Кукрашка


Хĕл хăй аллипех тыткалать, хăлхаран хыпалать, сăмсаран чĕпĕтет. Тепĕр чух пӳртре те ăшă мар, ирлĕ-каçлă тимĕр кăмака хутса яратпăр. Ларатпăр вара тимĕр кăмака ăшшипе киленсе.

Пĕррехинче манăн чип-чипер кăмака сасартăк ăвăс вутти хутнă хура мунча пек мăкăрланма тапратрĕ. Мĕн пулчĕ? Кăмака мăрйин кукрашки шăтса кайнă иккен.

— Ку — кивĕ калуш мар, сапланипе ĕç тухас çук, — систертĕм карчăка, — çĕнни туянмалла, — терĕм.

Тепĕр кунне лаша кӳлетĕп те Вăрманкассинелле тухса юрттаратăп. Унта Сĕнтĕрти промкомбинатăн филиалĕ вырнаçнă. Филиалта тимĕр-тăмăр цехĕ пур.

Çитрĕм хăйхискер çитес çĕре. Лашана юпаран кăкартăм та тимĕр-тăмăр ăстисене шырама тытăнтăм. Пĕрне шăпах алăк патĕнче хирĕç пултăм. Эп — кĕреп, вăл — тухать.

— Тимĕр кăмака мăрйи пур-ши сирĕн халь? Мана кукрашкалли кирлĕччĕ, — ыйтрăм.

— Сасартăках калаймастăп-ха, — терĕ те урамалла вирхĕнсе тухса кайрĕ çак. Пӳлĕме кĕрсен, чӳрече витер курах кайрăм: алăкра хирĕç пулнă тимĕр-тăмăр ăсти ман лав çинчи улăмă ӳпне-питне çавăрать. Эй, пăтратать, эй, куçарать! Унтан васкаса чупса кĕчĕ те:

— Шăллăм, кукрашка çукрах çав, тупаймастпăр пуль, — тесе хучĕ.

Мана кукрашка кирлех-çке-ха. Унсăр мĕнле киле таврăнас? Тепĕр ăста патне пытăм, унпа та кукрашка çинченех калаçатăп.

— Сасартăках калаймастăп, — терĕ те çакскер, пуç каснă пек, урамалла тухса вĕçтерчĕ. Пăхатăп чӳречерен, ку та çуна çинчи улăма пăлхатма пуçларĕ.

— Мĕне пĕлтерет ку? — шухăша кайрăм хайхискер. — Мĕн шыраççĕ вăрманкассисем ман çуна çинче? Юлашкинчен тавçăрса илтĕм: лайăх пăкăланă тулли кĕленче кирлĕ иккен вĕсене. Кунти ăстасем улăм айне кучченеç хумасăр килекенсене кăмăлпа йышăнмаççĕ курăнать. Пĕри вара пытармарĕ, тӳрех çапла каларĕ:

— Кукрашка илсе каяс тесех килмен пуль çав эсĕ. Тупасах текенсен çакăнта, улăм айĕнче, мĕн те пулин пулаканччĕ, — терĕ.

Йăпăр-япăр лашана çавăратăп та магазин еннелле сиккипе вĕçтеретĕп. Çур литр шурринех илтĕм. Тепĕр хут хайхи ăстасем патне вĕçтерсе çитрĕм. Тимĕр шаккакансем эпĕ магазина кĕрсе тухнине чӳречерен пăхсах ларнă-мĕн. Эпĕ çитнĕ-çитмен кĕпĕрленсе тухрĕç мана хирĕç, сăпса пек сырăнса илчĕç саççим. Чĕлхисем уçăлнă, пурте кăмăллăн кула-кула калаçаççĕ. Хул хушшинче кашнин пĕрер кукрашка.

— Çакна туян, шăратса тунă пек, — кăшкăрать пĕри.

— Манăн ку чи хулăн тимĕртен авнăскер, — шаккаса кăтартаççĕ ыттисем. Çилленсех кайрăм мурсене. Пĕр кукрашкишĕн укçа тӳлерĕм те лашана çавăртăм. Хăрах алăпа тилхепе тытрăм, тепринпе эрех кĕленчи кăлартăм. Лаша юртать. Эпĕ кĕленче кăтартса ларса пыратăп, ман хыçран пилĕк-ултă кукрашка ăсти лăпăстатать. Ялтан тухсан тин ывăнса юлчĕç.

— Сывă пулăр, кукрашкасем! — тесе кăшкăртăм та эрехе шаларах чиксе хутăм. «Кукрашкасем» куçран çухалчĕç.

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Agabazar (2023-11-07 13:34:46):

Псевдоним шутланать пулсан, ик компонента та пысăкларан пуçласа çырмалла

Шухăшĕ: вăйлă

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: