Паллă çын
Çĕр çинче
пур çын та паллă –
çуралаç
пĕр пек пурте.
Пирĕн хушăри
усаллăх
ларать пуль
кăштах çӳлте.
Хăйĕн пичетне
лартса,
çынсене
илсе каясшăн.
Çулсене
кукăрлатса,
ытларах
асап парасшăн.
Питĕ нумай
çынсем паян
шуйтан пичетне
чăтаççĕ.
Пичет çапма та
çĕр таян
хăйсемех
пуçа таяççĕ.
Анчах та
тĕрĕс каласан –
ĕмĕрех вăл
çапла пулнă.
Кукăр çулпала
кайсан –
çынсем
çăмăлтарах пуйнă.
Таса шутпа
пурăнакан
мала тухма
пултараймасть.
Ун пек çын вăл
пĕр шутласан –
шăпа урлă
утса каймасть.
Ĕлĕкхи çын
сăмахĕсем,
пире
пулăшса тăраççĕ.
Таса çынна
кирлĕ вĕсем,
усалсене
усă памаççĕ.
«Сана çич çын
пĕлеç пулсан –
эс паллă çын
ку пурнăçра.
Вĕсенчен
хисеп курсан –
пурнас пулать
савăнăçра».
Хисеплени вăл
вăй парать,
ĕçпе те çынна
палăртать.
Мухтав хăйех
ăна тупать,
паллă çынна
анчах шырать.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...