Çулсем иртсен
1
Санпа пулсан, тен, килĕç парăссем,
сарлакаланĕ, тен, çӳлти тӳпе,
каллех çап-çуттăн иртĕç, тен, çилсем
тĕлĕкĕмри çут тинĕс хĕррипе.
Тен, ту çинчи сенкер сулхăнсенче
тинкерĕп эп пулас çулăмсене,
тен, тинĕс хĕрринчи хуласенче
ас илĕп çут хулсен йĕррисене?
Тен, эс çавах маттур, тăван этем,
тен, сан тĕлĕкӳсем вĕри, таса?
Эс ача чух тинкренĕ хăяхсем,
тен, хумханаççĕ ыйăхна татса?
Сана эп ватăлма парасшăн мар,
упрасшăн эпĕ санăн кун-çулна.
Чун çӳллĕшне епле-ши палăртар?
Пĕрле, тен, упраяттăмăр ăна...
Çак çĕр çинче пурăннă чух пире
шухăшпала та уйрăлма çырман.
Ма пĕрле мар? Пĕрле-çке — тĕнчере!
Кун пек вăя ретрен парса тухман.
2
Пире пултарĕ Блок та вăй пама.
Эпир санпа çухалмăпăр нихçан.
Сан ятупа каçарнă эп хама,
эп сансăрăн хама айăпламан.
Çут тĕнчене — сăмах пӳрнишĕн тав.
Вăл пуррипе çак аслă çĕр çинче
пур чыслă та сăваплă пĕр сăлтав —
санпа пĕрле пулма сăввăмсенче.
Паллах, эс кирлĕ — çын пекех мана, —
сан сассуна илтесчĕ пӳлĕмре,
тусем çинче сăнасчĕ сая хулна,
эс пуррине пĕлесчĕ тĕлĕкре.
Анчах эп ятламастăп шăпама.
Эс пуррипе эп лăпкă та таса.
Сан ятупа чĕнетĕп эп хама
çакна эс çеç ăнланнине туйса.
Шухăшсем
Prakticke triky do domacnosti — https:...
En losning uden besv?r — https://www.....
Descubra um novo truque para sua rotin...
Ideje za brže i bolje rezultate — http...
Attract high-quality visitors to your si...
Ever thought how chuvash...
Idei inteligente pentru via?a moderna ...
Poboljsaj svoju rutinu uz jednostavan ...
What if chuvash...
When it comes to reliable residential an...