Антальйăри кану
— Вăт, тăванăм, — ăнлантарать Степан Семенч, — санăн мĕнпур ĕçĕ те укçана хăвăн кĕсйӳне чикесси пулĕ.
— Ара капла саккуна пăсни пулмасть-и-ха?
— Эсĕ итлесе пĕтер, — пӳлчĕ Мĕтрие пуçлăх. — Вăл е ку пăтăрмах сиксе ан тухтăр тесен эсĕ хатĕр-хĕтĕрне çавах тĕплĕ тĕрĕсле. Халăхăн вара ку ĕçшĕн пĕрех тӳлемелле. Договор туса-и, тумасăр-и — çулталăкне пĕр хут вĕсен хатĕр-хĕтĕре тĕрĕсленĕшĕн укçа кăларса хума тивет-тиветех. Хăнăхнă ĕнтĕ вĕсем. Эпир пырасса кĕтсех тăраççĕ. Кашни çулах вĕсемпе договор тумасан та пултаратпăр. Вăл е ку хуçалăхпа пĕр-пĕр çул договор туманшăн пире никам та явап тыттарас çук. Ăнланатăн-и?
— Аха, ăнланатăп.
— Калатăп-иç, ачи эсĕ ăнкараканскер. Çавăнпа сана суйласа илтĕм те. Ак курсах тăр, капла эс парăмна та татăн, укçа та ĕçлесе илĕн. Итле малалла. Укçине алăран илĕн е хăвăн счет çине куçарттарăн. Кунта чи кирли — хакне йӳнĕрех кала. Çирĕм-вăтăр процент чакар та вĕсем те савăнĕç. Апла-капла те: канма кайса килтĕм те, укçа пĕтсе çитрĕ те. Ку тĕлĕшпе сан суйма та кирлĕ мар. Халь шăпах ялсенче тĕрĕслев тапхăрĕ çывхарать. Вăт унта вĕçтер.
— Пĕчченех-и?
— Çук ĕнтĕ! Тата пĕр-пĕр мушшельнĕк вырăнне хурĕç те, полицие тыттарса ярĕç...
— Манпа кам пырĕ вара?
— Тараспа кайăн. Вăл ку ĕçе чухлать. Тарас договор тусах тĕрĕслемелли çуртсене кĕрĕ, эсĕ вара — ыттисене. Асту! Шанатăп сана.
Çакăн хыççăн Мĕтри пурĕ мĕн чухлĕ укçа пухмаллине пĕлчĕ. Хăйне ăна тăваттăмĕш пайĕ кăна лекет иккен, ыттине йăлт Степан Семенча пама тивет. Пысăк укçа пек ĕнтĕ, анчах ку ĕçре самаях тимлекен Мĕтри чухлать: договор туса пуçтарнипе танлаштарсан вăл пысăках та мар, кӳлĕ çумĕнчи кӳленчĕк евĕр.
Мĕн тăвăн, ним тума та май çук, каччă пĕр сăмахсăрах килĕшрĕ. Мĕнле килĕшмĕн? Капла Мĕтри парăмран та хăтăлĕ, тата, ĕç аван кайсан, тупăшлă та пулĕ. Хушма укçа вăл кĕсьене йывăрлатмасть…
* * *
Ĕç-пуç чăнах та пĕр кăлтăксăр пулса иртнĕ пулсан эпир кун пирки çырса та кăтартман пулăттăмăр. Çук çав, шаннă пек пулса тухмарĕ çĕнĕ ĕç Мĕтришĕн. Çакăн пек «тупăшлă» ĕçе Степан Семенч мĕншĕн хăй туманни те паллă пулчĕ. Çапла çав, шухăшласа хунă чухне пĕтĕмпех йĕркеллĕ пек, усал ниçтан та пырса çапăнас çук пек. Анчах чылай чухне пăтăрмахĕ сиксе тухатех çав. Çитменнине тата кĕтмен çĕртен! Мĕтрин те çаплах пулса тухрĕ. Çапах та ĕç-пуç пирки йĕркипе каласа кăтартар-ха.
Чи пĕрремĕш хутĕнче Мĕтри хăйне шиклĕ тытрĕ. Ара, çын укçине хăй кĕсйине чикет мар-и? Куншăн ăна явап та тыттарма пултарĕç! Çук, шикленме кирлĕ мар иккен: çынсем чăнах та хăйсен укçине такама та ним мар пама хатĕр! Уйрăмах, тĕрĕслевшĕн хакне самай пĕчĕклетнĕ хыççăн. Пин тенкĕ вырăнне çичçĕр тенкĕ кăна кăларса хутăн-тăк — сахалрах тăкакларăн, апла-тăк — тупăш илтĕн. Çав виççĕр тенкĕпе ачасене канихвет илсе парса савăнтарма пултаратăн. Е, арăм курман чухне, хăвна çуттипе хăналатăн. Пурте кăмăллă! Тĕрĕслеме килнĕ «Газпром» ĕçченĕ те, кил хуçи те!
Çапла май Мĕтрин ĕçĕ аван пычĕ. Степан Семенч умĕнчи парăма та парса татнăччĕ ĕнтĕ вăл… Анчах çак вăхăтра пăтăрмах сиксе тухрĕ вĕт!
Çук, тем ан шутлăр-ха эсир, газ тытăмĕпе нимех те пулса иртмен! Шĕкĕр Турра, ниçта та нимĕн те сирпĕнмен. Ара, Мĕтри тĕрĕслевне тума та манмарĕ-çке. Ку тĕлĕшпе пĕтĕмпех йĕркеллĕччĕ унăн. Çава чул муклашкине пырса тăрăннă пек унăн тупăш мелĕ пĕр принциплă çынна пула пăчланчĕ.
Вăл этеме Мĕтри тӳрех астуса юлчĕ. Ун чухнех чунĕ сӳлетсе илнĕччĕ унăн. Пĕр енчен çынни тӳлеме те хирĕç мар пек, тепĕр енчен вара темшĕн ытлашши тĕпчет. Мĕншĕн договорсăр? Укçи йăлтах хăвна пулĕ-и? Кама та пулин уйăрса пама тивмест-и? Юрать-ха, унашкал ыйтусене мĕнле хуравламаллине Степан Семенч лайăх вĕрентнĕччĕ те, каччă маххă памарĕ. Никама та «сутмарĕ». Канма кайса килнĕ хыççăн укçа пĕтнĕрен кăна çапла тăватăп тесе ăнлантарчĕ. Эх, ĕç-пуç мĕнпе вĕçленнине пĕлес пулсан, чăн та, договорнех тумаллаччĕ ĕнтĕ. Нумай çухатĕччĕ-и вăл? Шел те, тӳрех чухласа илме çамрăкрах çав Мĕтри. Çитменнине Степан Семенч та ку тĕлĕшпе нимĕнле кăтарту та паман ăна.
Хайхи çак çыннăн видеокамера ларнă иккен. Вĕсен хушшинчи калаçу йăлт çырăнса юлнă. Çынни тата ĕçе питĕ тĕплĕ тăваканскер пулнă. Хăйĕн патĕнче пулса иртни хыççăн тата кӳршисемпе те кайса калаçнă, вĕсенчен те укçа хăйпăтса кайни пирки пĕлнĕ.
Ку та çитмен, вырăнти телеканалпа çыхăннă, «Газпром» çыннисем халăхран мĕнле майпа укçа пухса пуйни пирки каласа панă. Лешĕсене вара çавнашкал лару-тăру пирки кăна систер… Эх, çаврăнса кайрĕ вара Мĕтрин пурнăçĕ … Телекурăмрисем вăл çӳренĕ ялсене пырса кайнă, сюжет ӳкернĕ... Шельмăсем Мĕтри адресне те таçтан тупма пултарнă! Иртсе кайма май çук хупăрласа илчĕç мурсем Мĕтрие. Машук хăвăрт кăна амăшĕ патне тухса вĕçтерчĕ…
Телекăларăм хыççăн, паллах, Мĕтрие ĕçре самай ятларĕç. Степан Семенч хăйех пăскăртрĕ. «Пирĕн хушăра унашкал ĕçчен пуррине пĕлмен те!» — тесех каларĕ телекамерăсем умĕнче. Явап тыттарасси пирки пĕлтерчĕ. Мĕтри ĕнтĕ ĕç-пуç çакăнпа вĕçленĕ тесе шутланăччĕ. Ну выговор турĕç, штраф пекки хучĕç. Пысăках мар вăл, парса татма та пулать.
Çук çав, леш çынни ытла та татăклăскер пулчĕ. Хăйне валли ятарлă тĕллев лартнă, обществăна Мĕтри пеккисенчен тасатма шутланă тейĕн! Телекурăма çитни ăна канăçтарман — прокуратурăна та çырса янă шельмă.
Çакăн хыççăн вара Мĕтрин пурнăç урапийĕ чăнах та тӳнсе кайрĕ. Прокуратура тĕрĕслев ирттернĕ хыççăн каччă халăхран самах пысăк укçа пухни çиеле тухрĕ. Ăна административлă майпа явап тыттарчĕç. Юрать-ха уголовлă ĕç пуçармалăх тупса палăртмарĕç. Вара пĕтрĕ пуçах — кирпĕч шутламах яратчĕç! Капла та ĕнтĕ пысăк штраф çырса пачĕç… Степан Семенч хăй каларĕ ăна, хам сана çăлса хăвартăм терĕ, эп пулмасан уголовлă ĕç патнех çитĕччĕ тесе ĕнентерме тăрăшрĕ. Ĕç-пуç çапла пулса тухнишĕн кăшт каçару пекки те ыйтрĕ, анчах ку вăхăталла Мĕтри пăртак ăсланса çитнĕччĕ ĕнтĕ, унăн сăмахне ĕненсех каймарĕ.
Вăт вара тăрса юлчĕ хайхи Мĕтри хăйĕн тӳнсе кайнă пурнăç урапийĕ айккинче. Ĕçрен ăна кăларса ячĕç. Машук та, ун чухне репортерсен куçне лекесрен амăшĕ патне кайнăскер, урăх таврăнмарĕ. Килесси пирки те шарламасть. Тĕрĕссипе вĕсем çак вăхăтра йытăпа кушак пекех пулса çитрĕç. Унччен Мĕтрие «хĕвелĕмçĕм» тесе е ытти çепĕç сăмахпа чĕнетчĕ пулсан, халь вара ытларах чухне «ухмах», «тăмсай» е тата та усалрах сăмахпа «пичет çапать». «Ухмах эсĕ, ку меслете санăн хăвăнах, пуçлăху каламасăрах шутласа кăлармалла пулнă. Тăмсай кăна ĕнтĕ мĕнпур укçана кайса парать. Ăсли ытларах пайне хăйне хăварать!» — çапларах пăсăрлантарнăччĕ вăл.
Темех мар, Мĕтри çамрăк-ха. Йăнăшсем тусан та вĕсене тӳрлетмелĕх ĕмĕрĕ çитĕ-ха. Парăмсем пĕчĕк мар пулин те, вĕсене вăл татса пырĕ. Тата… Ара, чăн та, Турци çыранĕ хĕрринче ун чухне вĕсем питĕ чаплă канчĕç!
геннади (2024-01-23 11:31:08):
Ара , криминал та ку ! Çавăнпа та КУЛĂШЛА КАЛАВ , тесе палăртнипе килĕшес килмеç . Вăт !