«Якăлти Çăлтăрсен ялтăравĕн…»


Якăлти Çăлтăрсен ялтăравĕн

Йӳнлĕхне ăнлансах çĕр хута

Алăка леш енчен хупса кайрĕ

Сар Хĕвел упăшки çич юта...

 

Çăлтăрсем çĕрĕпех ташлаттарчĕç

Ясара ерекен Уйăха:

Çылăхпа тулакан кăлтăрмачĕ

Тикĕслерĕ хура тунсăха...

 

Сас-хура салатса çитермесĕр

Канăçне тупайман Çилсемех

Çĕрĕпе ĕсĕкленĕ Хĕвелĕн

Çытарне типĕтеççĕ ирех...

 

Ӳпкевпе ӳкĕнӳ тумлатмасăр

Ялкăшса хăпарать, кур, Хĕвел:

Иртнинчен хитререх! çутă! харсăр!..

Пушанса, шел, юлать сар тĕпел...

 

— Халĕ тин курпунне тӳрлетеймĕн, —

Çырлахтарччăр шупка Çăлтăрсем.

Ылтăнпа укаланнă хĕлхемĕм

Хакланать пур-пĕрех — çĕкленсен...

 

Кускалать алăкпа сар тĕпелĕн

Килĕнче упăшка таврăнсан...

Ярăнса хăпаратчĕ илемлĕн

Сар Хĕвел çӳлерех кармашса...

 

Шурса кайнă питрен, кăвакарнă

Уйăха — асăрха — каçсерен...

Ĕлĕкхи упăшка, пулнă арăм

Тĕл пулмаççĕ — сăна — ӳлĕмрен...

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: