Тимĕрçĕ хĕрĕ
Тутăрпа шăлать васкавлăн
Хĕр тарланă кантăка.
Чĕвĕнсе те, кармашса вăл
Тулалла пăхса тăрать.
Урампа пĕр васкамасăр,
Пĕр енне кăшт тайăлса,
Туяпа анать Юлмасов
Тукасран Анаткасса.
«Унăн орден та пур, теççĕ,
Пур, тет, ум тулли медаль.
Çывăхран ăна курасчĕ», —
Шухăшлать хĕр пăхнă май.
«Кăшт кăна-çке курса юлтăм.
Иртсе кайрĕ. Уксахлать.
Хăй çапах утать хăюллăн», —
Тимĕрç-хĕр пăхса юлать.
* * *
Кунĕ ăшă. Уççăн-уççăн
Йăпшăнса шух çил вĕрет,
Пĕр хутламсăр кăвак пурçăн
Каркаланнă тӳпере.
Ялкăшать хĕвел. Илемлĕ
Хăйне майлă хĕл тĕнчи...
Ачасем сăрта иленнĕ,
Ярăнаççĕ катаччи.
Сарăлса ларать мăнаçлăн
Ват йăмраллă тăван ял.
Ак пĕве. Ав тимĕрç лаçĕ,
Вут сикет унта йăлт-ялт.
— Ĕçлеме вăй патăр, — терĕ
Лаççалла кĕрсе Иван.
— Тавтапуç, — тет тимĕрç хĕрĕ, —
Ĕç ăнса пырать, аван.
Хĕр хаваслă. Янкăр çутă
Унăн хăмăр куçĕнче.
Вăл кулать. Ик пĕчĕк путăк
Пăч путать ун питĕнче.
Тĕлĕнет Иван: анчахчĕ
Çак тĕреклĕ чипер хĕр
Пĕчĕк йăмăкчĕ, ачаччĕ,
Пăрчăкан пек хӳхĕмскер.
Халĕ кур, епле вăл харсăр!
Фронтри ашшĕ вырăнне
Пĕр иккĕленсе тăмасăр
Тытнă тимĕрçĕ ĕçне.
— Тавтапуç сана, тус-йăмăк,
Çовет Çарĕ ячĕпе! —
Йĕкĕтĕн алли пĕр чăмăр
Пулчĕ хĕрĕн аллипе.
Хĕр питне кĕрен тĕс çапрĕ,
Кăшт вăтанчĕ пулмалла.
Вучаха хĕр кăмрăк сапрĕ,
Тытрĕ мăлатук алла.
Хĕрнĕ тимĕр йăл çиçтерчĕ
Йăлтăр-ялтăр хĕлхемне.
Мăлатук çӳле çĕкленчĕ,
Пăхăрсам тимĕрç хĕрне:
Ĕçпе пиçнĕ хул тĕреклĕ,
Çаннине чавса таран
Тавăрса сатур ĕçлет хĕр.
Ĕçĕ вĕресе тăрать.
— Хам шаккам-и, — терĕ каччă,
Хыврĕ вăрăм шинельне.
— Сана, тусăм, пулăшам эп,
Хутшăнам колхоз ĕçне.
— Пултарайăн-и? — шанмаслăн
Тимĕрç ыйтрĕ Иванран.
— Халиччен Иван Юлмасов
Пĕр ĕçрен те хăраман.
Тухса ӳкмĕ тетĕп ĕнтĕ
Ĕçĕм халь те алăран. —
Кӳренме Иван пикенчĕ,
Хĕр шанманнине кура.
Хĕр кулать: «Эппин, ыр каччă.
Пĕр кăтарт ăсталăхна.
Йĕкете кувалда пачĕ, —
Çапса пар-ха ак çакна».
Тимĕре каччи çапать те,
Сирпĕнет хĕлхем чăл-пар!
Хĕскĕч тытнă тимĕрç Катя,
«Хытăрах, тет, тепĕр пар!»
Иртрĕ кăнтăр. Тимĕр шавĕ
Чарăнмарĕ пурпĕрех.
Ĕçлеме хĕрпе пит савăк,
Тимĕр пек хĕрет чĕре.
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...