Асамлă керменте
Юлташăмпа çулçӳреве кайма шутларăмăр. Аля тусăм мана ăна кукамăшĕ тĕнче хĕрринче пĕр тĕлĕнмелле кермен пурри пирки пĕлтернине каласа пачĕ. Çав керменте пурăнакансем нихăçан та вилмеççĕ-мĕн.
Ир çинче карап çине лартăмăр та çулçӳреве тухрăмăр. Кайсан-кайсан пĕр хулана çитрĕмĕр. Çак хула майри пире курсан питĕ савăнчĕ, тутлă апат-çимĕçпе хăналарĕ, пылпа чей ĕçтерчĕ, çывăрма вырăн сарса пачĕ. Вырăнĕ çав тери кăпăшка. Выртнă-выртман çывăрса кайнă. Тутлă тĕлĕксем курса çывăрнă. Ир çинче пирĕн умра каллех тулли сĕтел. Апатлантăмăр та çула пуçтарăнтăмăр. Хула майри пире ярасшăн мар, хăйĕн çĕр-шывĕнче хăварасшăн.
— Эпĕ тĕрĕ тĕрлеме юрататăп, йĕпсем пĕтсе çитсен эпĕ вилетĕп, мана йĕпсем тупма пулăшăр-ха, — тет вăл.
Юлма килĕшмерĕмĕр, анчах та йĕпсем тупса килме шантартăмăр. Вăл пире асамлă патак парнелерĕ. Унччен те пулмарĕ, эпир тĕнче хĕрне çитсе тăтăмăр, шăпах кермен умне. Эпир килессине такам пĕлтернĕ, пире кĕтсе илчĕç, кермене илсе кĕртрĕç. Керменти патшана хамăрăн çулçӳрев тĕллевĕ çинчен каласа кăтартсан вăл пачах та тĕлĕнмерĕ.
Асамлă керменпе паллашрăмăр. Тĕлĕнмелли кунта çав тери нумай: эпир палламан чĕрчунсем чупса çӳреççĕ, пирĕнтен пачах та хăрамаççĕ. Кайăксем умранах вĕçсе иртеççĕ. Йывăçсем те пире пуçĕсене тайса саламларĕç. Шел, киле каймалли вăхăт çитрĕ. Киле таврăнас умĕн патша пире тĕрĕ тĕрлемелли йĕпсем парнелерĕ. Ăна хула майрине парнелерĕмĕр. Вăл питĕ хĕпĕртерĕ. Асамлă кермен хуçин йĕпĕсемпе эпир хамăр та тĕрĕ тĕрлеме вĕрентĕмĕр.
Admin (2008-11-22 22:20:18):
Питĕ типĕ. Авторăн те вăхăчĕ сахал пулнă, те хайлава çырнă чухне ытти ăна ытларах илĕртнĕ. 5 абзац ăшне пĕр пысăк калава кĕртсе хунă. Кĕскетес пулсан татах та кĕскетме пулĕччĕ: Аля кукамăшĕ каласа панă хыççăн тĕнче хĕрринчи кермене кайса килтĕмер. Çула май пĕр хула майрине пулашрăмар. Пăнчă. :)
Малалла вĕренмелле.
Энтри (2008-11-24 21:29:02):
Автор текст тума вĕренсе çитмен-ха.
lapochka (2008-11-25 22:10:54):
МОЛОДАЯ,НО УЖЕ ХОРОШО ВЫКЛАДЫВАЕТ СВОИ МЫСЛИ,МОЛОДЕЦ!ВСЕ ЕЩЕ ВПЕРЕДИ!
Миронова (2008-11-26 14:44:52):
Тĕлĕнтереççĕ хăшĕсем, мĕнле чăвашла вуланă тата, вырăслах хак параççĕ пулсан. Калавĕ аптрамасть пек малтанласа çыракан ачашăн
Яковлева (2008-11-26 17:19:37):
Шухăшĕ пур, анчах илемлĕх мелĕсемпе усă курман,çавăнпа ытла та типĕ пулса тухнă. Математика урокĕнчи пек. Тиркеме çав териех те кирлĕ мар тен?
Никита (2008-11-26 17:24:07):
5-мĕш класра вĕренекеншĕн калавĕ аванах.
Vyacheslavna (2008-11-29 17:44:46):
Пĕрремĕш утăм аван.Тепрехинче тăрăшарах çырмалла.Шухăша уçса пама илемлĕх мелĕсемпе ытларах усă курмалла.
able50 (2008-12-03 23:37:03):
Для начинающей, очень даже неплохо, чувствуется, что талан есть.
Так держать. Молодчина.
Admin (2008-12-04 00:20:51):
able50, чăвашла пĕлместĕр тесе çыратăр. Апла пулсан епле хаклама пултарнă-ха?