Мăшăр шăнкăрч
Икĕ шăнкăрч килсе ларчĕç
Пирĕн пӳрт çине.
Савăнса çеç юрра ячĕç,
Сапрĕç çунатне,
Йышăнаççĕ, вырнаçаççĕ
Çĕнĕ йăвана.
Шăхăраççĕ, йыхăраççĕ
Урама мана.
Юрласа-ши кăтартасшăн
Аякри çинчен?
Тен, пире салам каласшăн
Кăнтăр çĕрĕнчен?
Наталия (2024-08-06 14:45:35):
Лайăх çырнă. "Çапрĕç çунатне" тен урăхларах çырмалла пулнă ,тен. Икĕ шăнкăрч - тăватă çунат. Куç умне пĕр çунат кăна тухса тăрать, çырнă тăрăх . Маттур, шухăшласа пăхма пулать.
геннади (2024-08-17 13:44:06):
Наталие хуравласа . Эп астунă тăрăх , чĕлхе сакунĕпе "çапрĕç çунатне" тени тĕрĕс . Тĕслĕхсем шырама кĕнекесене "каймалла" . П. Хусанкайăн статьинче пурччĕ пулас та , ал айĕнче мар шăп çавă .
Agabazar (2024-11-01 18:49:31):
Чăваш чĕлхинче сăмахсĕне хисеп тĕлĕшпе майлаштарасси вырăс чĕлхинчи пекех теме çук.