«Хăш чух пулать — мал ĕмĕт çук...»
Хăш чух пулать — мал ĕмĕт çук,
Хура сăнсем çеç куç тулли.
Асту-ха:
Хĕрĕх пĕрмĕш çул.
Вырсарникун. Çĕрпу хули...
Чан сасси пек кĕрлет хыпар.
Йĕпху çăвать те, пылчăк шĕвĕ.
Питсем çинче — çук, куççуль мар,
Çитмен-ха вăхăт — çумăр шывĕ.
Килте сывпуллашма манса,
Коммунистсем çула тухаççĕ.
Алхапăл кутамкка çакса,
Военкомат енне чупаççĕ.
Васкаççĕ инкесем хыçран,
Хулпуççисем чĕтреççĕ вĕттĕн.
Вĕсем çине çак самантран
Кунçул шăпи тиенчĕ пĕтĕм.
Хула йĕпеннĕ çумăрпа,
Тӳпи те унăн хутлă-хутлă.
Малтанхи хут шăп ушкăнла
Утатпăр митинга пĕр шутлăн.
Сăмах калаççĕ васкавар,
Кун пек хĕрӳ пулман та пулĕ.
Кашни сăмахĕ шĕл-кăвар, —
Тăшманшăн вăл — йĕтре те пуля.
Вăрçа кайма хушать чĕре:
Туссем, ыйту çыратпăр, атьăр.
Пурин те ĕмĕт-шут пĕрре:
Çĕршыв хушсан, вилме те хатĕр!
Ав пĕр студент тухать вăр-вар.
Ун тавралла çап-çамрăк ушкăн.
— Фронта каймашкăн ирĕк пар! —
Хĕрӳллĕ шав тăрать пĕр хушă.
Вăл пурнăç илемне пĕлет.
Ăна çăлма мел тупрĕ пулĕ.
...Асап чухне асил, поэт.
Эс пулнă — çавă доброволец!
Шухăшсем
Квиз — это увлекательная игра-викторина...
Get more leads for your chuvash...
Квиз — это увлекательная игра-викторина...
Вы ищете способ эффективно утилизироват...
Get more leads for your chuvash...
Imagine if chuvash...
Вы ищете способ эффективно утилизироват...
Is your chuvash...
Get more leads for your chuvash...
What if chuvash...