăçан вăранĕ ыйхăран?
Ытла та вăрăм ĕмĕр каçĕ.
Ирĕклĕхе куç хывасран
Ăна çывратнă пусмăр влаçĕ.
Пăтпа виçеймĕн нушана.
Куççуль çырми вĕçне çитеймĕн
Чăваш! Шăпа картмасть сана.
Октябĕре çитме инçе-мĕн.
Курман эс ырлăх ĕмĕрте.
Çын шутĕнче хăçан эс пулăн?
Çитмен саманчĕ, Чĕмпĕрте
Çуралайман-ха çĕнĕ улăп.
Çапăçура ялав йăтма
Хăçан тĕртес вут тĕслĕ пурçăн?
«Аврора» туппине тума
Шăратайманччĕ çирĕп хурçă.
Кун çитрĕ.
Юнлă ăмăрткайăк
Тăкне вĕçтерчĕ çил çине.
Кам курнă хĕн, кам пулнă тайлăк,
Çав тупрĕ хăйĕн телейне.
Пăра ватсассăн Атăл хумĕ,
Çулла килсен тăван каса,
Юратнă Ленин автономи
Пире пиллерĕ ал пусса.
Çав тивлетпе пурнатпăр сывă.
Ĕмĕтленни чăн пулнăран,
Хăй мухтавне Чăваш çĕршывĕ
Çĕклерĕ çăлтăрсем таран.
Пур тивĕç пирĕн савăнмалăх.
Туслашрĕ пирĕнпе кунçул.
Хăй çĕрĕнче пурнать ман халăх
Хуçа пулса çул хыççăн çул.
Килес кунсемшĕн тав тăвам-и,
Çулпуç, сана сума суса?
Пире пиллерĕн автономи.
Яланлăх патăн ал пусса.
Шухăшсем
Boost your Chuvash website’s traffic wit...
Attract more leads for your chuvash...
Ready to drive targeted visitors to your...
Повысьте эффективность своего производс...
Is low website traffic holding you back?...
Struggling to get the right visitors to ...
Struggling to get targeted leads to your...
Лазерный уровень легко помещается в су...
Повысьте эффективность своего производс...
Лазерный уровень легко помещается в су...