Кĕсменсĕр кимĕ


Эп хамшăн пач хыпмастăп,

Эп курнă пурăнса.

Мăнук пирки шутлатăп,

Шăпишĕн хăраса.

 

Ытла вылять-çке шанăç,

Таканари шыв пек,

Ăçта эс чунри канăç,

Ăçта ăшри тӳлек?

 

Хытах хĕссе çитерчĕ

Йĕркелĕх арканни.

Мĕскер ăна пĕтерчĕ,

Ăçта эп вăй хуни?

 

Шăвать халь пурнăç тирĕс,

Сывах-ши ун таппи?

Мĕне пула-ши тикĕс

Кусмасть- ун урапи?

 

Кĕсменсĕр кимĕ евĕр

Туятăп эп хама,

Ăçта илсе çитерĕ

Çак ахăр самана?

 

24.02.24

Çавăн пекех пăхăр

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: