Ентешĕме халалласа


Тĕнчере тĕлĕнмелли нумай.

Шухăшлатăп халĕ эп пĕрмай.

Çĕр çинче пурнатпăр савăнса,

Уçлăха вĕçетпĕр тăрăшса.

Андриян çул хыврĕ уçлăха,

Мухтавне вăл пачĕ халăха.

Тĕнчипе пĕлеççĕ Чăваша,

Саламлаççĕ пирĕн паттăра.

Мухтанатăп хамăн ентешпе,

Савăнатăп хам чăваш пулнишĕн.

Вил тăпри çине çӳретĕп чечекпе,

Тав тăвап чăвашшăн тăрăшнишĕн.

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Энтри (2008-11-22 21:38:02):

Фантастика конкурсне тиĕçлĕ япала мар.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемсĕр | Шухăшĕ: вăйсăр | Содержанийĕ: вăтам

 

Admin (2008-11-22 21:45:54):

Ма? Тивĕçлĕ. Фантастикăпа (космоспа) кăштах çыхăннă. Çавăнпа та конкурса ăна йышăннă та. Паллах, фантастика темине лайăхрах уçса памалла пулнă.

Чĕлхе илемлĕхĕ: чаплах   мар | Шухăшĕ: мухтамаллах   мар | Содержанийĕ: тарăн

 

Энтри (2008-11-22 21:53:31):

Космос сăмах пурри фантастика пуррине пĕлтермест

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемсĕр | Шухăшĕ: вăйсăр | Содержанийĕ: вăтам

 

Андрей (2008-12-04 06:01:36):

Сергей çырни савăнтарчĕ.Сăвă çырас ăсталăхĕ те пур.Андриян ентешĕ вырăн йышăнатех ĕнтĕ.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: