Петрушӑн сăхман çук
I
Петруш, иккĕмĕш çул шкула çӳрекенскер, ял вĕçĕнчех пурăнать. Хĕлле шкула çӳреме питĕ хĕн Петруша: ни шкулĕ ялăн тепĕр вĕçĕнче, ни ăшă тумтир çук Петрушăн.
— Пăрахан пулĕ, ачам, шкула çӳреме, — тет хăш чух-не ăна амăшĕ, — шăнса пăсăлăн та, вара эпĕ пĕчченех тăрса юлăп... Айта, кил хушшинче мĕнле те пулса ăшă тумтирсĕрех хĕл каçăпăр.
— Çук, анне, шкула çӳреме тем тусан та пăрахмастăп эпĕ, — тет вара хирĕç Петруш. — Хут-çырăва, ăсталăха пĕлмен çынтан усси сахал: ни çынна, ни хăйне. Çук, вĕренме пăрахмастăп эпĕ...
— Çапла та-ха, ачам, ăна эпĕ те пăртак сисетĕп те, — тет вара татах амăшĕ. — Шăнса пăсăлăн-çке-ха — çавăнтан хăратăп...
Паян ытти кунсенчен нумай сивĕ. Петрушсен пĕртен-пĕр чӳречи темиçе тĕслĕ темĕн татăкĕш шăнса ларнă. Урамра чӳрече хыçĕнче вăйлă тăман вĕçтерет: чӳрече хуппине шаккать, алăка килсе тĕртет.
— Ай, мĕнле çитес-ши паян шкула, — терĕ Петруш алăк умĕнчи сак çинчен тăрса, ура сырма тытăнса. Амăшĕ, тахçанах тăрса пӳрте улăм илсе кĕрсе кăмака хутса яма ĕлкĕрнĕскер, Петруша каллех ӳкĕтлеме пуçлать.
— Пăрахан пуль, ачам, шăнсах вилĕн каплипех çӳресен, — тет.
— Çук, пăрахмастăп, — тет Петрушĕ.
— Апла пулсан хăть паянлăха та пулин ан кай шкула, — тет каллех амăшĕ.
— Çук, паянлăха та юлмастăп, — тет хирĕç Петруш.
Çилленет пăртак амăшне Петруш: «Мĕнле ăнланаймасть-ха вăл шкула кайма пăрахма юраманнине, — тет хăй ăшĕнче. — Те мана та хăй пекех нимĕн вĕренмен çын тăвасшăн».
Хăвăртрах ура сырса пĕтерчĕ те каçхи шӳрпе çиме ларчĕ Петруш. Унтан кивĕ те чистиех çӳхелсе юлнă сăхманне тăхăнса сивĕ тăман çинчех шкула тухса вĕçтерчĕ.
* * *
Шкула çитсен урок пуçланиччен Петруш хăйĕн юлташне, тăваттăмĕш çул вĕренекен Кришшана, курчĕ. Кришшана пур группăра вĕренекен ачасем те хытă юратаççĕ. Вăл пит типтерлĕ, лайăх вĕренекен ача. Хăш-пĕрисем, унпа вĕренекенсем, кĕçĕнтерех группăра вĕренекенсене май килнĕ чухне тĕрткелеме, хĕнекелеме пăхаççĕ. Кришша нихçан та ун пек хăтланмасть тата çавăн пек тĕрткелекен, чышкалакан ачасене яланах чарать. Лешсем итлемесен вăл вĕсем çинчен вĕренекенсен пуххинче калать, намăслантарать лешсене. Кришша вăл шкулта староста е, урăхла каласан, председатель вырăнĕнче ĕçлет.
— Э-э-эй! — терĕ вăл хальхинче Петруша курсан. — Эс чистиех шăнса кайнă-çке! Ха, пӳрнӳсем епле хĕрелсе, тăртанса кайнă. Пастай-пастай, пăхам-ха сан пит çăмарту-на лайăхрах... Э-э-эй, сана тăм илнĕ, Петруш, тăм илнĕ! Айта-ха, айта тула, ирĕличчен юрпа сăтăрар, вара пĕтет тăм илни, унсăрăн кайран час тӳрленмест, ыратма пуçлать...
Кришшапа Петруш шкултан шкул кил картишне тухрĕç те тăм илнĕ пит çăмартине юрпа имçамлама пуçларĕç. Петруш, шăнса кайнăскер, тăрать, лешĕ — Кришшийĕ — аллине юр иле-иле Петруш пит çăмартине сăтăрать. Петруш пит çăмартине Кришша им-çамланине курма шкултан ытти ачасем те кил картишне чупса тухрĕç. Хăшĕсем хĕрхенеççĕ Петруша, хăшĕсем тата кулма пăхаççĕ.
— Асту, пит çăмартисĕр юлан, Петруш, — тет пĕри, Герман ятлăскер, шăлне йĕркелесе. — Ан сăтăрттар тек.
— Пит çăмартисемсĕр луччĕк лайăх пулать, — тет тепри тата хытăрах кулса. — Вара ирхине тăрсан пит çăвас ĕç пулмасть. Тăрăн та тӳрех шкула вĕçтерĕн. Ха-ха-ха!..
— Ха-ха-ха... хе-хе-хе... хо-хо-хо! — кулаççĕ хăшĕ-пĕрисем.
— Ан асăр, чарнăр! — тесе сасартăк хыттăн каларĕ малтан чĕнмесĕр ĕçлекен Кришша. — Намăс мар-и сире тăм илнĕ çынтан кулма?! Çакăн пек тумтирпе çӳресен Петруша çеç мар, темĕнле тĕреклĕ çынна та тăм илĕ. Тăм çеç те мар, кун пек тумтирпе çӳресен çакăн евĕрлĕ сивĕсенче вилмеллех чирлесе кайма та çăмăл.
Ачасем Кришша çапла калама пуçласан çавăнтах кулма, ахăлтатма чарăнчĕç. Хăшĕсем пăртак вăтанчĕç те пулас, кăшт хĕрелсе кайрĕç. Анчах Кришша татах калама чарăнмарĕ, Петруш пит çăмартине юлашки хут юрпа сăтăрса илчĕ те малалла çапла туса кайрĕ.
— Айтăр-ха шкула. Кунта хамăра та тăм илсе пăрахĕ, — тесе хучĕ вăл.
Ачасем Кришша хыççăн пурте шкул пӳртне кĕрсе кайрĕç. Унтан Кришша вĕсене пĕр класа вырнаçса ларма хушрĕ.
— Вот, ачасем, — терĕ вара Кришша пысăкрах саспа. — Халь, уроксем пуçланиччен, ак мĕн çинчен калаçса илер эпĕр... Ман шухăшпа, пирĕн Петруша çаплах, çак сăхманпах хăварма юрамасть. Каплипех çӳресен унăн е пăрахас пулать шкула çӳреме, е чирлесе, йывăр чирлесе каяс пулать. Иккĕшĕнчен пĕри: е шкула çӳреме пăрахать пирĕн Петруш, е... вилет чирлесе. Калăр ĕнтĕ: камăн та пулса пăрахас килет-и сирĕн шкула çӳреме? Камăн та пулса вилес килет-и сирĕн?
Ачасем шăп, нимĕн чĕнмесер тăраççĕ. Хăйсем Кришша çине шăтарас пек пăхаççĕ. Кришша татах калать:
— Кунта, пирĕн хушăра, пионерсем те чылай. Эпĕр, пионерсем, хамăр юлташа та пулăшмасан, мĕнле пионерсем пулăпăр вара?! Вот, кунта хăш-пĕрисем Петрушран кулкаласа та илчĕç. Çук, эпĕр лайăх школьниксем, лайăх пионерсем пулсан пирĕн кулмалла мар Петрушран (кулма ăна ухмах та пултарать). Кулас вырăнне пирĕн Петруша мĕнле те пулса пулăшма тăрăшас пулать, — вот мĕнскер! Кришша калаçма кăшт чарăнса тăчĕ.
— Мĕнле пулăшас-ха ăна пирĕн, — терĕ пĕри, Ваçлей ятли, чылай тăрсан. — Пирĕн нимĕн те çук-çке-ха ăна пулăшма.
— Чăнах, мĕнле пулăшас? — кĕрлесе кайрĕç ыттисем те. Малтан Кришша çеç калаçатчĕ класра, ыттисем пурте итлетчĕç çеç. Халь ĕнтĕ ачасем вĕлле хурчĕсем пек кĕрлесе кайрĕç — пурте кăшкăраççĕ. Пĕр Петруш анчах, кĕтессех кайса ларнăскер, чĕнмесĕр ларать.
— Чарăнăр-ха тата пăртак! — каларĕ Кришша.
Ачасем пĕрер минутран лăпланчĕç.
— Кун пек пĕр йĕркесĕр кĕрлесен пирĕн нимĕнле ĕç те тухас çук. Айтăр йĕркеллĕн калаçар. Анчах малтан калар-ха эпĕр хамăра: пулăшасшăн мар-и эпĕр Петруша е пулăшасшăн-и! Кам пулăшасшăн — алă тăратăр.
— Пулăшасшăн! Пулăшасшăн, конешнă! — çухăрса ячĕç ачасем пурте. — Мĕн, алă тăратмасăрах паллă вăл!
Пĕр çăм арман хуçи ачи анчах чĕнмерĕ.
— Пирĕн ума апла пулсан мĕнле ĕç килсе тăрать? — ыйтать Кришша. — Петруш шкула çӳреме ан пăрахтăр е ан чирлетĕр тесен мĕн тăвас пулать пирĕн?
— Паллах, Петруша çĕнĕ сăхман тупса парас пулать! — тет Ваçлей.
— Тата алсиш! — калать тепри.
— Тĕрĕс! — теççĕ ыттисем те.
— Тĕрĕс, — тет Кришша та вĕсем хыççăн.
Ачасем çапла калаçса ларнă çĕре учитель Иван Ваççилчă пырса кĕрет. Ачасем вăл кĕнине курса шăп пулаççĕ.
— Аван-и, ачасем? — тет Иван Ваççилчă.
— Лайăх-ха, хăвăр аван-и? — теççĕ ачасем.
— Мĕнле ĕç тăватăр? — тет Иван Ваççилчă. Хăй ачасем çине савса, кăмăллă, ачасем лайăх ĕç тума тытăннине пĕлнĕ пек, пăхать.
— Пирĕн Петрушăн пурнăç начар, — каласа парать учителе Кришша. — Тăхăнмалли çук пирки ун шкула çӳреме пăрахма тивет е чирлесе каймалла. Çавăнпа эпĕр Петруша мĕнле те пулса çĕнĕ сăхман туянтарасшăн...
— Молотец, ачасем, — тет савăнса, ачасемшĕн хĕпĕртесе учитель. — Пултаратăр, пултаратăр! Айта-айта, ĕçлĕр, апла пулсан уроксене каярах пуçласан та юрать. Кирлĕ пулсан эпĕ те пулăшăп... Çапла, пĕрлешсе ĕçлес пулать пирĕн. Эртелпе!
Тата тепĕрер çуршар сехет калаçаççĕ ачасем Петруша сăхман туянтарасси çинчен. Юлашкинчен пурте пĕр саспа çапла постановлени йышăнаççĕ:
Петруша, хамăрпа пĕрле вĕренекен юлташа, мĕнле те пулса сăхманпа алсиш тупса парас пулать. Унсăрăн Петрушăн е çӳреме пăрахас пулать шкула, е чирлесех каяс пулать. Совет патшалăхĕнче, çĕнĕ пурнăç тăвакан патшалăхра, вĕренмен çынсем пулмалла мар. Ун çинчен пирĕн аслă пичче Ленин: «Хут пĕлмен çĕршывра социализм тума çук», — тенĕ. Çавăнпа пирĕн пурин те вĕренес пулать, никама та вĕренме пăрахтарас пулмасть. Çапла ĕнтĕ пирĕн Петруша валли сăхманпа алсиш тупасах пулать. Ку ĕçе ял советне, кооператива хутшăнтарас пулать. Кооператива хăш чухне пĕчĕк, шкул ачисене юрăхлă пальтосем илсе килеççĕ. Çавсенчен пĕрне обязательно Петруша партарас пулать. Ял совечĕпе тата кооперативпа калаçса татăлма виçе çын уйăрас: Кришшана, Ваçлее тата Мĕтрине. Учитель Иван Ваççилч вĕсене çул кăтартса, пулăшса пытăр. Çак эрне хушшинче штопă Петрушăн çĕнĕ тумтир пултăр!
Çапла ĕçлерĕç ачасем. Çапла пурте пĕр кăмăллă пулса ырă ĕç тапратса ячĕç.
II
Каçалапа уроксем пĕтнĕ çĕрелле тăман вĕçтерме чарăнчĕ. Шăннă чӳречесем кăшт ирĕлчĕç. Уроксем пĕтсен Кришша Ваçлейпе Мĕтрине хăй патне йыхăрчĕ те:
— Ĕçе тăсса пыни, ырана хăварни аван мар, — терĕ. — Хамăра хушнă ĕçе тавайăр паянах пуçлар. Ак халех шкултан тухсанах каяр та ял советне калаçар.
— Сумккасемпех, апат çимесĕрех каяр-и вара? — тере Мĕтри, паян хăйĕнпе пĕрле пĕр чĕлĕ çăкăр илсе килме маннăскер. — Ирхине те кăп-кап хыпкаласа тухрăм та, ман çиес килет.
— Ак, манăн пур çăкăр, — терĕ хыпаланса Ваçлей. — Мĕншĕн паçăрах каламарăн çăкăр илсе килме манни çинчен, паçăрах каламаллаччĕ. Атту çирĕм-çирĕм çăкăрăма, такки çисе яраймарăм вĕт мур илешшĕ!
— Тавай-ха эппин! — терĕ савăнса выçнă Мĕтри — Эп ăшалантарса ярам эппин сан хырăма вырнаçайман çăкăра...
— Кайрăмăр эппин ял советне?!
— Кайрăмăр!
Пĕр-пĕрне тĕрткелесе, пĕр-пĕрне кăмăллă тăрăхласа шкултан урамалла тухса кайрĕç Петруш валли сăхман çĕнтерсе илме пуçланăскерсем.
— Аставăр! — терĕ вĕсене хыçран пĕр пĕчĕкçеç те вичкĕн пĕрремĕш класра вĕренекен Леонид. — Ан парăнăр, ял советне тапăнмаллипех тапăнăр! Тата… эпĕр паçăрах манса хăварнă. Унта та, кунта та ĕç тухмасан колхоз правленине те пырас пулать. Унта, как калас, ман атте главнăй пуçлăх вĕт!
— Молотец! — терĕ ăна хирĕç Кришша. — Молотец, Леонид!
* * *
Ял совет пуçлăхĕ Мурка Кирли алкумĕнче ура шакканă сасăсене илтсен, унччен анчах апат çиме ларнăскер, ларнă çĕртен хăнасене хирĕç пулма алăк умне тухрĕ.
— Мĕн тума килеççĕ-ши ку шаймаккăсем ман патăма? — шухăшласа илчĕ вăл вĕсене курсанах. — Шкульниксем никак...
— Аван-и, Кирле пичче!
— Аван-ха, — тет мăн кăмăллăн Мурка Кирли. — Мĕн ĕçпе вара эсĕр?!
— Айта, малтан пӳрте кĕрт-ха, — тет хуйхăллăн Кришша. — Вара каласа парăпăр хамăрах...
— Айта, кĕрĕр эппин...
Хăй ăшĕнче каллех: «Ара, чăнах, мĕн амак шыраса килнĕ-ши ку шаймаккăсем ман патăма?» — тесе шухăшлать.
Пӳрте кĕрсен малтан алăк умĕнчи кутник сакки çине вырнаçса ларчĕç ачасем. Унтан Кришша вĕсем мĕн ĕçпе килни çинчен кала пуçларĕ.
— Вот çапла! — терĕ юлашкинчен Кришша. — Ял совечĕн пĕр вунă тенкĕ тупса парасах пулать Петруша сăхман туянтарма. Ыттине, çитменнине, тата тепĕр çĕртен тупатпăр!
Мурка Кирли, ачасене пӳрте кĕртсен çавăнтах тепĕр хут кашăк тытса чашăкран çăмахсем сĕрме пуçланăскер, малтан лайăхах итлерĕ пек, анчах кайран çăмаха сĕрме пăрахса çилленсе кайрĕ.
— Сирĕнпе, шамайккăсемпе, эпĕ калаçмастăп та, — терĕ. — Кăçан пулни пур вăл ял совечĕ шкул ачисем валли сăхман илсе пани, э?! Кам ячĕ сире кунта, э?!
Мурка Кирли сĕтел хушшинчен тухса ачасене хăратма, юнама пăхать, Мĕтрипе Ваçлей шикленсе ларнă çĕртен ура çине тăчĕç. Анчах Кришша парăнмасть.
— Кирле пичче, эс пире ан хăрат! — терĕ вăл хăюллăн. — Чăнах, ку таранччен пирĕн ял совечĕ шкула, шкул ачисене нимĕнпе те пулăшман пуль. Анчах çавăн пек пулни — йĕрке пулать-и вара?! Ку — пĕрре. Тепре акă мĕскер: пире кунта сан патна шкул ачисен пухăвĕ ячĕ. Акă вăл пуху постановленийĕ — вула!
Кришша сумкăран кăларса (тахăш вăхăтра ӳкерсе илнĕ) постановленин ӳкерчĕкне Мурка Кирлине тыттарать.
Мурка Кирли ӳкерчĕке илет те чӳрече умне пырса вулама пуçлать.
— Марш кунтан! — тесе хурать Мурка Кирли вуласа пĕтерсен. — Никкаккой правă не имейте! — Юлашкинчен ӳкерчĕке ачасем умĕнче чăр-чар çурса тăкать.
— Ах, некотнăйсем, вот мĕн шухăшласа кăларнă вĕсем, вот мĕне вĕрентеççĕ иккен унта сире! Марш! Марш кунтан! Тек ман патăмра урăрсем ан пуснă пултăр!
Мĕтрипе Ваçлей, паçăрах алăк умне пырса тăнăскерсем, вăшт! тухса вĕçеççĕ. Анчах Кришша каллех парăнмасть — тухса каяс умĕн çапла каласа хăварать:
— Çук, Кирле пичче, эпĕр сан патна татах килетпĕр-ха. Тепринче те пирĕнпе çаплах хăтлансан сан çинчен эпĕр е района заявлени паратпăр, е хаçата çапатпăр!
Алăка шарт хупрĕ те тухса кайрĕ Кришша. Алăк хыçĕнче пӳртре Мурка Кирлийĕ чышкине чăмăртаса юлчĕ. Вăл тĕлĕннĕ те, çилленнĕ те.
* * *
— Хĕнемерĕ-и вăл сана?! — иккĕш харăс ыйтрĕç Мĕтрипе Ваçлей Кришша патне хирĕç чупса пырса. Хăйсем, хăраса ӳкнĕскерсем, кăвакарсах кайнă.
— Эсĕр те çав! — тет Кришша. — Хăвăр пысăк ĕçе тытăннă, хăвăр хăратăр. Кун пек пулсан, пур йăтăран та хăрасан, эпĕр нимĕнле ĕç те тăваймастпăр. Пирĕн çинчен вĕсем: «Вĕсем пĕчĕккĕ — нимĕн те пĕлмеççĕ, вĕсене хăратма та, май килсен чышкăласа илме те юрать», — тесе шухăшлаççĕ вĕт. Пĕчĕккĕ чухне хăйсем çавăн пек пулнă та, пирĕн çинчен те çаплах шухăшлаççĕ. Çук, пичче, халь эпĕр пĕчĕклех пурнăç тума вĕренетпĕр. Эпĕ... пионер, чухлатăп вăл япала çинчен... чухлатăп!
— Ну, мĕн тăвăпăр ĕнтĕ халь? — тет ĕç тухманшăн хурланса Мĕтри. — Мĕн тăвăпăр ĕнтĕ?!
— Мĕн тăвасси, акă мĕн, — тет Кришша. — Халь эсĕр киле кайăр, эпĕ комсомолецсем патне каятăп. Ыран вара ĕçе тата малалла шутарăпăр. Юрать-и?
— Юрать! — теççĕ Мĕтрипе Ваçлей. — Ыран ĕнтĕ эпĕр паянхи пек тек хăрамăпăр, çирĕпрех пулăпăр.
Шăккăрт-шăккăрт! тăваççĕ сумкăри туртмасем, — Мĕтрипе Ваçлей киле чупаççĕ. Кришша пысăк çын пек ерипен вуламалли çурт тапне утса кайрĕ.
III
Икĕ кун иртрĕ. Анчах Кришшасем сăхман ĕçне халĕ те-ха малалла яраймаççĕ. Ăçта пыраççĕ, пур çĕрте те вĕсене такăнтарма пăхаççĕ.
— Çук, признавать тумаççĕ пире пысăккисем, — тарăхса çитрĕ Мĕтри. — Пулăшасшăн мар пире пĕрре те!
— Çук, пулмасть пуль манран çĕнĕ сăхман тăхăнасси, — кулянать Петруш. — Çаплах шăнса çӳремелле пулать пулĕ... е, анне калашле, шкула çӳреме пăрахасах пулать.
Тулта пушшех сивĕ кунсем пуçланса кайрĕç. Çынсем сăхман-кĕрĕксемпе çеç мар, вĕсем çине аçам е тăлăп тăхăнса çӳреççĕ. Çав тери сивĕ пирки хăш чухне вĕçсе пыракан çерçисем сасартăк çĕре çавăрăнса ӳкеççĕ. Анчах чĕрчунсене çеç те мар тарăхтарать сивĕ: пӳрт пĕренисем пăшалтан çапнă пек шартлатса çурăлаççĕ сивĕпе, йăмрасем чĕрĕлсе анаççĕ.
Петруша ĕнтĕ çак икĕ кун хушшинче тăватă хутчен тăм илнĕ. Пĕррехинче вăл тăм илнине юрпа сăтăрса та пĕтереймерĕ. Халь унăн çавăнпа хăрах пит çăмартийĕпе сылтăм хăлхи шыçса хăпарса кайнă.
Ик кун иртсен уроксем пĕтсен ачасем чăтаймарĕç, Петруш пирки тепĕр хут шавласа кайрĕç.
— Ну, ĕç тухать-и сирĕн, тухмасть-и? — ыйтрĕ пĕри Ваçлейрен.
— Ним калама та пĕлместĕп! — терĕ хирĕç Ваçлей.
— Мĕнле пĕлместĕн, — тапăнчĕ Ваçлей çине тепĕр ачи. — Эсĕр пĕлмесен кам пĕлтĕр тата?!
— Чăнах, кам пĕлтĕр эсĕр пĕлмесен?!
— Эпĕр сире хушнă ĕçе кăларма, эсĕр нимĕн те пĕлместĕр иккен! Мĕн пулать вара вăл?!
— Кришша ăçта?
— Ял совет мĕн терĕ?
— Кооператив мĕн терĕ?
Çапла шавласа кайрĕç ачасем. Унтан шавланă майăн пур класри ачасем те пĕр çĕре пуçтарăнчĕç те хăйсем сисмен çĕртех çĕнĕрен пуху туса ячĕç.
— Кришшапа Мĕтри ăçта вара?! — терĕ Леонид. — Тавай ыйтас вĕсенчен: мĕн тунă вĕсем ку таранччен сăхман пирки, тавай каласа паччăр çавăн çинчен.
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...