Ылтӑн пуҫ мимиллӗ ҫын
Хаваслă калавсем ыйтакан пике-майрана.
Ырă пикеçĕм, сирĕн çырăвăра вуланă май, манăн чунăм пăшăрхана пуçларĕ. Калавăмсем кăштах салхуллăшăн эпĕ хама хам ӳпкелерĕм, вара паян сире мĕнле те пулин çăмăл шухăшлă, хаваслă калав сĕнме шут тытрăм.
Пĕр шутласан, мĕншĕн хурланас-ха манăн? Эпĕ тĕтреллĕ Парижран инçетре, хĕвеллĕ сăрт çамкинче, иçĕм çырли эрехĕпе тамбуринсен çĕршывĕнче, пурăнатăп. Ман таврара хĕвел те музыка кăна: пĕчĕк кайăксемпе кăсăясем юрра шăрантараççĕ; ирхине шыв чăххисем кăрăлтатаççĕ, кăнтăрла тĕлĕнче — тĕрлĕ шăрчăк чăрăлтатать; унтан кĕтӳçсем шăхличĕ калаççĕ, кĕре ӳтлĕ чипер хĕрсем иçĕм çырли пахчисенче янăравлăн ахăлтатса кулаççĕ... Кунта салхуллă калавсем вырăнлă та мар, çавăнпа манăн пике-майрасем патне илĕртӳллĕ поэмăсемпе юрату калавĕсем çĕклемĕ-çĕклемĕпе ярса парасчĕ.
Анчах та çук çав! Эпĕ Парижран ытла инçетрех мар пурăнатăп иккен-ха. Кун иртмессерен унти йывăр хыпарсем кунта, манăн хырсем патне, вĕçсе çитеççĕ... Акă халĕ те, çак йĕркесене çырнă вăхăтра, эпĕ телейсĕр Шарль Барбара писатель вилнине пĕлтĕм те, мана хурлăх пусса илчĕ.
Сывпулăр, шыв чăххисемпе тĕрлĕ шăрчăксем!
Нимĕнле хаваслă япала та ман чĕреме йăпатмасть. Акă мĕншĕн, ырă пикеçĕм, эпĕ паян та, яма пулнă илĕртӳллĕ шӳтлĕ юмах вырăнне, каллех хурлăхлă юмах ярса паратăп.
Пурăннă пулнă ылтăн пуç мимиллĕ пĕр çын. Çуралсанах тухтăрсем ăна: йăл илеймест пуль ку, пуçĕ ытла та йывăр, тенĕ. Анчах вăл йăл илнĕ те хĕвел çинче ырă олива йывăççи пек ӳсме тытăннă. Пуçĕ ăна ялан çĕрелле усăнтарнă, вăл сĕтел-пукан çумне çапăннине курсан, ашшĕ-амăшĕн чунĕ ыратнă... Ача час-часах ӳкнĕ. Пĕррехинче вăл çапла крыльца çинчен йăванса аннă та çамкипе мрамор картлашка çумне çапăннă — унăн пуçĕ шăратнă ылтăн катăкĕ пек янраса кайнă. Ача вилмеллех аманчĕ пулĕ, тенĕ ашшĕ-амăшĕ, анчах ăна çĕкленĕ те унăн пуçĕнче пĕчĕкçеç суран иккенне тата шурăрах çӳç пайăркисем хушшинче икĕ-виçĕ ылтăн пĕрчи йăлтăртатнине асăрханă. Çапла вĕсем ывăлĕн пуç мимийĕ ылтăн иккенне пĕлнĕ.
Кун пирки вĕсем никама та шарламан, мăнтарăн ачи хăй те нимĕн сисмесĕр-пĕлмесĕр ӳснĕ. Теплерен кăна вăл мĕншĕн хăйне тантăшĕсемпе пĕрле урамра выляма юраманни çинчен ыйтма пикеннĕ.
— Сана вăрласа кайма пултараççĕ, ылтăнăм, — тесе ăнлантарнă ăна амăшĕ.
Ача вара хăйне вăрласа каясран шикленме пуçланă; вăл пĕр-пĕчченех сасă кăлармасăр вылянă, пӳлĕмрен пӳлĕме йывăррăн тайкаланса уткаланă...
Ача вунсаккăра çитсен тин ашшĕпе амăшĕ ăна çав вăрттăнлăх çинчен пĕлтереççĕ. Халиччен вĕсем ăна ĕçтерсе-çитерсе ӳстернĕ, çавăнпа вĕсем унран кăштах ылтăн ыйтаççĕ. Ача иккĕленсе тăмасть, çавăнтах (Мĕнле майпа-ши? Кун пирки юмах ним те шарламасть.) пуç купташкинчен мăйăр пысăкăш таса ылтăн кăларса илет те амăшĕн чĕрçийĕ çине мăнкăмăллăн пăрахать. Кайран вăл, хăйĕн пуçĕнчи пурлăха кура суккăрланнăскер, ăссăр ĕмĕтсем тытать, хăвачĕпе киленсе-хавхаланса, тăван килĕнчен тухса каять, хăйĕн хаклă пурлăхне тĕнче тăрăх салатма тытăнать.
Вăл патша пек чаплă пурăннинчен, унта та кунта ним хĕрхенмесĕр укçа тăккаланинчен шутласан, унăн пуç мимийĕ иксĕлми теме те пулнă... Анчах пуç мимийĕ иксĕлсех пынă-мĕн: каччă куçĕсем майĕпенех тĕксĕмленнĕ, питçăмартисем путса кĕнĕ. Ирхине, йĕркесĕр ĕçкĕ-çикĕре ирттернĕ çĕр хыççăн, вăл пĕр-пĕчченех имшеррĕн çунакан çуртасем çутинче, пуçтарман пӳлĕмре ларнă, çавăн чух сасартăк хăйĕн пуç мимийĕ чылай катăлнине туйса илнĕ.
Вăл иртĕхме чарăнмашкăн вăхăт çитнине ăнланнă.
Çав кунранпа унăн урăхла пурнăç пуçланать. Ылтăн пуç мимиллĕ çын, малтанхи йĕркесĕрлĕхе манса, хăй аллипе ĕçлесе тăранма пикенет; вăл, пур астаракан япаласенчен хăракан хыткукар евĕр, пуринчен те шикленет, никама та шанмасть, хăйĕн хăрушă пурлăхĕ çинчен манма тăрăшать. Анчах, инкеке, унпа пĕрле çывăх тусĕ пулнă, вăл унăн вăрттăнлăхне лайăх пĕлнĕ.
Пĕрре, сĕм çĕрле, мăнтарăн çынни пуçĕ тӳсме çук ыратнипе вăранать. Вăл, нимĕн ăнланса иленмесĕр сиксе тăрать те уйăх çутинче хăйĕн тусне курах каять: лешĕ аркă айĕнче темĕн пытарса тарать...
Апла иккен! Унăн тата тепĕр катăк ылтăн çухалчĕ!
Кăшт вăхăт иртсен, ылтăн пуç мимиллĕ çын юратса пăрахать, вара унăн пуçĕпех пĕтесси çитет... Вăл сарă чипер хĕре пĕтĕм чунтан савать, хĕрĕ те юратать, анчах... капăр çи-пуçа ытларах ăмсанать-мĕн. Çак кайăк е пукане евĕр хĕрарăмăн аллинчен ылтăн мĕнле саланнине курса тăма питĕ хаваслă пулнă иккен. Хĕрарăм нумайран-нумайрах тăкаксем тăвать, анчах ку ăна хирĕçлеме хăяймасть; савнине кӳрентерес марччĕ тесе, вăл хăйĕн пуянлăхĕ ăçтан тухни çинчен юлашки самантченех пĕлтермесĕр пурăнать.
— Эпир питĕ пуян, чăнах мар-и? — ыйтать хĕрарăм.
— Ара... питĕ пуян! — тет упăшки.
Вăл хăйĕн пуç мимине ним шутламасăр сăхакан кăвак куçлă кайăк çине ачашшăн кулкаласа пăхать. Çапах та вăл хушăран сехĕрленсе ӳкет, ылтăна кăшт перекетлĕрех тыткаламаллине тавçăрать, анчах сарă çӳçлĕ хĕрарăм ун чĕрçийĕ çине ыткăнса ӳкет те:
— Манăн савнă пуян мăшăрăм, ман валли мĕн те пулин, хаклăран хаклă япала туян-ха, — тет.
Упăшки вара ăна мĕнле те пулин хаклăран хаклă япала туянса парать...
Çапла икĕ çул иртет. Пĕррехинче, ирхине, мăнтарăн хĕрарăмĕ, тем чирне пула, кайăк пекех хутланса выртать... Ылтăн миме пĕтсе çитнĕ ĕнтĕ; юлашки тĕпренчĕкĕсене парса, урçа хăйне вилĕ мăшăрне чаплăн пытарать. Кĕрлекен чансем, хура пуставпа витнĕ пысăк каретăсем, пархăтпа та кĕмĕлпе эрешлесе кӳлнĕ лашасем — йăлтах халĕ уншăн çителĕксĕр туйăнать. Мĕне кирлĕ ĕнтĕ ăна унăн ылтăнĕ? Вăл вара юлашки пуянлăхне чиркӳ валли парать, факелсемпе пыракансене те, чечек сутакан хĕрсене те пĕр хаклашса тăмасăр ылтăн валеçет... Вăл çăва çинчен тухнă çĕре унăн пуç миминчен нимĕн те юлмасть, пуç купташки хутламĕсем çумĕнче кăна ылтăн тусанĕ кашт сыхланса тăрать.
Телейсĕр урçа, ӳсĕр пек такăнкаласа, куçне чалăртса, аллисене малалла тăсса урам тăрăх танккать. Каçхине, магазинсем умĕнче хунарсем çунма пуçласан, вăл пĕр пысăк витрина умĕнче чарăнса тăрать: унта хаклă çи-пуçпа эрешсем йăлтăртатса выртаççĕ; вăл акăш тĕкĕпе хăнтăрланă кăвак атлас пушмака чылайччен ытарайми сăнаса тăрать. «Çак пушмак кама питĕ савăнтарасса пĕлетĕп эпĕ», — кулса пăшăлтатать вăл, вара, савнă мăшăрĕ çут тĕнчерен ĕмĕрлĕхех кайнине астумасăр, магазина пушмак туянма кĕрет.
Тавар сĕтелĕ хушшинче ларакан хуçа майри, такам хытă кăшкăрса янине илтсен, чупса тухать те хăраса хытсах каять: ун умĕнче пĕр çын тавар сĕтелĕ çумне таянса тăрать, хĕрарăм çине вăл хурлăхлăн та хăюсăррăн пăхать. Унăн пĕр аллинче акăш тĕкĕпе хăнтăрланă кăвак пушмак, тепĕр аллинче, малалла кăнтарнă юнлă алăра — чĕрнепе чавса кăларнă ылтăн пĕрчисем...
* * *
Акă сире, ырă пикеçĕм, ылтăн пуç мимиллĕ çын çинчен калакан халап...
Вăл, нихçан та пулма пултарайман юмах евĕр туйăнать пулин те, малтан пуçласа вĕçне çитиех — пурнăçра пулакан япала... Çĕр çинче çавнашкал çынсем пур: вĕсене хăйсен пуç мимийĕ шучĕпе пурăнма, пурнăçри пур ырлăхшăн таса ылтăнпа — хăйсен юнĕпе те чунĕпе тӳлеме пӳрнĕ. Вĕсемшĕн çакă — кулленхи асап; кайран вара, вĕсем асапланса ывăнсан...
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...