Тĕпсĕр çырмари чун
«…Хĕвеллĕ янкăр кун. Варкăш çилĕ те чуна уçăлтармалла сан çумна çулăхать. Аякра пуртă-пăчкă сасси илтĕнет. Тикĕссĕн, ярăнса тухать вăл, пĕр-пĕр çын чунне уçса кĕвĕ калать тейĕн. Хĕрарăм çав еннелле утрĕ. Çывхарса пынă çемĕн Марье аппа ĕçлекенсем хушшинче хăйĕн хĕрне уйăрса илчĕ. Вăр-вар çӳрет, канăçне çухатнă тейĕн. Шурă пурçăн платьйĕпе хăй. Ятне илтсен чĕнекен енне çаврăнать, тем калаçать, тем ăнлантарать. Патне çитсен çеç Марье аппа шурă пӳрт тунине курчĕ. Çурчĕ пысăк пулмалла, туса пĕтернĕпе пĕрехчĕ ĕнтĕ. Шăп çав вăхăтра тĕксĕм çумăр пĕлĕчĕсем капланса килчĕç, çумăр вĕттĕн пĕрĕхе пуçларĕ, вайланса пычĕ. Кăшт вăхăт иртсен тĕксĕмленсе ларнă тавралăх çиçĕм йăлтăртатнипе çуталса илчĕ, тӳпене çурса ярасла аслати сассине пачĕ…»
Марье аппа калинке алăкĕ шалтлатса уçăлса хупăннипе шарт сиксе вăранса кайрĕ. Тул çутăлма пуçланă та иккен. Света каллех ирхи шуçăмпа кăна урамран кĕнипе хĕрарăмăн кăмăлĕ пăсăлчĕ. Итлемест-çке ăна пĕртен-пĕр тĕпренчĕкĕ, харкашма çеç пăхать. Ĕç патне те çыпăçтараймастăн, апăршана, тĕкĕр çеç пар хĕре, кунĕн-çĕрĕн ун умĕнчен кайма пĕлмест вара. «Текех канса выртас мар. Мур тĕлĕкĕ тата. Виле кăна илсе ан килтĕр ĕнтĕ. Шур пӳрт тунине курсан виле пуласса пĕлтерет тесе калатчĕ те анне. Кунта туса пĕтереймерĕç… Эх, йывăр чире ан килтĕр тата. Юлашки вăхăтра тем шăм-шак суратчĕ-ха. Ураран çеç ӳкес марччĕ…» — йывăр шухăшсенчен хăпас тесе Марье аппа майĕпен кăштăртатса тăчĕ.
Çанталăк тӳлек тăнипе усă курса юлас тесе Тарăн вара кишĕр анине çумлама каяс шут тытрĕ Марье аппа.
— Хĕрĕм, тăран пулĕ. Хĕвел вăйлах хĕрте пуçличчен кăшт та пулсан ĕçлесе ĕлкĕрер. Халăхран та аван мар кун пек. Атя, тăр, — çепĕççĕн калаçрĕ амăшĕ хĕрĕпе.
— Анне!.. Ман çыврас килет, кайран вара ыйхă тулманнипе пуç ыратать, — хăйне вăратнăшăн кăмăлсăрланчĕ Света.
— Вара сана ĕнерех пĕлтерсе хутăм-çке Тарăн вара каймалла тесе, ытла каçа ан юл терĕм. Мана та кунĕпе пулăшакан кирлĕ, — сассине çирĕплетрĕ хĕрарăм.
— Урамра нумай ан çӳре, каçа ан юл. Мĕн тума юрать вара манăн? Çамрăк чухне те каччăсемпе çӳресе юлмасан хĕрĕхе çитсен калаçмалла-и? — утиялне сирсе тăрса ларчĕ вун çиччĕри хĕр. — Ирччен çӳренинче ман айăп çук, мана Сергей кĕртмерĕ.
Сăмахне вĕçлерĕ те пуçĕнчен витĕнсе выртрĕ хĕр. «Манăн текех калаçас килмест» тенине пĕлтерчĕ çакă. Хаш сывларĕ Марье аппа, аллисем те усăнчĕç хĕрарăмăн, пичĕ те салхуланчĕ.
— Хĕрĕм, асра тыт, Куккуксен йăхĕ халиччен никама та ырри патне илсе çитермен. Кама кăна хăй хыççăн чуптармарĕ пулĕ, кама кăна макăртмарĕ. Хăвăн кăна кайран ӳкĕнмелле ан пултăр, хĕрĕм. Эсĕ вĕри куççуль ан юхтартăр тетĕп-çке, ыррине çеç сунатăп сана, Света, — хĕрне çилпе кушăрханă, типсе тăракан аллипе ачашларĕ, хăй çав вăхăтра пĕркелене пуçланă пичĕ тăрăх йĕр хăварса юхса анакан куççульне хĕрĕнчен вăрттăн шăлса илчĕ.
— Сережа мана ун пек тумасть, вăл лайăх каччă, мана юратать. Качча та илĕп терĕ, шкул сумкине пăрахасса çеç кĕтет. Эх, частарах вĕренсе пĕтересчĕ те, — тутлăн анасласа амăшне ыталарĕ хĕрĕ.
— Качча кайма ан васка-ха эсĕ, апăрша. Качча каясси вăл пӳрнере ылтăн çĕрĕ тăхăнса çӳресси çеç мар, нумай терт-нуша курăн-ха, çăварна мăйăр хыпнă пек пит çăмарти тăрăх пайтах куççуль юхтарăн… Атя, çитĕ кун пирки. Асăрхан, хĕрĕм, аса илĕн-ха та кайран ман сăмахсене, ун чухне кая кăна ан юлтăр. Апла атя, уттарар кишĕр ани çине, — хĕрĕн пӳлĕмĕнчен тухрĕ амăшĕ.
Света та текех ăшă вырăн çинче ачашланса выртмарĕ, çăвăнса тумланчĕ, пӳлĕмне илем кĕртме те манмарĕ. Хĕр-упраç темерĕн çав, меллĕ самант тупăнсанах тĕкĕр умнелле йăпшăнчĕ. Марье аппа иккĕмĕш хут чĕнсен çеç апатланма васкарĕ, анчах амăшĕ пĕçернĕ техĕмлĕ апата çиеймерĕ, аллине кашăк тытнă тытманах сĕтел хушшинчен вирхĕнсе тухса кайрĕ.
— Ай, хĕрĕм, мĕн пулчĕ? — аптранипе пĕр вырăнтах тăрса юлчĕ Марье аппа. — Эй, тамаша, тем кăна сиксе ан тухтăр ĕнтĕ.
Вăл картишне тухнă çĕре Света кукленсе ларнă та кăмăлĕ пăтраннипе аптăрать. Амăшĕ пусăран шыв ăсса питне уçă шывпа çутарчĕ, çăварне чӳхеттерчĕ. Хĕрĕ пĕтĕмпех шурса кайнине кура пӳрте çавăтса кĕрсе вырттарччĕ.
— Чирлемерĕн пулĕ те-çке, хĕрĕм? Эй, Турă, нуши çеç сиксе ан тухтăр ĕнтĕ. Вырт, вырт, хĕрĕм, кан. Эх, Турăçăм, пулăшсам, аптраса çеç ан ӳктĕр, — турăш умĕнче пуç çапрĕ Марье аппа.
* * *
«Аннеçĕм!.. Анне, эпĕ санăн чĕрӳ айĕнче пурăнатăп, вăл пĕр тикĕссĕн тапнине итлетĕп. Манăн хам пурри çинчен сана пĕлтерес килет. Эх!.. Хăçан çитĕ-ши вăхăт, хăçан эсĕ мана хăвăн ачаш аллусемпе çупăрлăн, çепĕç юрăсем юрласа, хăвăн çумна пăчăртаса çывăрттарăн? Ун чухне ман çине пăхса йăл кулăн, эп пурришĕн савăнăн!..
Аннеçĕм, анчах эсĕ мĕншĕн салхуллă? Мĕншĕн хурланатăн, мĕншĕн тăварлă куççуль юхтаратăн? Тин çеç ешĕл улăхри чечек çинчен чечек çине вĕçсе ларакан лĕпĕш пек вĕлтĕртетсе çӳреттĕн, хĕвел шевлипе ăмăртмалла йăл çиççеттĕн. Аннеçĕм, ан хурлан. Эсĕ макăрсан мана та йывăр…»
Светăн ирхине кăмăл пăтранасси эрнене яхăн тăсăлчĕ, пурпĕрех иртсе каймарĕ. Марье аппа вара хĕрĕ тавра ăшталанчĕ çеç, тем тĕрлĕ апат-çимĕç те хатĕрлесе пăхрĕ, çапах хĕрне юраймарĕ. Çав-çавах сĕтел хушшинчен апатланмасăрах шкулалла сукмак такăрлататчĕ хĕрĕ.
Салхуланчĕ вăл, ним патне те чунĕ туртмарĕ унăн, алли те ĕç патне пымарĕ. Сисрĕ хĕр хăйĕнпе мĕн пулса иртнине, пĕлчĕ те, анчах амăшĕпе канашлама васкамарĕ. Юратнă савнине, Сергее, пĕлтерме шут тытрĕ.
Канмалли кун хапха умĕнчи сак çине хĕр таврана каç сĕмĕ хупăрласа илсенех тухса ларчĕ. Çăмхана чăмăртаннă уйăх савнийĕ киличчен ун валли юлташ пулчĕ. Пытанмалла вылясшăн пулмалла сар кăлтăрмач е хĕрĕн пичĕ çинче йăл кулă çуратасшăн-ши: пĕрре пĕлĕтсем хыçнелле чăмрĕ, тепре çут çамкине кăтартса хĕре куç хĕсрĕ. Сергей те нумаях кĕттермерĕ, часах вĕçтерсе те çитрĕ, Светăна хăй ытамне илме те ĕлкĕрчĕ.
— Чăрсăр та вара эсĕ, Сережа. Сывлăх сунмасăрах ыталашма васкатăн, — тутине тăснă пек хăтланчĕ хĕр.
— Чĕкеçĕм, — хĕре йатса çавăрнă май чуп тума та манмарĕ каччă, — сансăр тунсăхланипе вăл. Кунĕн-çĕрĕн сан çинчен çеç шутласа çӳретĕп, çинçе пилĕкне хăçан ыталăп-ши тесе пуçа çĕмĕретĕп.
Кушак хуçинчен ачашланса хăйма ыйтнă чухнехи пек йăпшăнчĕ каччă хĕр çумне.
— Юратнипе вăл, чĕкеçĕм, — тутине хĕр тути çумне çывхартрĕ Сергей.
— Чăн-чăнах юрататăн-и вара? — пӳрнине каччă тути патне тытса хăйне чуп тума памарĕ Света.
— Хытă-хытă юрататăп, — тутипе хĕрĕн питне, мăйне сĕртĕнчĕ каччă. — Шанмастăн-им?
— Шанатăп, Сере… — вĕçлеймерĕ калас сăмахне Света, каччă каласа пĕтерме май памарĕ: тута çумне тута çыпăçрĕ.
— Атя пирĕн пата, пĕчĕк пӳрт пуш-пушах. Аттепе анне те çĕр каçмаллах хăнана кайрĕç. Унта вăрăмтуна та кăшламасть, — хĕре ĕнентерес тесе хăйне питĕнчен, уринчен аллипе çапнă пек турĕ каччă.
Хĕр турткаланса тăрса вăхăт ирттермерĕ, каччă ытамне лекме ĕмĕтленместчĕ-и-ха вăл иртенпе? Вĕсен ача пулассине те çавăн чухне пĕлтерме тĕв турĕ Света.
Пӳтр алăкĕ хупăннă-хупăнманах Сергей хăйне мĕнле майпа вырăн çине вырттарнине те сисе юлаймарĕ хĕр. Каччă вара вăхăта сая ярас темерĕ курăнать, ăна тутинчен, питĕнчен, мăйĕнчен антăхса каясла чуп турĕ, аллине яштака кĕлетки тăрăх чуптарчĕ.
— Сережа, тăхта-ха ĕнтĕ, — чарма тăрăшрĕ савнине хĕр, — ман сана пĕр хыпар пĕлтермелле.
— Кайран, чĕкеçĕм, халĕ мана санпа киленме пар.
— Пирĕн пĕчĕкки пулать…
— Мĕн терĕн? — хĕр çумĕнчен çиçĕм çиçнĕ чухнехи хăвăртлăхпа хăпрĕ Сергей. — Ача?!
Света вăтанса пуçĕпе сĕлтрĕ.
— Манăн халех атте пулас килмест, ăнлан, чĕкеçĕм. Эсĕ хăв та хальлĕхе ача çеç-ха, — пăлханнине ирттерес тесе каллĕ-маллĕ уткаларĕ каччă. — Илтетĕн-и, Света, санăн ăна пăрахмалла, — хĕре хулĕчен тытса силлерĕ Сергей. — Пăрахмалла!.. Манăн вара канмалли кунсем пĕтрĕç, ыран каллех аттепе Мускава ĕçлеме каймалла. Сана укçа парса хăваратăп. Мана ăнлантăн-и, Света?
— Сережа, — капланса килнĕ куççульне чарса калаçрĕ Света, — мĕнле-ха ун пек? Вăл чĕрĕ-çке, ача. Эпĕ ун пек пултараймастăп, — питне аллисемпе хупларĕ хĕр. — Качча илетĕп терĕн-çке…
— Качча кайма пĕчĕк-ха эсĕ, малтан шкултан вĕренсе тух. Кайран курăпăр унта.
— Мĕнле кайран? Сережа, эсĕ мана сăмах патăн-çке, — куççульне ирĕке ячĕ хĕр.
— Ачуна пăрахан тенĕ. Акă укçа, пĕрле вĕренекен юлташупа, Юльăпа, калаçан, вăл веçех пĕлет. Халĕ атя, килне ăсататăп, — укçине хĕр кĕпи кĕсйине чиксе алăк енне утрĕ каччă.
Ыттине Света тĕлĕкри пек астăвать: Сергей вĕсен умне çитсен пĕр сăмахсăр çаврăнса утнине, хăй вырăн çине кĕрсе выртнине. Макăрчĕ хĕр, шăлне çыртса, пĕр сассăр. Ирчченех юхрĕ çут кĕмĕл куççуль тăвăл вăхăтĕнче тĕксĕмленсе ларнă кӳлĕ евĕр куçсенчен. Чарăнмасăр… Тăварлăскер…
* * *
«Анне!.. Ай-ай!.. ан тыт, анне. Мана мĕншĕн-ха кун пек тăватăн? Эсĕ манăн чи çывăх çын-çке. Мĕншĕн мана ыраттаратăн? Аннеçĕм, мана сивĕ, йывăр. Аннеçĕм, мĕн хăтланатăн? Анне, ан ту ун пек, мана пи-итĕ ыраттарать!.. Эпĕ санăн тĕпренчĕкӳ-çке, чĕрӳ айĕнче тапакан тепĕр пĕчĕк чĕре. Эпир санпа ӳтпе çеç мар, чунпа та çыхăннă. Аннеçĕм!..»
Марье аппа юлашки кунсенче хĕрĕ улшăннине сисрĕ. Урама хĕр тантăшсем патне тухсан та часах кĕмест, шуçăм паллипе çеç. Калаçмасть те тата. Кунĕпех пĕр сăмах чĕнмесĕр çӳреме пултарать, хăйне чĕнсен те илтмĕше перет те тем ĕçленĕ пек тăвать е хăйĕн пӳлĕмне кĕрсе каять. Акă паян та амăшĕ сăмах пуçласанах манăн каймалла тесе васкасах тухса кайрĕ. Марье аппа маларах курнă тĕлĕкне аса илчĕ. «Эй, Турăçăм, инкек кăна илсе ан тух ĕнтĕ пирĕн пуç тĕлне. Эх, çак пурнăçне. Нуша курма çеç çуратрăм-шим сана, хĕрĕм?» — турăш умне пырса чĕркуçленчĕ куççульне шăлса типĕтекен хĕрарăм.
Света савнă çыннипе пĕрле пулас тесе тепĕр куннех Юльăпа курса калаçрĕ. Савнийĕ парса хăварнă укçине те ун кĕсйине ярăнтарчĕ (Сергей вăл мĕн тумаллине пĕлет терĕ-çке!).
— Ан кулян, Светочка. Все йĕркеллĕ пулĕ, пĕрре мар çăрăлса тухнă кун пек йывăрлăхсенчен. Сана та в один момент пулăшăпăр, — тантăшне çурăмĕнчен лăпкаса калаçрĕ Юля.
Света хĕр тантăш сăмахĕсене илтсен кăшт лăпланчĕ, чĕтрене ернĕ аллисем те лăпланчĕç.
Шухăшсем
I saw that your chuvash...
I recently used this site to lay one's h...
I recently cast-off this area to identif...
hello, Here’s something great: &...
Çак сăвва лартса тĕрĕс тунă...
Çак сăвва лартса тĕрĕс тунă...
Çак сăвва лартса тĕрĕс тунă...
Çак сăвва лартса тĕрĕс тунă...
I noticed that your chuvash...
Hello, Secure your spot on Rhodium Verse...