Тĕнчен çĕнĕ кĕвви
...Пит те лайăх-çке
Çулла, çур çĕрпе
Ирчченех лармашкăн урамра.
Пĕр сас та илтĕнмест,
Сенкер тӳперен
Çутă уйăхĕ акă лăпкать пуçăма,
Лăпкать пуçăма ылттăн çуттипе,
Лăпкать чунăма...
Аванах çав, мĕн калăн — аван,
Пит те чаплă та хӳхĕм саман!..
Чунăма чăн илем илĕртет, —
Пурăнмашкăн, савмашкăн чĕнет.
Çулран-çул çу кунсем çамрăкрах,
Çу илемĕ чуна çывăхрах.
Çулран-çул çут тĕнчен кĕввинче
Эп сисеп — çывхарать çут инçет.
Астăватăп,
Тĕп пулан «ĕлĕкре»
Çутă пурнăç пулнă тĕлĕкре.
Ун чухне
Кунсерен хирелле
Уттарапчĕ сухапуçпеле.
Астăватăп,
Юнлă тар юхтарса,
Пĕтĕм пурнăç çине тарăхса,
Ылханатăпчĕ кивĕ сухана,
Ылханатăпчĕ хытă анана,
Ылханатăпчĕ чунтан,
чĕререн...
Ĕмĕтĕм! Ĕмĕтĕм! —
Вĕçсĕр тинĕсĕм!
Çамрăклăхăн хĕмĕ —
Яш вăй тивĕçĕ.
Çурçĕр çуначĕ
Сарăлатчĕ мĕлкен.
Ăшăм çунатчĕ,
Тăвăнатчĕ чĕлхем.
Йăпăш-шăп айĕн
Итлеттĕмччĕ çеç,
Мĕнле, çĕнĕ майăн
Юрлать çут тĕнче.
Йăпăш-шăп витĕр
Таçтан, катаран,
Çĕн тĕнче кĕвви-тĕр
Сарăлатчĕ тавран.
Ой, тĕнче!
Çут çанталăк...
Çĕр çинче —
Хура халăх.
Илĕртрĕн мана эс чылай.
Çунтаратăн ăша, чунăма.
Сахал мар — çуркунне-и, çулла-и, —
Чĕремре вĕреттертĕн юнăма.
Кивĕ пурнăç сăнне-сăпатне,
Яш чуна сивĕтен хăватне
Эпĕ сиртĕм, уйăртăм умран.
Çăлăнайрăм инкеклĕ хумран.
Хăмăр хĕвел анăç хыçне
Йĕпсĕм хĕвел анчĕ хуллен.
Уйăх кăтартрĕ пуçне, —
Улăхрĕ вăрттăн çӳле.
Карăшлăх вăрманĕ çине
Тĕксĕм сĕм ӳкрĕ таçтан.
Амăш лăпкать ачине —
Çитрĕ-мĕн, пулчĕ каç та.
Ялăм лăпланчĕ лăштах,
Ялăм — тӳлек ыйхăра.
Çилĕ, вăшăлти-вăштах
Турĕ те, çĕтрĕ уйра.
* * *
Чалкăр сенкерлĕ тĕнче
Уçрĕ пархатарлă хĕвне.
Шăплăха ӳкнĕ çĕр çинче
Туйрăм тĕнче кĕввине.
Вăранчĕç уйсем, сар хирсем,
Вăранчĕ, куç уçрĕ вăрман.
Тухрĕç сассем сĕм сирсе,
Çунатлăн хăлаçланчĕ арман.
Тăчĕ лăп пулнă пуш хир,
Сас чĕв сарайрĕ тавра.
Çĕрĕн çĕн айлăм хушши
Ӳкрĕ çеремлĕх çавăра...
Юррăн кĕреç чĕреме
Татăклă-татăклă сассем,
Пĕлетĕп — çĕтеç çереме
Вăйлă, мухтавлă трактăрсем.
Пинĕн те пинĕн шăваç,
Хурçă саспа мĕкĕреç...
Пĕлетĕп — мăнтăр çĕршыва
Çĕнĕ вăй хурăçăн кĕрет.
Çĕпĕр сарлакĕш енчен
Ĕçĕн кĕввийĕ янрать.
Илт ак, Урал ту çинче
Юрă çуралать домнăра.
Акă сисетĕп — пур çĕртен
Хурçăллă сасă шăтать,
Ĕçе вăл сулмаклăх кĕртет,
Сулхăн таврана ăшăтать...
Днепр, е Волхов, е Свирь —
Хурçă трубинăн кĕвви.
Тимлĕн итлет ăна хир,
Ишĕлет харамлăх тĕвви.
Хулăммăн, хапрăк трубисем
Хăватлă октавăн кĕрлеç.
Пин çухрăм урлă килсе
Манăн хăлхамра çĕмĕрлеç.
Каç сĕмĕ айĕн тĕнчипе
Ĕçĕн симфонийĕ сĕрлет.
Вăйлăн, хастарлăн, çĕр çийĕпе
Пурнăç кĕввийĕ чĕрĕлет.
Чалкăр çут пĕлĕт тӳпине
Çурчĕ пропеллер сасси,
Илт-халĕ, мĕнле çитĕнет
Хăватлă моторăн ташши!..
Çапла,
Кашни çĕр, каç
Сар уйăх кăтрин хумĕнче
Тĕнче кĕввисем çуралаç.
Çапла,
Кашни çĕр, каç
Ларатăп тĕнче умĕнче —
Тĕнчен кĕввине хураллап.
Çапла,
Кашни çĕр, каç
Итлетĕп тĕнче кĕввине.
Çапла,
Кашни çĕр, каç
Вĕренетĕп çĕршыв юррине.
Çĕршыв юрлать,
Юрлать те ташлать
Ĕç ташшине.
Тăван çĕршыв
Пиншер-çĕршер,
Пиншер, çĕршер саспа тулать.
Тăван çĕршыв,
Ĕçпе хĕрсе,
Тĕнче кĕввин сĕрлет, улать.
Тĕнче кĕвви —
Телей тĕвви,
Пуласлăха пурне чĕнет.
Тĕнче кĕвви —
Çĕн ĕç çемми
Çĕре çĕн сăн кĕртме сĕнет.
* * *
...Пит те лайăх-çке
Çулла, çур çĕрпе,
Тăр пĕччен лармашкăн урамра!..
Итлемешкĕн, сисмешкĕн,
Мĕнле çĕр сĕрлет,
Мĕнле вăл юрлать
Таврара.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...