Архимеда планета


Ылтăн кĕркунне çитрĕ. Йĕри-тавра питĕ илемлĕ. Çак илем куçа илĕртет, чуна савăнтарать. Вăрман аякранах палăрать. Вăл хĕрлĕ, сарă, ылтăн тĕспе ялтăртатнăн туйăнать.

Эпĕ, пĕр хĕвеллĕ уяр кун, вăрмана кайма шут тытрăм. Çакăн пек хавас кăмăлпа вăрмана каймасăр епле тӳсес! Акă эпĕ çитрĕм. Мĕн тери хитре кунта! Уçă сывлăш чуна çĕклет. Йĕри-тавра шăп. Ура айĕнче ылтăн кавир. Мĕнле утас килмĕ ылтăн кавир тăрăх! Çулçăсем ура айĕнче чăштăртатаççĕ, пĕр-пĕринпе темĕн пăшăлтатаççĕ тейĕн. Сисмесĕрех вăрман уçланкине çитсе тухрăм. Кунта ытармалла мар илемлĕ яштака хурăнсем ӳсеççĕ. Çак илемпе киленсе эпĕ сисмен те — тĕттĕмлене те пуçланă. Кăшт канма лартăм та çывăрсах кайнă.

Ман умра Андриян Григорьевич Николаев. Эпĕ хам куçсене хам ĕненместĕп. Эпир космос карапĕ çинче иккен. Эпĕ скафандр тăхăннă. Иллюминатортан пăхрăм та шарт! тĕлĕнтĕм. Эпир тĕнче уçлăхĕнче. Малтанах хăраса ӳкрĕм. Эпир Николаевпа иксĕмĕр пĕр-пĕрне сывлăх сунтăмăр.

— Ăçта каятпăр эпир? — ыйтатăп.

— Архимеда планета çине, — хуравлать космонавт.

— Мĕнле-ха апла? Ученăйсем тăхар планета çеç палăртнă вĕт.

— Пĕлетĕп. Ку планета çинчен вара никам та пĕлмест.

— Астрономсем темиçе çĕршер çул хушши тĕнче уçлăхне тĕпчеççĕ. Мĕнле майпа ку планетăна никам та асăрхаман вара? — интересленетĕп эпĕ.

Калаçу вĕçленсен А.Николаев мана çалтăрсем пирки каласа пачĕ, ячĕсемпе паллаштарчĕ. Хевел патнелле çывхаратпăр пулин те эпĕ ăшша пĕрре те туймастăп.

— Мĕнле-ха апла? — ыйтатăп космонавтран. — Хĕвел патне никам та çывхараймасть вĕт.

— Хăв çине пăх-ха. Эсĕ мĕн тăхăннă? — йăл кулса хуравларĕ А.Николаев.

— Скафандр.

— Тĕрĕс, — терĕ космонавт.

Акă Архимеда планета патне çитрĕмĕр, унта антăмăр. Эпĕ тĕлĕнсех кайрăм. Кунта çынсем вырăнне темĕнле нихăçан курман чĕрчунсем пурăнаççĕ. Вĕсен пуçĕсем пакшан пек, кĕлетки тигра аса илтерет, хӳри вара — чăн-чăн тилĕ хӳри пекех. Çак чĕрчунсем виçĕ метр çуллĕш пулĕ. Эпĕ ячĕсене ыйтатăп. Вĕсен ячĕ Архим иккен. Тинех çак планетăна мĕншĕн çапла ят панине ăнланса илтĕм. Архимсенчен пĕри Николаевпа иксĕмĕре экскурсие илсе кайрĕ. Акă гаражсем патне çитрĕмĕр. Машинисем пĕр çичĕ метр вăрăмĕш пулĕ. Вĕсем бензин вырăнне темĕнле пăрçасемпе чупаççĕ. Машинисем чупса мар, вĕçсе çӳреççĕ, хăйсем хыççăн попкорн кăларса пыраççĕ. Çавăнпа çак планета çинче пур çĕрте те попкорн йăванать иккен. Юханшыв вырăнне шоколадлă кӳлĕсем сарăлса выртаççĕ. Архим пире курка пачĕ те ĕçсе пăхма сĕнчĕ, эпир тутанса пăхрăмăр. Питĕ тутлă! Архим пире малалла ертсе кайрĕ. Çак планета питĕ пуян иккен. Уйсенче илемлĕ чечексем ӳсеççĕ. Уй варринче — питĕ пысăк йывăç. Ун çинче тĕрлĕ пылак çимĕç ӳсет.

Акă Архимсен керменĕ патне çитрĕмĕр. Керменĕн алăкĕсем хăйсемех уçăлса хупăнаççĕ, шалта — тĕрлĕрен лавкка. Мана питĕ хитре кĕпе парнелерĕç. Кунта Архимсем питĕ нумайăн пурăнаççĕ. Лифтсемпе çӳлти хута хăпараççĕ. Эпир те аллăмĕш хута хăпартăмăр. Хамăра валли çĕр каçмалăх пӳлĕмсем суйларăмăр. Манăн пӳлĕмре пур япали те кĕрен тĕслĕ. Вырăнĕсем çемçе те кăпăшка. Йĕри-тавра теттесем. Чӳречерен пăхсен пĕтĕм тĕнче уçлăхĕ курăнать.

Эпир çак планета çинче шăп пĕр эрне пурăнтăмăр. Кашни кунах пире тутлă та пылак çимĕçсемпе хăналарĕç. Архимсем пире питĕ кăмăллăн ырă сунса ăсатса ячĕç. Час-часах хăнана килсе çӳреме сĕнчĕç. Кунта питĕ аван пулсан та, чунăм килеллех туртать. Тăван килтен, ялтан хакли мĕн пултăр ĕнтĕ. Тăван атте-аннешĕн те тунсăхласа çитрĕм. Хăнара лайăх та, килте тата аванрах тени асăма килчĕ.

Эпĕ вăранса кайрăм. Хĕвел анма пуçтарăнать пулин те ман çине ăшшăн пăхать. «Ачам, вăран, киле кайма вăхăт çитрĕ. Аçупа аннӳ, пиччӳпе аппу, шăллупа йăмăку, аслаçупа асаннӳ сана килте кĕтеççĕ», — тенĕн туйăнать.

Ырă туйăмпа, ăшă кăмăлпа утрăм килелле. Çак ĕçсем чăн пулнă пекех туйăнчĕç, чунăма темĕнле ырă-ырă туйăмсем çупăрларĕç.

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Энтри (2008-11-24 21:21:56):

Эпĕ, пĕр хĕвеллĕ уяр кун, вăрмана кайма шут тытрăм.

 

Ку предложенине вуласан "эпĕ" тенипе "пĕр хĕвеллĕ уяр кун" пĕр объектах пулмалла. Анчах та кайран вуланăçем ача çинчен сăмах пынине ăнланса илетĕн. Çырас пулсан вулакана пуçламăшĕнчех пăтратма кирлĕ мар...

 

Эпĕ (2011-04-10 19:47:15):

Сана никам та пăтратмасть!..=)

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: