Коммунистсен маршĕ


Эпир вăтăр ултă мĕльюнăн

Пыратпăр пĕр ĕмĕтпеле.

Сахал-и пиртен ӳксе юлнă,

Çунтарнă пире чĕрĕлле.

 

Пире яланах вилĕм суннă,

Хупланă хаяр элекпе.

Таптанă та сĕмсĕррĕн кулнă

Çӳренĕшĕн çут тĕллевпе,

 

Рабочи клас çирĕп пилленĕ

Ăру шăпине хамăра.

Çулпуçăмăрсем Маркспа Ленин

Пире çирĕплетнĕ вутра.

 

Эпир ĕмĕрех харсăр пулнă,

Тăшман умĕнче нăйкăшман.

Эпир, вăтăр ултă мĕльюнăн,

Ĕçре çирĕпленнĕ ялан.

 

Эпир вăтăр ултă мельюнăн —

Çапăçăва тухнисем.

Кам ирĕкшĕн, кам хĕрӳ юнлă —

Каятпăр хыçран халь ертсе.

 

Эпир халăха йăлтах панă,

Çулпуç вăй-хал хушнă чуна.

Эпир пусмăртан хăтарнă

Тĕнчери миллиард çынна.

 

Хурçă ту евĕр çирĕп тăратпăр,

Хĕрет кĕрешӳ хĕрнĕçем,

Пĕр кăмăллăн харăс утатпăр

Октябрьпе вăй илнисем.

 

Паратпăр-çке çĕнĕ саккунăн

Мĕн пур ырлăхне çĕршыва.

Эпир, вăтăр ултă мĕльюнăн,

Никам çĕнми паттăр хăват.

 

Эпир, вăтăр ултă мĕльюнăн,

Пыратпăр пурне те чĕнсе.

Пирĕн рете ĕнтĕ тăнă

Мĕн пур таса чунлă çынсем.

 

Вилес умĕн урнăн шавлаççĕ

Мул хуçисем хĕрĕнсе,

Тавăрмашкăн хăюллăн тăраççĕ.

Çĕкленеççĕ колонисем.

 

Ялав вĕлкĕшет-çке вĕçрен-вĕç,

Тăрать çапăçмашкăн чура,

Хĕрӳ çулăма сӳнтереймĕç,

Вăй çук — ылтăнра, тăхланра.

 

Тронсен кунĕсем шутлă юлнă,

Ишеççĕ вĕсен никĕсне.

Эпир, вăтар ултă мĕльюнăн,

Çĕклер коммунизм çуртне!

 

Г. Ефимов куçарнă.

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Вулакан (2024-10-20 18:10:53):

Çак сăвва лартса тĕрĕс тунă.Соцреализм мелĕпе çырнă тĕслĕх.Пирĕн поэтсем те çапла çыркаласа пурăннă,премисем ,тава тивĕçлĕ ятсем илнĕ.Куçаруçă чĕлхи такăнать.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемсĕр | Шухăшĕ: мухтамаллах   мар | Содержанийĕ: ăшах

 

Вулакан (2024-10-20 18:10:55):

Çак сăвва лартса тĕрĕс тунă.Соцреализм мелĕпе çырнă тĕслĕх.Пирĕн поэтсем те çапла çыркаласа пурăннă,премисем ,тава тивĕçлĕ ятсем илнĕ.Куçаруçă чĕлхи такăнать.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемсĕр | Шухăшĕ: мухтамаллах   мар | Содержанийĕ: ăшах

 

Вулакан (2024-10-20 18:10:57):

Çак сăвва лартса тĕрĕс тунă.Соцреализм мелĕпе çырнă тĕслĕх.Пирĕн поэтсем те çапла çыркаласа пурăннă,премисем ,тава тивĕçлĕ ятсем илнĕ.Куçаруçă чĕлхи такăнать.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемсĕр | Шухăшĕ: мухтамаллах   мар | Содержанийĕ: ăшах

 

Вулакан (2024-10-20 18:10:58):

Çак сăвва лартса тĕрĕс тунă.Соцреализм мелĕпе çырнă тĕслĕх.Пирĕн поэтсем те çапла çыркаласа пурăннă,премисем ,тава тивĕçлĕ ятсем илнĕ.Куçаруçă чĕлхи такăнать.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемсĕр | Шухăшĕ: мухтамаллах   мар | Содержанийĕ: ăшах

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: