Çуртапа Çĕрле


Чĕтресе йĕрекен сар Çурта пилĕкне

Çăмламас аллипе хыпашлать тĕттĕмре

Артакпа1 сывлакан тухатуллă Çĕрле.

 

Ăнланать: кун каçа ăна çеç кĕтнине,

Хуп-хура куçĕнче хăй сăнне тинкерме,

Пĕр-пĕрин тайăнне2 чĕм кĕртмешкĕн пĕрле.

 
1 артак — ачашлăх
2 тайăн – шăпа, пурнăçламалли тĕллев

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: