Çырлана кайсан
Мĕскер пулнă Сантăра? —
Макăрать уçланкăра.
Пиччĕшне чĕнет:
— Пи-и-чче-е-е!
Янăрать вăрман:
«Пи-и-чче-е-е!»
Çырлара пиччĕшĕнчен
Çĕтсе юлнă вăл пĕччен.
Çил килет те Сантăра:
— Ан хăра, —
Тет, —
Ан хăра.
— Хăрамасăр!
Çывăхрах
Пат! ӳкет турат çĕре.
Çулçă чаштăр тусанах
Чарăнать тапма чĕре.
Хĕвел хурăн тăрринчен
Анчĕ шĕшкĕлĕх çине,
Шăппăн тĕмĕ хыçĕнчен
Тилĕ тухрĕ ун умне.
— Пĕчĕк тусăм, Ан хурлан.
Ма йĕрсе куçна пăсан?
Кĕç килет пиччӳ. Унччен
Çул хĕрне тухса ларар.
Хам та ыртăм çырлара, —
Вăл йăпатрĕ Сантăра
Лăпкаса çурăмĕнчен.
Тухса ларчĕç çул хĕрне —
Пысăк тунката çине.
Тилĕ лăпкăн юптарса
Тĕрлĕрен юмах калать.
Куçне мăч та мăч хупса
Сантăр тутлăн анаслать.
— Юмах пĕтмĕ.
Кăшт канар, —
Терĕç,
Выртрĕç юнашар.
Ыйхă пусрĕ Сантăра —
Сантăр путрĕ ыйăха.
Сас илтсессĕн çывăхра
Тилĕ чăмрĕ чăтлăха.
Çырларан килекенсем
Асăрхарĕç Сантăра,
Тăчĕç тунката тавра.
— Кам ку? — теççĕ.
— Хăш ялсем?
Тен, вăл хамăр патрисем?
Пысăк тунката çинче
Сантăр канлĕн çывăрать.
Пĕчĕк çӳхе тутинче
Ăшă кулă палăрать.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...