Танюк пичче
Танюк пичче паян мĕн иртенпех туллашса çӳрет. Каç ăна арăмĕпе ывăлĕ кӳрентернĕ.
— Кăçал паранкă нумайтарах лартатпăр, паçма вырăнĕ çине çеç мар, уя та лартатпăр, — тенĕ арăмĕпе ял хуçалăх кружокĕнче члента тăракан вун сакăр çулхи ывăлĕ.
— Çук, лартмастпăр, — тет Танюк пичче. — Сире уйри анасене паранкăпа варлаттармастăп эпĕ. Халь, хам сывă чухне, мана арăм-ывăл тавраш вĕрентнĕ ан пултăр! — тенĕ.
Лешсем çаплах чарăнман. Танюк пиччене паранкă çинчен тăнлантарсах тăнă.
— Мантăн-им, анкă-минкĕ, выçлăх çула? Епле Малти-касри Кĕçтенккиех паранкă нумай лартса выçса вилесрен хăтăлса юлчĕ, е?
— А эпĕ выçăпа вĕлертĕм-и вара сире? Кĕçтенкки, Кĕçтенкки, — йĕкĕлтесе арăмне хирĕçленĕ Танюк пичче. — Кĕçтенккию пит хаклă пулсан, кайса пурăн эппин унпа! Вăл пултарать, вăл вĕт хăйне шур сухал пусса илнĕ пулсан та кăмсамулсемпе явăçса çӳреме вăтанмасть, тьфу!
— Кирек мĕн ту, атте. Аннепе иксĕмĕр эпир уя паранкă лартатпăрах.
— Çук, лартаймастăр!
— Лартатпăр!
Чунĕ чăтайми килсе туллашнипе çумĕнче ларакан арăмне çапса яма тăнă вара Танюк пичче. Анчах ват çын — ват çынах. Çирĕп ывăлĕ Танюк пиччен çапма сулăнакан аллине ярса тытма ĕлкĕрнĕ. Çавăн хыççăн Танюк пичче çине арăмĕ çилленсе кайса каç пулсан пĕрле çывăрман. Танюк пиччене урайĕнче хыт çĕртех çывăрма лекнĕ. Арăмĕ ăна тӳшек çине яхăнне те яман.
Çавăнпа мĕн иртенпех паян хытă туллашса çӳрет Танюк пичче. Ĕç тунă çĕрте ĕçĕ пулмасть: унта кĕреплине тытрĕ, анчах асăрхамасăр кĕрепле шăлĕсем çине килсе пуснăран, кĕрепли пуçран килсе çапрĕ, тепĕр çĕрте кĕрепли алла кĕмест. Халь вăл сӳрене çавăрса пăрахнă та пĕр хуçăк сӳре шăлĕ вырăнне çĕнни туса лартма тытăннă. Анчах ĕç малалла шумасть. Чĕре çине темĕскер килсе тăвăннипе ăста алă та ăстасăрах тухса кайнă.
— Вăт вĕт ку чухнехи самана... Ĕçлессе те ху пĕлнĕ пек ĕçлемелле мар-çке ĕнтĕ — арăмпа ывăл алли вĕççĕн ĕçлемелле. Пурнăç-и ку? Тьфу! — паян алла ларман пуртта çĕре илсе çапрĕ Танюк пичче.
— Ара, ку путсĕр арăма мĕнле ăса кĕртес. Невушлĕ паян та çĕрте асап кăтартса вырттарĕ вăл мана?
Ĕçе пăрахса хĕвелпе кил картиш тăрăх ерипен аршăнласа кайса хăй хапхи умне тухса тăчĕ Танюк пичче. Унталла-кунталла пăхкаласа тăрать: ачашланса аялалла сулăнакан хĕвел çине, кӳршĕ хапхи-картисем çине, хăй пӳрчĕ умĕнчи чăпăкланакан ватă йăмра çине пăхать.
— Та-а... çур акине тухма ыран-паян вăхăт, — кăшт лăштанса чăпăкланакан йăмрапа йăпанса калать Танюк пичче. Унтан ун пуçне темшĕн, çур аки çинчен шухăшласа кайнă çĕрте, хăй сисмен çĕртенех Малтикаса кайса килес шухăш килсе çапăнать, Кĕçтенкки патне...
— А, чăнах, ма кайса килес мар? Пĕр-ик сăмах калаçнипех ун майăн эпĕ те сĕт типмен çамрăксемпе явăçсах каяймăп-ха. Тьфу! çамрăк амакĕ.
Хапха умĕнчен хăвăрт тапранса Малтикаса анса кайрĕ Танюк пичче.
* * *
Хĕвел анса ял çине çурхи чĕрĕ сывлăш килсен Танюк пичче те каялла персе çитрĕ. Алăк тăпсине ерипен тытса алăка уçрĕ те пӳрте кĕрсе тăчĕ. Пӳртĕнче сĕтел хушшинче арăмĕпе ывăлĕ çемçен калаçса яшка çисе лараççĕ. Анчах Танюк пичче пӳрте кĕрсенех вĕсем иккĕш те темшĕн калаçма чарăнчĕç.
— Кĕçтенкки патĕнче пултăм, — терĕ сасартăк Танюк пичче. — Вăл паранкинчен питрех пĕлтĕр чĕкĕнтĕр тавраш та нумай акса тунă-мĕн... Çапла, Хветуççа, — арăмĕ çине йăвашшăн пăхса тата калать Танюк пичче. — Чăн калан-мĕн эсĕ. Выçлăх çул, чăнах та, паранках çăлнă тет-мĕн ăна. Çапла, çапла, пирĕн те паранкă акмалла. Чĕкĕнтĕр таврашне акас. Пĕр пĕчĕк вырăнтах утмăл пăт чĕкĕнтĕр тавраш туса илсе кăçал выльăхсене хĕл каçартăм тет вăл, хайхи, Кĕçтенкки. Акас, акас, пирĕн те акас. Ак ыран хамах агроном патне вăрлăхсем шырама каятăп. «Çавăн патне кай», — терĕ Кĕçтенкки.
Çаплах тĕлĕнсе пăхса тăракан арăмĕпе ывăлĕ умĕнче яшка çирĕ Танюк пичче. Унтан сĕтел хушшинчен ерипен тухса виçĕ хутчен хĕрес хывсан, çиелти кĕпепе шаравара хыврĕ те тек ним чĕнмесĕр арăмĕ сарнă тӳшек çине йăпшăнса кĕрсе выртса тăлăппа витĕнчĕ.
Амăшĕпе ывăлĕ пĕр-пĕрин çине пăхса вăрттăн кулса илчĕç.
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...