Дина
Нумаях пулмасть, çĕнĕ çул уявĕ кĕрлесе иртсен, кĕтмен çĕртен Тилĕ Йăванне тĕл пултăм. Мана асăрхасан вăл пылак ĕмкĕч хыптарнă сăпка ачи пекех хĕпĕртесе ӳкрĕ.
— О, Кенашка! Сана курманни — çур ĕмĕр! Ăçта çухалса çӳрет-ши ку? Таçта укçа çапма тухса сулланман-ши? — тесе шухăшлатăп. Вăт ку — тĕл пулу! Ăна «çăвасах» пулать, тăванăм, — тулта самаях ăшă çанталăк пулин те тăр-тăр чĕтрерĕ Йăван.
Унтан çара шăртпа витĕннĕ янахне сăтăркаласа çапла ыйтрĕ:
— Санăн паян ĕçсем пур-и?
— Нимех те çук, — тетĕп пуш хутаçа силлесе. — Акă, арăм ĕçмелли-çимелли туянма кăларса ячĕ.
— Юрĕ-ха, вăл ниçта та тармасть. Эпĕ урăххи пирки... Динăна «майлас» кăмăл çук-и?
— Эп... Мĕн... — мăклатрăм Дина камне аса илме тăрăшса. — Ют пахчари улма-çырлапа киленме хăнăхман та... Халь тин, хăрах урапа ватлăхалла ярса пуснă хыççăн, иртĕхсе çылăха кĕме кирлех-ши?
— Мĕн çылăхĕ унта! — хĕрсе кайрĕ Тилĕ ывăлĕ. — Куç пек тăрă та тап-таса вăл!
— Çук пуль, — çаплах иккĕлентĕм эпĕ, — тем тумалла ĕнтĕ... Ку тарана çитсе арăма улталаса курман та...
— «Арăм, арăм!» — йӳççĕн кулчĕ Йăван. — Вара мĕн. Унашкал «тупра-мул» манăн çук тетĕн-им? Арăм кăна мар, сĕтел хушшинче апат ыйтса кашăк шаккакан шĕвĕрккесем те виççĕн тан!
— Вăт-вăт, хăвах куратăн, текех çирĕм çулти аскăнсем мар эпир санпа — çемье тăллипе тăлланнă арçынсем... Тепĕр тесен вăхăчĕ те хĕсĕкрех-ха манăн, хуняма карчăкĕ патне вĕри икерчĕ çиме каймалла. Арăм хăвăртрах таврăн тесе хытарсах кăларса ячĕ.
— Тьху, каллех «арăм»! — тарăхма пуçларĕ Тилĕ. — Сана мĕн унăн çумне сăнчăрпах кăкарса лартнă-им? Вăхăтушăн вара ытлашши ан кулян, Кăтра Маруç кунтан инçе мар, темиçе çурт урлă кăна пурăнать. Вун-вун тенкĕ тыттаратпăр та — пулчĕ те! Хăвăртти те хăвăрт, йӳнĕ те... ăнлантăн-и, «шлепке»? — ахăрчĕ Йăван иртен-çӳрене хамăр çине пăхтарса.
— Чим-ха, паçăр эсĕ Дина терĕн, халĕ вара — Кăтра Маруç...
— Çапла, «Дина», — килĕшрĕ Тилĕ. — Анчах та ăна Кăтра Маруç сутать-çке-ха!
— Нимĕн те ăнланмастăп...
— Сана ăнланма кирлех те мар, пĕччен мар, манпа пĕрле пыратăн! Юрать-и? Дини вара чăн та чаплă, пăхма та илемлĕ, пуçа та лайăх çавăрать! Ахальтен мар кăмăллаççĕ ăна арçынсем... Лешне вара, пуç шăмми айне «ĕçме юрамасть — наркăмăш!» тесе çырнине, ан ĕнен, суяççĕ! Мĕн чухлĕ лĕрккемен-тĕр эпĕ çав шĕвеке — пур пĕрех чĕрĕ-ха, аптрамастăп. «Чăваш хырăмĕнче пăта та çĕрнĕ» тесе ахальтен каламаççĕ иккен.
— Итле-ха, — пӳлтĕм Йăвана, — мĕнле шĕвекпе аташатăн эсĕ.
— Хă! Эс, тем, çӳлти патшалăхран йăтăнса аннă тăмсай мар пулĕ-çке? — чăр-р! пăхрĕ ман çине Тилĕ. — Çак тарана çитсе те «дина» мĕнне пĕлместĕн пулать те — мĕнле арçын эсĕ çакăн хыççăн. Денатурат тенине пĕлтерет вăл, тăмана!
— Эпĕ вара... эсĕ пĕр-пĕр çăмăлттай хĕрарăм пирки калать тесе. Вăт мĕн иккен...
— Юрать, Иван Степанович, — терĕм «2» паллă илнĕ шкул ачи пек айăплăн. Хам вара çапла шухăшларăм: «Эй, Турă! Мĕн кăна курмăн-илтмĕн ку тĕнчере. Каçарсам, çӳлти аттемĕр, хăвăн хĕрĕх çул пурăнса та ăса-тăна кĕрсе çитеймен айван сурăхна...»
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...