Пĕлĕтсем лутраланчĕç
Сывă юлăр, ачалăх кунĕсем, эсĕ те, ачалăх шухăлăхĕ, ална пар!
Сывă юлăр, çап-çутă классенчи парттăсем, эсĕ те, шкул сукмакĕ, сывă юл!
Сывă-и, пурнăç хумĕ, юхăмна санне çĕнме вăй çитейĕ-ши?
Сывă-и, пĕрремĕш юрату, иксĕмĕрĕн шăпамăрсем хĕресленĕç-ши?
Сывă-и, телейĕм!
Хĕр кăкăрне шăнăçайми савăнăçа ывăçăн-ывăçăн сапса пычĕ. Çав савăнăç хĕвел çутипе ылтăн-кĕмĕл тенкĕн йăлтăртатрĕ, уйсем-хирсем çине, вăрман çине çумăрăн çурĕ, савăнăç çумăрĕ...
* * *
– Ăçта сулланса çӳретĕн ку таранччен, – ку сăмахсем Алинăна тиврĕç. Унăн пиччĕшĕ йăмăкне тарăхмаллипех тарăхнă пулмалла. – Ман паян ĕçе çитмелле, калаçмалли пур санпа.
– Тем ыр сăмахах калайăн пуль, – йăмăкĕ пиччĕшĕн кӳрентерӳллĕ калаçăвне хăнăхса çитнĕ пулмалла, шикленсе ӳкни палăрмарĕ. – Патриархат тăмани.
Алина пиччĕшĕн çумне ялта Арис-Патриарх хушма ят çыпăçнă. Пĕррехинче, ун чухне пиччĕшĕ те шкулта вĕреннĕ-ха, клубра юрату темипе лекци пулнă тет. Унта, хайхи, çемьере хăшĕн – хĕрарăмăн-и е арçынăн – пуç пулмалли çинчен сăмах пынă. Çавăн чухне Арис пĕтĕм зал илтмелле янраттарса ячĕ тет, «сывă пултăр патриарх», терĕ тет. Вăл ун чухне патриархпа патриархат сăмахсен пĕлтерĕшĕсем пĕр тенĕ ĕнтĕ. Çур зал ахăрса, çур зал алă çупса ячĕ тет çав сăмахсене илтсен.
Пиччĕшĕ çак хушма ята хăнăхса çитнĕ. Кӳренме мар, ахăртнех, тепĕр чухне мăнаçланать те. Ара, Арис арçын-çке, хăйĕн «ирĕклĕхне» хӳтĕлет!
– Алюн, эпĕ сан пиччӳ-и, пиччӳ мар-и, – Арис яланах хĕрӳленсе калаçма юратать, ахальтен мар ăна сăвăсем те çырать теççĕ. Анчах та йăмăкне вулаттарсах каймасть çав вăл, ахальтен мар патриарх ĕнтĕ! – Мĕншĕн манпа канашласа пăхмастăн, ăçталла вĕçтерес шут пур?
– Сан патна, редакцие вырнаçас мар-и, – çаплах йĕкĕлтетрĕ йăмăкĕ, – корректора лартмасан та техничкăна лартаççех пуль, э?
– Техничка пулма пилĕкӳ тӳрĕрех, – лăпланса пычĕ пиччĕшĕ. – Итле-ха, вăрăм чĕлхе, вĕренес пирки шутлатăн-и эсĕ?
– Ху мĕншĕн вĕренместĕн?
– Мана пулăшакан пулман, аннене вара хăйне те йывăр. Пиччӳ пур, пулăшĕ. Кай вĕренме, Алюн, йăмăкăм.
– ĕçлеме каятăп эпĕ, сана пулăшса тăрăп. Кайсам вĕренме, патриарх пиччеçĕм, – каллех йĕкĕлтерĕ йăмăкĕ.
Вĕсем яланах çапла, ют çын курсассăн: кусем хирĕçеççĕ, туслă çемье мар темелле. Анчах та Алина пиччĕшне юратать, тен, çав юратнине çиеле кăларас, çынна кăтартас мар тени çапларах хăтлантарать-ши вĕсене? Амăшĕ умĕнче пĕр-пĕрне ытлах чĕнмеççĕ вĕсем, анчах та май килнĕ чух йĕплесе илеççĕ-илеççех.
– Хулана кайма ан та шутла, луччĕ килте кутна сарса лар, – тарăхса кайрĕ Патриарх. – Милке пуçпа Атăл хĕрринче черетлĕ каччă шыраса çӳремелле çав унта. Пĕлетĕп.
– Ах, пиччеçĕм, ярсамччĕ ĕнтĕ, ман Атăл хĕрринче çӳрес килет, – чарăнмарĕ йăмăкĕ.
Пӳрте амăшĕ пырса кĕчĕ. Вăл, фермăра ĕçлекенскер, кăнтăр апатне килчĕ пулмалла.
– Каллех çуйхашатăр-и эсир, йытăпа кушак?
– Пиччĕш сăмахне хăлхана чикесшĕн мар…
– ăслине мĕншĕн чикес мар, анчах пурне те мар.
– Алина, – хальхинче пиччĕшĕ йĕркеллĕ калаçрĕ, – çитес эрнере хулана каятăп, енчен те вĕренме шухăшу пур пулсан, хатĕрле документусене, кĕртсе парăп çула май.
– Хĕрĕм, шутла лайăхрах, – амăшĕ хĕрĕн пулас шăпишĕн пăшăрханать пулмалла. – Вĕренни пăсмаçех ĕнтĕ. Пиччӳ те пулăшĕ, хам та кăштах ĕçлекелетĕп.
– Анне, ялтан каяс килмест ман…
– Тĕрĕс, – Арис йăмăкне каласа пĕтерме те памарĕ. Вĕренме вара заочно кĕрĕн. Нечăвă, çынсен ачисем хыççăн тĕнче касса çӳреме.
– ĕçĕ вăл хамăр колхозрах пур-ха, ал май пулĕ-ши сана?
– Доярка, свинарка, телятница, птичница, повар, воспитательница, почтальон, библиотекарь…
– Корректор… – йĕплесе илчĕ хĕр пиччĕшне. – Ялта ĕçлеместĕн тĕк, ан лăпăртатса тăр.
– Хĕрĕм, хăвăнне ху пĕл, анчах та лайăхрах шутла, кайран ӳпкелемелле ан пултăр.
– Шутлатăп, анне.
Çапла вара, çемьери калаçу вăхăтлăха вĕçленчĕ. Каярах Арис-Патриарх район центрне, амăшĕпе хĕрĕ фермăналла тухса утрĕç.
5.
Çăкаяль вăтам шкулĕ. Каччăсемпе хĕрсем ушкăнăн-ушкăнăн кĕпĕрленсе тăраççĕ, савăнăçлăн шакăлтатаççĕ.
– Алина, астăватăн-и, пĕррехинче, ун чухне иккĕмĕш класраччĕ пулас, эсĕ пĕр ачаран шоколад туртса илнĕччĕ, – ку Ленăн, Алина юлташ хĕрĕн сасси пулчĕ.
– Астумасăр. Çавăн хыççăн ĕнтĕ манран Алина-Шоколадик тесе тăрăхлама пуçларĕç.
– Тăхта-ха, Лена. Ара хăвăнтан «мăн шă» тесе кулмастчĕç-и-ха?
– Ан пакăлтат. Ун чухне эпĕ пӳрнескерен те пĕчĕк пулнă.
Ленăна çыпăçаканни каччă пулчĕ. Вăл, шкулти яланхи йăлапа, тăрăхлама çаплах пăрахман-ха: – Ара, Каçук пичче калатчĕ. Эсĕ ун чухне шкултан килеттĕнччĕ тет. Сумкку хăвăнтан та пысăкчĕ тет. Лена, паян мĕнле саспалли вĕрентĕр-ха, тесе ыйтсан: «мăн шă» тесе хуравларăн тет.
Пурте ахăлтатса ячĕç. Лена, çиллине шăнараймасăр, каччăна хăвалама пуçларĕ.
– Тыт, тыт, Лена!
– Вĕлтĕренпе çаптар!
– Ачасем, пуçлăхсем килеççĕ, шăпланăр!
Шкул еннелле ял совет председателĕ, колхозри партком секретарĕ Дмитриева Нина Дмитриевна тата ялта пĕртен пĕр тĕлĕнмелле ятлă Альфред – е ялтилле Редик, хушамачĕпе Сареев – çывхарчĕç. Ял совет председателĕ сарăлса, анлă пусăмсемпе пырать. Партком секретарĕ те унран юлмасть. Лешĕ вара, Альфречĕ, урине ыттисемпе тек пĕр пусăмлă тăвасшăн тăрмашать, анчах та, лутакаскерĕн, кĕске урисем ниепле те майлашăнмаççĕ.
Кĕçех уйрăлу каçĕн пĕрремĕш пайĕ пуçланчĕ. Президиума шкул директорĕ тата тин çеç çитнĕ хăнасем вырнаçрĕç.
Шкул директорĕн сăмахĕ кĕске пулчĕ. Вăл паян аттестат панă чухне чылай калаçнă пулмалла. Хăйĕн хыççăн вара «Пĕрлешӳ» хуçалăхри партком секретарьне сăмах пачĕ.
Юлташсем, – лăпкăн пуçларĕ Дмитриева, – эсир пурте пĕлетĕр ĕнтĕ, партипе правительство çамрăк ăрушăн тем тĕрлĕ ырлăхсем те туса пачĕ. Вĕрен те ĕçле. Анчах та сирĕн çумра яланах пахалăх палли пултăр. Пирĕн колхоз çулсерен ураланать. Çĕнĕ пуçарулăх – пахалăхпа эффективлăх самани. Пысăк ĕçсене тума вара чылай вăй кирлĕ. Çамрăксем, юлăр тăван колхоза, пурне те ĕç тупса парăпăр. Колхоз шучĕпех вĕрентсе кăларăпăр, ăста специалистсем тăвăпăр.
Хĕрӳллĕн калаçрĕ хĕрарăм-парторг. Вăл пĕтĕм чун-чĕринчен каларĕ, ялтах юлма илĕртсе те, тилмĕрсе те пăхрĕ.
– Акă, кунта вĕренсе тухакан çамрăксен списокĕ. Çирĕм сакăр ачаран ялта юлма виççĕшĕ çеç килĕшнĕ. Вун улттăшĕ вара хăйсем ăçта каясса та пĕлмеççĕ, анчах та ялта çав-çавах юлмастпăр, теççĕ. Мĕнре сăлтавĕ, туссем?
Ачасем пуçĕсене усса çеç ларчĕç. Чĕнмерĕç. Альфред сăмах илсен тин хускалкаласа илчĕç вĕсем, хыçалта йăхлатса кулни те илтĕнчĕ. Сареев колхозри комсомол комитечĕн секретарĕ иккен, вăтăра çывхаракан хусах-секретарь.
– Юлташ каччăсемпе хĕрсем, – умĕнчи хулăн папка çине тăрăнчĕ Сареев.
Залрисен пичĕ-куçĕ каллех çуталчĕ. Вĕсем Радик-секретарь çине тăрăхларах пăхса ларчĕç.
– Юлташсем, – кирлĕ хут листине тупнă хыççăн ӳсĕркелесе илчĕ калаçакан. Ку ĕнтĕ: хатĕрленĕр, пысăк калаçу пулать, тенине пĕлтерчĕ. – Колхозра çирĕм ытла комсомолец шутланса тăрать.
– Шутланманни миçе, – залран йĕплесе илчĕ тахăшĕ.
Сареев илтмĕш пулчĕ.
– Вопшĕм, çамрăксем çителĕклех. Комсомол комитечĕ вĕсене коммунизмла воспитани парас енĕпе чылай вăй хурать темелле.
Сареев малалла та çапларах пакăлтатрĕ. Юлашкинчен çеç кирлĕреххине персе ячĕ:
– Вопшĕм, сире пурне те колхоза юлма сĕнетĕп.
Ял совет председателĕн сăмахĕ чылай çыпăçуллăрах та витĕмлĕрех пулчĕ.
– Малашне ялпа хула хушшинчи уйрăмлăхсем пĕтсех пырĕç, – сăмахне вĕçленĕ май калаçрĕ вырăнти Советсен представителĕ. – Акă, хамăр колхозах илер-ха, мĕнле-мĕнле специалист-ăста кирлĕ мар-ши унта: паянхи куна çеç ялти библиотекăна заведующи, фельдшерсен пунтне медсестра, вăтам шкула аслă пионервожатăй, учительсем, фермăра ĕçлекенсем кирлĕ. Хĕрсемпе каччăсем, хăвăрăн пуласлăха тăван енпе, тăван ялпа çыхăнтарнине мĕн çиттĕр ĕнтĕ. Кăмăл пуррисене ял хуçалăх, педагогика институчĕсене те, тĕрлĕрен техникумсемпе училищĕсене те вĕренме ярăпăр. Хамăр пата çеç таврăнăр кайран.
Çамрăксем хĕрсе кайрĕç пулмалла, пĕр-пĕрне пӳлсех калаçма пуçларĕç.
– Сăмахпа кермен лартса параççĕ, кайран çаврăнса та пăхмаççĕ.
– Вăтам ĕç укçи мĕн чухле ларать?
– Сареев çамрăксенчен тарса çӳрет теççĕ, тĕрĕс-и, Редька?
– Сенкĕ йăтса тислĕк тăкма ярасшăн-и пире?
Сыв пуллашу каçĕн хаваслă пайĕ çамрăксен шухăш-кăмăлне ниепле те улăштараймарĕ. Яла юлакансенчен Алина Павлова, Лена Ионова тата тепĕр арçын ача çеç пулчĕç. Алина библиотекăра, Лена фермăра, виççĕмĕшĕ механизаторта ĕçлес кăмăл турĕ.
Каçăн иккĕмĕш пайĕнче çамрăксем юрларĕç, ташларĕç, вĕри чей ĕçрĕç. Хăшĕ-пĕри, хапăлраххи, эрех те сыпкаларĕ пулмалла.
Сисмесĕрех тул çути килчĕ. Çамрăксем, карталанса, вăрман хĕрринчи кӳлĕ еннелле утрĕç. Çавăнтах вĕсем çĕнĕ кун хĕвелне кĕтсе илчĕç.
6.
Çу кунĕсем сисĕнмесĕрех иртсе кайрĕç, таврана кĕр сивви сăрхăнчĕ. Пулать вĕт çапла – тӳпере хĕвел те пур, çилĕ те типĕ, çапах та темле сивĕлĕх хуçаланать, сивĕ шăрăх. Уй-хир пушансах пырать, сарă пусă çухалнăçемĕн улăм куписем йышланаççĕ. Куккук сасси те илтĕнмест вăрманта, шапасем те юрлама пăрахрĕç, шыва тимĕр туя ячĕ - шăрăх кунсенче те сип-сивĕ. Кĕçех сентябрь çитет.
Саша, тепĕр çур уйăхран вара Александр Алексеевич пулмаллискер, район центрне каçалапа çеç çитрĕ. Ку вăхăтра роно та, комсомол райкомĕ те ĕçлемест ĕнтĕ – ара, çамрăксен ĕçсĕр пуçне çемье те пур-çке, килтисем çинчен те манма юрамасть. Çапах та роно ăçтарах вырнаçнине пĕлесшĕнех пулчĕ вăл. Пĕр ватă кăтартнă çулпа кайсан чиперех тупрĕ хăй шыранă çурта. Райĕçтăвком çурчĕ поселокĕ майлах кивĕскер, лапсăркка тирексем хыçне пытанса ларнă, ахăртнех, пĕр вăтăрмĕш çулсенче туса ларнăскерех ĕнтĕ. Çавăнпа та пулĕ – куçа ытлашши тăрăнса ларманранах-ши – тавралăхпа килĕшӳллĕн курăнать.
– Çĕнĕ учитлĕсем килнĕ-ши тетĕр-и? – калаçрĕ урай çăвакан хĕрарăм. – Вĕсене пионерсен çуртне вырнаçтарчĕç пулмалла. Эс те учитлĕ мар пуль?
– Çавă-ха. Çулне кăтартмăр-ши?
– Кăтартас, ма кăтартас мар, – хĕрарăм алри çĕтĕкĕпех урама тухрĕ, – çавăнта çитсен сулахаялла, унтан кăшт кайсан сылтăмалла, вара каллех темиçе кăшт кайсан сылтăмалла, вара каллех хут унталла та кунталла утмаллине ăнлантарчĕ.
ivashva (2009-04-13 21:58:50):
Пите килешре. Ман валли( эпе пулас журналист) веренмелли чылай. Челхи пуян щещ мар, калама щук илемле