Çеçпĕл çыxxи
Кăнтăрлахи апат хыççăн уçăлса çӳретĕп.
Кану.
Хĕвелпе тан тăрса ĕçленĕ хыççăн пуç ĕшенет. Шухăшсем такăрланă çулпа чупаççĕ, чĕлхе вĕçне çĕтĕлсе пĕтнĕ кивĕ сăмахсемпе кивĕ çаврăнăшсем çеç килеççĕ. Пирус тĕтĕмĕпе тулнă пӳлĕм те пулăшмасть, çăварта йуçек кăна. Кӳршĕсем пĕр харăсах çичĕ сысна вĕтеççĕ тейĕн. Сывлатăн-сывлатăн та çак йӳçеке тарăхса каятăн: ара, эс мещен мар вĕт, эсрелĕ, тух çынсем патне, уçăл, сывла çурхи сывлăшпа. Канма килнĕ эс — кан. Тухтăрсене те анатăп тесе шантарнă. Епле-ха вĕсене улталама халу çитет? Кан, кан… Ялта час-часах пулаймастăн. Шлакпа тусан сывлăшне çулталăк сывланă хыççăн уçăлтар ӳпкене, тасат кислородпа!
Пахчана тухатăп. Ура айĕнче çĕр лăчăртатать. Сăнатăп хам алпа лартнă улмуççисене. Хăрман-ши? Шăши кăшламан-ши? Турачĕсене юр хуçман-ши? Çук, сывах. Канăçсăр анне пурне те асăрхать çав. Ашшĕ килĕ-çурчĕ пирки ывăлĕн хумханма сăлтавĕ çук. Анне пулсан… Анне пулсан, пурте сывă, анне пулсан, каллех эп вун ултă çулхи çамрăк.
Манăн юратнă вырăн — кӳлĕ. Пулă тытмастăп-ха халь, шел вĕсене, карпсем вăлча сапайман. Пурăнччăр. Кукуруза тăватă çеçкене ларсан, хăйсемех вăлтана аван хыпаççĕ. Халь иртерех. Унсăрах пур кунта йăпанмалли. Пĕр мăшăр ăтăр вăл. Пĕлтĕр кăна çукчĕ. Таçтан килсе ернĕ кăçал. Йăвине те халь çеç туса пĕтернĕ: чаваласа кăларнă нӳрĕ çĕре кӳлле сирпĕте-сирпĕте антарнă. Чее те çав мурсем: шăтăкĕ хăва тĕми хушшинех тухать, Туп ĕнтĕ ăна. Тискер кайăк чее те, этем тата чеерех. Тупрăм вĕсене. Малтан хăратчĕç манран, курсанах шыва чăматчĕç. Халь вара, эпĕ хăйсене тивменнине кура, хăрама пăрахрĕç. Шыва кастарса çеç ишеççĕ, ачи-пăчи патне васкаççĕ. Чылайччен сăнаса ларатăп эпĕ вĕсене. Вĕсен çирĕп туслăхне ăмсанатăп…
Çитĕ паянлăха. Çитĕ.
Тăрса утатăп.
Кайри пӳрте кĕрсенех хĕрĕм пырса ыталать. Унăн, çĕр тĕрлĕ çĕнĕ хыпар, çĕр тĕрлĕ паллашу. Темĕнле Розăпа Светланăсем çинчен, Аннапа Нинăсем çинчен… Итле çеç, мĕн калăн, вăхăтлăха çĕн шкулта, ял шкулĕнче вĕренет-çке. Çавăнпа шухăш-кăмăлĕ пуян, ĕмĕчĕсем пысăк.
— Атте, çеçпĕл татса килтĕм, — пĕлтерет вăл мана. Кусем маншăн пуринчен те ытларах савăнтаракан сăмахсем.
Çеçпĕл… Çак чечеке вăл шкултан таврăннă чух вăрмана кĕрсе татать. Киле илсе килсе, чей стаканĕ çине шыв ярса, ман сĕтел çине лартать. Кашни кунах çапла, кашни кунах çĕнĕ çеçпĕл çыххи. Кĕрен-кăвак чечексем шанма та ĕлкереймеççĕ, стакан çумне стакан хушăнать. Вĕсенчен çуркуннепе нӳрĕк, тăван çĕрпе хăйне евĕрлĕ тутлă шăршă кĕрет. Чечексене пит çумне чăмăртатăп. Вĕсен сивĕрех çемçе мамăкĕ манăн чуна уçăлтарса ярать.
— Ан шан, çеçпĕл, пурăн!..
Таçта кайса кĕрет ывăнни. Шухăшсем те çĕнĕ çулпа чупаççĕ. Çĕнĕ сукмак шыраççĕ. Илĕртмест такăрланă сукмак. Халиччен çитсе курман инçет чĕнет мана. Ăса тăван халăхăн чĕре патĕнчен çуралса тухнă вутлă сăмахĕсем кĕреççĕ. Ăс-тăн çăл куç пек тарăнланать. Таçтан тапса тухать вăл. Ĕçлес, пурнас килет çак тĕнчере! Савнă çеçпĕлĕм, савнă чечек! Савнă сăвăçăм, Çеçпĕл Мишши! Кăвар чĕреллĕ пулма хушнă эс пире. Çавăн пек пуласчĕ. Вăй-хал вĕретĕрччĕ чĕрере, тăван чĕлхе çăл куçĕ пек таптăрччĕ. Ан сӳнтĕрччĕ пĕр палăрнă хĕлхем. Ан хăртăрччĕ чечек! Кашни çыннах савăнтарччăр çак хитре çеçкесем!
Тавах сана, хĕрĕм, хавхалантарнăшăн. Тавах сана, Çеçпĕл, мана вăй-хал панăшăн, тавах. Хитрене манмаççĕ, ăшша туяççĕ, паттăра чыслаççĕ, хĕвеле саваççĕ. Паттăр та эс, хĕвел те эс, хитре те эс, ăшă та эс, тăван Çеçпĕлĕм, савнă Çеçпĕлĕм, харсăр Çеçпĕлĕм, ăшă çуркуннехи манми те вилĕмсĕр чечекĕ!
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...