Хăйма Энтрийĕ
Эпир унпа нумаях пулмасть суту-илӳ центре умĕнче тĕл пултăмăр.
Квас илес тесе шартарса пăхакан хĕвел айĕнче пиçĕхсе тăратăп. Пăчă, сывлама та çук сасçим.
Сасартăк тахăшĕ лап! тутарчĕ савук пек сарлака, йывар аллипе хул пуççирен. "Кам шуйттанĕ ашкăнать-ши ĕнте?" — шутлатăп тарăхса. Çаврăнса пăхрăм та... хам куçăма хам ĕненместĕп: Арлан Энтрийĕ!
Чылай çул каярах, хулари профессипе техника училищинчен вĕренсе тухнă хыççăн, эпир унпа пĕр заводра, пĕр цехрах ĕçленĕччĕ: эп — токарь, вăл — слесарь. Анчах нумаях тытăнса тăраймарĕ. Кĕçех ăна пĕр хушă аппаланкаланă хыççăн кутĕнчен тапрĕç: марш кунтан, эрех пăкки, шăршу-маршу ан пултăр!
Çавăнтанпа курманччĕ-ха эп Энтрие. Халь акă... Аçтан-муртан йăтăнса аннă вăл?
— Мĕн "хунарусене" ялкăштарса тăратăн, Макçăм, паллаймарăн-им?! — ахăрчĕ юлташ тени ылтан шăлĕсене кăтартса.
— Палласса палларăм та-ха... Ытла тăрук, пăр кĕтмен çĕртен пулчĕ те...
— Çапла, курманни çур ĕмĕр! Итле-ха, тăванăм, мĕн çухатнă эс кунта? Ма çак 30 градуслă шăрăхра хăвна ху çатма çинчи пулăлла ăшалатăн?
— Ара... арăм квас илме ячĕ те... — мăк-мак тукаларăм эпĕ самаях "хума" ĕлкĕрнĕ Энтрирен хăпас шутпа.
— Квас? — хĕвелтен хӳтĕлекен хура куçлăхне тĕккелерĕ Арлан ывăлĕ. — Апла тăк ма кунта тĕлĕрсе тăратăн?
— Тата ăçта тăмалла? Курмастăн-им, черет...
— Черет? Черет вăл, хаклă тусăм, манпа саншăн мар — плебейсемшĕн! Эпир вара — элита, так сказать, опчествă хăйми!
Энтри ман алăри бидона тăпăлтарса илчĕ те маларах тăракансене чавсипе тĕксе-хирсе сутуçă патнелле талпăнчĕ:
— Сирĕл, хура халăх!.. А ну-кă, папаша, çул пар! Унсăрăн шивă-тва такана хырăмунтан ачашласа яратăп.
— Каскăн!.. Хулиган!.. Сĕмсĕр!.. — шавласа кайрĕ черет. — Ăçта милици? Чĕнсе килĕр хăвăртрах!
— Çиччас чĕнтеретĕп! — кувалда пысăкăш чăмăрне çĕклерĕ Энтри. — Çакна курнă-и? Эс пур Чечняра хура кутсемпе çапăçса сывлăхна çухататăн, вĕсем вара, çара пакарталлă шăркасем... А ну, сирĕлĕр хăлха чикки туянас килмесен!..
Тепĕр темиçе минутран Арланов мана тулли савăта тыттарчĕ те:
— Вăт, пулчĕ те! — терĕ черетре пăшăхса тăракансем çине мăнаçлăн пăхса. — Атту кур-ха эс вĕсене, нормальнăй çынсене те паллами мăнтăрланса кайнă...
— Эс, Энтри, чăнахах та Чечняра пулнă-им? — ыйтрăм кăштахран.
— Çапла мар-и! Мĕн çухатнă эп унта?
— Ара, пит паттăррăн, танк пекех çĕмĕрсе кĕрсе кайрăн та.,.
— А какшă! Хальхи саманара çĕмĕрмесĕр май çук, Макçăм. Унсăрăн наччас ĕнсе çине хăпарса лараççĕ. Анлантăн-и?
— Анланасса ăнлантăм та-ха, анчах хăвна сусăр çын вырăнне хуни, вĕсен правипе усă курни... Ку вăл симулянт пулнине пĕлтерет вĕт-ха? Енчен те инвалид удостоверенине кăтартма ыйтнă пулсан?
— Кам ыйтать, çав сурăхсем-и? — шăртне тăратрĕ Энтри. — Вĕсене хăть кашкăр пек пĕрерĕн-пĕрерĕн пăвса пăрах — иттуш шарламаççĕ.
— Ку çаплах вара, — килĕшрĕм эпĕ. — Кăнтăр кунĕнчех çапса ӳкерччĕр сана, мăка çĕçĕпе пусчăр — никам та çывăха пымасть, никам та хӳтĕлемест. Ку юрĕ-ха... Çапах та ăçтан-муртан сиксе тухрăн эе? Мĕнле килсе лекрĕн кунта?
— Мĕн мĕнли унта, халь çак районта — хулан çурçĕр хĕвеланăç енче пурăнатăп. Виçĕ пулĕмлĕ "хушшĕмре" рехетленетĕп. Лоджи, телефон, юман паркетлă урай, çара кутлă хĕрсене кăтартакан аппаратура... Кунсăр пуçне дача пур, çăмăл мешина-иномарка. Ну, хăйне кура хакĕ те хытах çыртрĕ: хваттершĕн кăна виçĕ миллион силлерĕм.
— Ай-уй! — сывлăш пӳлĕнчĕ манăн. — Ăçтан тупрăн вара ун чухлĕ укçа?
— Ак çак хуран ĕçлесен, — пуç купташкине таклаттарчĕ Энтри, — ытларах та тупма пулать. Ахальтен патшалăх ертуçисем иккĕмĕш НЭП туса пачĕç-им пире?
— Апла тăк, эп ăнланнă тăрăх, халь эс... слесарь мар? Заводра ĕçлеместĕн?
— Хм-м... Слесарь... Ну каларăн та, Макçăм! — пуçне сулкаларĕ Энтри.
— Сурнă эп вăл пилĕк пуслăх тусанлă-вараланчăк ĕç çине! Коммерсант тесен — урăх калаçу, кунпа килĕшме пулать. Тĕрĕсрех — хăйне евĕрлĕ ăста эп, унталла-кунталла чупаканни. Хам пуçлăха ăçтан май килнĕ унтан дефицит япаласем тупса паратăп. Кунта вара çав калăмлă тавара хаклă хакпа ярăнтаратпăр.
— Авă мĕн, — тĕлĕнтĕм эпĕ.
— А какшă! Эс пур...
— Эп пур — темиçе тенкĕшĕн нушаланатăп. Эсремет хырăмĕ вара кашни кунах виçĕ хутчен ням-ням ыйтать. Хам çеç пулсан — айта, çăва патнеччĕ. Çемье-çке-ха! Пурне те тăрантармалла, тумлантармалла...
— Сначăт, халĕ те иртен пуçласа каçчен станокпа "сухалатăн"?
— Мĕн тăвас тен, — хашлатрăм эпĕ, — Тур çырнинчен иртеймĕн.
— Э, ытлашши ан мĕскĕнлен, Макçăм! — хăпартланчĕ Энтри. — Турру çине те чихать ту! Простă çӳлтен такам çуллă татăк пăрахса парасса кĕтсе лармалла мар. Мĕнле калаççĕ-ха: пулă тарăн авăр, этем ăшă вырăн шырать теçсĕ-и? Вăт-ват, çалла пулнă — пулать те! Чим-ха, тен, сана хамăр пата вырнаçтармалла? Шеф — манăн çывăх кореш, хирĕç пулас çук.
— Ненай, — иккĕлентĕм эпĕ, — пиçейĕ-ши манран?
— Пиçет! — хĕрӳленчĕ Арлан ывăлĕ. — Ман помошник пулатăн... Андрей Прокопчпа не пропадешь! Настоящи çын тăватăп санран! Халь вара... Халĕ тĕл пулнă ятпа çичĕ çăлтăрлă пĕр кăвакалне майлăпăр. Çумрах! Тинтерех çеç гастрономран туянса тухрăм.
— Вăл пулĕ те-ха, Андрей Прокопч, анчах та...
— Мĕн тата? Кун пек çĕрте ĕçме хăнăхман тесшĕн-и? А кам сана кунта тет? Ман пата каятпăр! Хам керменĕме кăтартăп. Керменĕ керменех мар та-ха, анчах хальлĕхе ку та аптрамасть. Тепĕр ик-виçĕ çултан чаплă коттедж хăпартса лартас шут пур... Ну, тавай, уксахларăмăр! Ан хăра: инçе мар, юнашарах. Этемле шăкăл-шăкăл калаçса ларăпăр, пулса иртнисене аса илĕпĕр.
— Тавах чĕннĕшĕн, Прокопч. Анчах эп ун пек-кун пеккипе аташма пăрахнă. Юрамасть: чĕре...
— Юрать, Макçăм, юраман япала çук! — капăртатрĕ Энтри. — Папанов артист калашле, ямăттине язвенниксемпе трезвенниксем те хĕпĕртесех лĕрккеççĕ... Сначĕт, пымастăн?
— Тепĕр чух, Андрей Прокопч, сывлăх самайлансан.
— Ну латнă, хăвăнне ху пĕл. Чао!
Манран хăпса "çĕнĕ НЭП коммерсанчĕ" Гузовский урамĕ еннелле таплаттарчĕ. Ятлă-шывлă пуçлăх пек патваррăн, сулăмлăн утрĕ вăл.
Тепре хăçан тĕл пулăпăр-ши эпир унпа, пĕр юханшывăн икĕ çыранĕ? Пĕлместĕп, калама хĕн...
Влад Маскай (2019-05-12 03:22:47):
...пурнăçрн, пурнăран! Мĕн тери ăсталăхпа персонажсен калаçăвне - диалогне кăтартнă! Сывлăш çавармасăр тенĕ пек вуласа тухрăм. "Иккĕмĕш НЭП,-тени мĕне тăрать?! Чăн та çаван пекех пурăнаттăмăр 90-мĕш çулсенче... Малалла мĕн пулнă-ши текен ыйтупа уйрăлтăм калавпа. Шел, ытла кĕске. Автора - таймапуç!